Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра инкек ан пултăр

16 июля 2014 г.

 

Хулара пурăнакансем те, ял çыннисем те шăрăхран шыв хĕрринче хÿтлĕх шыраççĕ, анчах та Чрезвычайлă лару-тăру министерствин сотрудникĕсен асăрххаттарăвĕсем пирки нумай чух манаççĕ. Çакă вара инкек патне те илсе çитерет.

Шутласа пăхăр-ха, çулталăк пуçланнăранпа кăна Чăваш Енри шывсем çинче 22 инкек тухнă, вĕсенче 16 çыннăн пурнăçĕ татăлнă (вăл шутра 6 ача), 8 çынна çăлнă. Пĕлтĕр пулнă 27 инкекре 22 çын вилнĕ (5 ача), 5 çынна çăлнă. Çак пур инкек те пĕтĕмĕшле илсен канма юраман вырăнсенче пулса иртнĕ.

Çуллахи каникулта ачасем кану лагерĕсенче, хула пляжĕсенче кăна мар, ялта та нумаййăн канаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен вĕсен канăвне хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле.

Шыв хĕрринче час-часах сăра кĕленчипе е тата ытти алкогольпе "канакан" çынсене асăрхама пулать. Çак шĕвеке ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн вĕсем хăйсен шыври "пултарулăхне" кăтартма та тытăнса тăмаççĕ. Çакăн пек ушкăнсенче вара ачасем те пур.

Шыва кĕме юрăхлă тесе палăртман вырăнсенче шыва кĕмелле маррине ачасене асăрхаттарсах тăмалла. Вĕсене шыв хĕрринче асăрхаса тăни лайăхрах та. Шыва кĕме юрăхсăр вырăнтах шыва кĕме тиврĕ пулсан вара асăрхану татах та çивĕчрех пулмалла. Çакăн пек вырăнсенче шыв тăрă пулни тата тарăн марри пĕлтерĕшлĕ. Унта шыв айĕнчи юхакан шывсем е шыв çаврăнăшĕсем те ан  пулччăр.

Аса илтеретпĕр, пирĕн районти 13 шыв плотинине водолазсем тĕрĕслесе шыва кĕме юрăхлă вырăнсене палăртнă. Вĕсем Уйкас Янасалта, Патаккассинче, Вомпăкассинче, Макçикассинче, Кĕрекаçра, Турайра, Хорнуйĕнче, Чуманкассинче, Катăкуйĕнче, Анат Панклире, Ярапайкассинче, Шурчара тата Ярославкăра вырнаçнă. Çак плотинăсенче шыва кĕмелли вырăнсене палăртнă, вăл вырăнсенче шыв тĕпне тасатнă.

Ытти пĕве хĕрринче "Шыва кĕме юрамасть" тесе çырнă табличкăсем пулмалла. Вĕсене никамăн та кăларса ывăтма юрамасть. Çакна çынсен хăрушсăрлăхĕ пирки шутласа çырса хураççĕ.

Аслисен ачасене шыв хĕрринче, шывра мĕнле тытмаллине вĕрентмелле. Яланах асăрхаса тăмалла.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика