Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Симĕс ĕç çи" - 2014

09 июля 2014 г.

 

Курăк ÇулаÇÇĔ

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче уяр çанталăк тăнипе усă курса нумай çул ÿсекен курăксене çулса типĕтессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпе 3816 гектар çинче (60 процент) çулма ĕлкĕрнĕ. Е. Андреев яч. хис. (567 гектар), Чапаев яч. хис. (162 гектар), Чкалов яч. хис. (187 гектар) пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, "Путь Ильича" агрофирмăра (200 гектар), "Колос" обществăра (145 гектар) курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçленĕ. "Ударник" хуçалăхра вара çулмалли лаптăк татах 705 гектар.

Утă хатĔрлеÇÇĔ

Районĕпе утă хатĕрлемелли плана 77 процент пурнăçланă, хĕл кунĕсем валли ăна пĕтĕмпе 4575 тонна янтăланă. Е. Андреев яч. хис. хуçалăх хатĕрлев планне 160 процент (400 тонна), Суворов яч. хис. хуçалăх 150,8 процент (603 тонна), Чапаев яч. хис. тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсем 100-шер процент (400-шер тонна) тултарнă. "Передовик" хуçалăхра типĕтнĕ утă пачах çук.

Сенаж хываÇÇĔ

Сĕтеклĕ çак паха апата кăçал районĕпе 13200 тонна хывса хăварма палăртнă. Ĕнерхи куна ăна 4515 тонна е 34,2 процент траншейăсене хывма ĕлкĕрнĕ. "Герой" хуçалăхăн хатĕр сенаж 1050 тонна, "Ударник" хуçалăхăн 1500 тонна.

Силос янтăлаÇÇĔ

Ильич яч. хис. хуçалăхра 150 тонна, "Оринино" хуçалăхра 920 тонна силос хывнă.

ТĔш тырă пуссисенче

"Восток", "Герой", Ильич яч. хис., "Оринино", "Ударник" хуçалăхсенче, "Путь Ильича" агрофирмăра тĕш тырă культурисене хими мелĕпе хÿтĕлесси çине кирлĕ пек тимлĕх уйăраççĕ. Хÿтĕлев ĕçĕсене пысăк лаптăксем çинче туса ирттернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика