09 июля 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Кив Матьăк ялĕ 220 çул тултарнине уявларĕ. Уява çак ялта çуралнă, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем килсе çитрĕç, юнашар ялсенче пурăнакансем те чылаййăн пуçтарăнчĕç.
Уява йĕркелекенĕ - çак ялта çуралса ÿснĕ Лариса Петрова каланă тăрăх вăл архивсенче Кив Матьăк ялĕ хăçан пуçланса кайнине тахçанах тĕпчет. Хальлĕхе Кив Матьăк ялĕ 220 çул тултарнине палăртакан сведенисене кăна тупса палăртнă. Тĕпчев малалла пырать пулин те, Лариса Геннадьевнăн ялти пур тăван-пĕтене пĕрле пуçтарса ял историне, ял несĕлне, çак ялта пурăннă ăрусем çинчен, манăçа тухса пыракан тăвансен несĕлĕсем çинчен ял çыннисене каласа парас шухăш малтанах çуралнă-ха. Кăçал вара Муркаш районĕ 70 çул тултарнине уявланă май палăртнă уява ирттерни - питех те паллă самант.
Кив Матьăксене хисеплесе уява Чăваш наци конгресĕн вице президенчĕ П. Ивантаев, Муркаш районĕн пуçлăхĕ И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, Христос çÿле çĕкленнин Йÿçкассинчи чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин хутшăнчĕç. Хăнасене ял çыннисем уява кĕтсе çĕнĕрен юсанă ял хапхи умĕнче кăпăшка çăкăрпа, мăн асаттесемпе мăн асаннесен меслечĕпе хатĕрленĕ сăрапа кĕтсе илчĕç.
Хăнасене ял урамĕсем сарлака та тирпейлĕ пулни тĕлĕнтерчĕ, ял варринче вырнаçнă пĕвесем, капмар çуртсем пурне те тыткăна илчĕç. Салам сăмахĕсенче пурте Кив Матьăк ялĕнче ĕлĕкренех ĕçчен çынсем пурăннине асăнчĕç. Малашлăхра тата лайăхрах пурăнас текен çынсем пурăнаççĕ çак ялта, урăхла пулма та пултараймасть.
1893 çулта Кив Матьăк ялĕнчен 16 çемье Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сурăм ялне куçса кайнă. Сурăм ялĕнче пурăннă Осьмулькинсен тата Корниловсен йăхне тăсакансем те уява килсе çитрĕç, вĕсем хăйсен нихçан та курман тăванĕсене тĕл пулса паллашрĕç, малалла пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнассине палăртрĕç.
Кив Матьăк ялĕнче пултаруллă çынсем пурăннă. Ĕлĕкрех ĕçре, вăрçăра паттăрлăх кăтартнă çынсем пулас ăрушăн яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ. Афганистанра пуç хунă яшсене Юра Тарасовпа Саша Порфирьева нихçан та манмĕ Матьăк халăхĕ.
Ку таранччен пурăннă, тĕрлĕ сăлтавсене пула пирĕнтен уйрăлса кайнă çынсене асăнса тата халĕ пурăнакан çынсене малалла пурăнма сывлăх сунса Христос çÿле çĕкленнин Йÿçкассинчи чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ ирттерчĕ. Тĕлĕнмелле пулăм: Сергий атте Кив Матьăк ялĕнче пурăннă тата малалла пурăнакан çынсене асăннă самантра çумăр та çума чарăнчĕ.
Хăнасене кĕтсе ялти маçтăрсем хăйсен ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Лариса Петрова хатĕрленĕ ялта пурăнакансен несĕл йывăçĕсем умĕнче çынсем нумаййăн пухăнчĕç. Уйрăмах хăйсен несĕлĕсемпе çамрăксем интересленни савăнтарчĕ. Несĕлсене тĕпчес ĕçе малалла тăсмаллине, пуласлăхра Кив Матьăк çыннисем çинчен кĕнеке кăлармаллине палăртрĕç ял çыннисем.
Уява килсе çитнĕ чи аслă çынсене П. Ивантаев саламларĕ. Мария Михайловна Михайлова (89 çулта), Валентина Андреевна Ярдыкова (88 çулта), Раиса Николаевна Ефимова (80 çулта), Анна Николаевна Васильева (80 çулта) пек нумай пурăнма пурне те сывлăх сунчĕ, весене парнесем пачĕ.
Муркаш районĕн пуçлăхĕ И. Николаев тата уява хутшăнакан çынсем пĕр пулса çак паллă кун çур ĕмĕре яхăн пĕрле пурăнакан мăшăрсене - Слава Семеновнăпа Николай Андреевич Андреевсене (54 çул), Перасковия Викторовнăпа Николай Петрович Клементьевсене (50 çул), Елена Яковлевнăпа Болеслав Алексеевич Селедкинсене (48 çул) тата та нумай çул пĕрле пурăнма сывлăх сунчĕç, весене те парнесем пачĕç.
Çур ĕмĕр пурăнакан юбилярсене Йÿçкассии ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин саламларĕ. Уява хутшăнакан Лев Степанович Андреева, Павел Геннадьевич Павлова, Юрий Николаевич Никифорова, Инна Ксенофонтовна Павловăна, Галина Николаевна Андреевăна, Валентина Октябристовна Николаевăна тата тепĕр çур ĕмĕр пурăнма иксĕлми телей сунчĕç ял çыннисем.
Çавăн пекех ял çыннисем Николай Иванович Никитина Матьăк çыннисене çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне тухса çÿреме майсем туса панăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çирĕп сывлăх тата ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Çĕртме уйăхĕнче тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тивĕçлĕ пулнă салтаксем киле таврăнчĕç. Артемий Владимировпа Григорий Яковлев салтаксене ял халăхĕ малашлăхра ĕçчен те сăпайлă мăшăрсем тупса çирĕп çемьесем çавăрма сĕнчĕ.
Ян ятлă пепке Кив Матьăк ялĕнче пурăнма пуçлани эрне кăна çитрĕ-ха. Вăл Иринăпа Валерий Ивановсен çемйинче çуралнă. Каласа хăвармалла, Ян Муркаш районĕнче 2014 çулта çуралнă пепкесен йышĕнче 220-мĕш ача. Кив Матьăк ялĕ 220 çул тултарнипе пĕр килекен çак асамлă цифра Яншăн тата унăн çемйишĕн телейлĕ талисман пуласса шанаççĕ ял çыннисем.
Пуçтарăннă çынсене "Муркаш" халăх фольклор коллективĕ чуна пырса тивекен чăваш юррисемпе савăнтарчĕ, пурне те чăваш ташши ташлаттарчĕ. Кив Матьăк ялĕнче çуралнă Татьяна Хĕвел чăваш эстрада çăлтăрĕ те килсе çитнĕ тăван ялне, унăн юррисем те кăмăла кайрĕç.
Матьăксем пурне те техĕмлĕ шÿрпепе, пулă яшкипе хăналарĕç. Çак уяв аваллăхран пуласлăха хывнă кĕпер пек пулчĕ. Малашне те ял уявĕ иртессе шанаççĕ ял çыннисем. Лариса Геннадьевна вара уява ирттерме пулăшнă çынсене пурне те тав сăмахĕ калать.
Ю. Петрова.