Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

09 июля 2014 г.

 

Июлĕн 4-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 34-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Унта  депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ответлă ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва Москакасси ял тăрăхĕнче ирттерчĕç.

Ларăва хутшăнакансем малтанах Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул пурнăçĕпе паллашрĕç. Кунти лару-тăру çинчен шкул директорĕ Игорь Иванов каласа пачĕ. Мал ĕмĕтлĕ коллектив вăй хуни палăрать. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усса лармаççĕ. Иртнĕ çулсенче шкулта вĕренекенсен шучĕ çуллен чакса пынă пулсан, халĕ ачасен хисепĕ чакма пăрахнă. Малашне вăл ÿссе пымалла. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунта 186 вĕренекен пĕлÿ илнĕ. 2008 çулта шкул хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Шкулăн кирпĕчрен купаланă 3 хутлă çĕнĕ çуртне вара 1982 çулта хута янă. Сăмах май унта 464 ача вĕренме пултарать. Классенче хăтлă, тирпейлĕ, юсав ĕçĕсене япăх мар туса ирттернĕ. Шкулăн юбилейĕ тĕлне уçнă кунти музейри экспонатсемпе те паллашма интереслĕ пулчĕ.

Апла пулин те коллектив хăйĕн вăйĕпе кăна татса пама пултарайман ыйтусем те пур -ха. Акă ăшă памалли система кивелсе çитнĕ. Иртнĕ çул та юсав ĕçĕсем туса ирттерме тивнĕ. Спорт хатĕрĕсене юсамалла, шкул чÿречисене улăштармалла. Кунсăр пуçне тата шкул директорне шкул тавра карта тытса çавăрасси те канăçсăрлантарать.

Тепĕр пысăк ыйту - шкулпа кунти ача садне хутса ăшăтма  уйрăм модуль котельнăйĕсем хута ярасси. Иртнĕ çул ку ыйтăва Чуманкасси шкулĕпе унти ача садĕнче татса пама май килнĕччĕ. Кăçал Москакассинче те çавăн пек котельнăйсем хута ярасшăн. Кун пирки район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова чарăнса тăчĕ.

Москакассинчи "Колокольчик" ача садĕнче те хăтлăх хуçаланать. Тирпей-илем, хăтлăх, пĕчĕкрех юсав ĕçĕсем туса ирттерессинче ача садĕнче вăй хуракансем те тăрăшулăх кăтартаççĕ, ачасен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмасть. Спонсорсем пулни те пысăк тĕкĕ. Кунта çÿрекенсем хăнасене пĕчĕк концерт программипе те савăнтарма манмарĕç. Ăшшăн тав турĕ уншăн вĕсене тата кунта вăй хуракан коллектива район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев.

Москакассинче пурнăç малаллах шунине, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине тепĕр тĕслĕх те çирĕплетет. Хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ кунта 21 хваттерлĕ пурăнмалли çурт хута яма хатĕрленет (сăн ÿкерчĕкре). Организаци ертÿçи Владислав Семенов каласа панă тăрăх строительсем объекта августăн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçе кĕртме палăртаççĕ.

Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕ Москакассинчи информаципе культура центрĕнче иртрĕ. Пĕрремĕш ыйтупа ларура районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ çинчен сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев доклад туса пачĕ.

Унчченхи çулхипе танлаштарсан пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ районта 24 процент чакнă. Пĕчĕк предприятисен хисепĕ вара малтанхи шайрах юлнă. Апла пулин те районăн производствăпа экономика аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предприятисен тÿпи ÿссе пырать. Акă 2013 çулта вĕсем пĕтĕмпе 395 млн. тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата ĕçсем пурнăçланă. Ку вăл 2012 çулхинчен 13 процент ытла нумайрах. Тĕрлĕ шайри бюджетсене налук хывасси те 7 процент ÿснĕ.

Хальхи вăхăтра инвестицисемпе усă курса çĕнĕ производствăсем йĕркелесси, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртесси Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Оринин, Юнкă, Катькас, Ярославка ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ăнăçлăрах пулса пырать. Çавна валли патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Иртнĕ çул пĕчĕк предпринимательствăн 14 субъектне 3,5 млн. ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Кăçал та "Пуçласа ĕçе тытăнакан фермер" программăпа икĕ хресчен (фермер) хуçалăхне 1-шер млн. ытла тенкĕ уйăрса панă.

Апла пулин те пĕчĕк тата вăтам предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕнче татса памалли ыйтусем те çук мар-ха. Çакна хăйсен сăмахĕсенче тухса калаçакансем те палăртрĕç. Предпринимательсен ĕçне уçăмлăрах тăвас, предпринимательствăна аталантарма лайăхрах майсем туса парас, патшалăх пулăшăвĕпе епле усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕн Ростислав Тимофеевăн сĕнĕвĕпе ларăва хутшăнакансем пурте килĕшрĕç. Ростислав Николаевич районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассин муниципалитет программине туса хатĕрлеме депутатсен, район администрацийĕн специалисчĕсен тата общественность представителĕсен йышĕнчен ĕç ушкăнĕ йĕркелеме сĕнчĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту пирки те сăмах пычĕ ларура. Ку вăл - объектсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Кун пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов каласа пачĕ. Кăçал кăна район территорийĕнче 23 пушар регистрациленĕ, вут-çулăмра 3 çын пурнăçĕ татăлнă. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 17 пушар пулнă. Ятарласа вут тивертнĕ тĕслĕхсем те пур.

Кашни ял тăрăхĕнчех пушар хуралĕн ирĕклĕ дружинисене йĕркеленĕ. Вĕсенче 161 çын шутланать. Апла пулин те пушар сÿнтермелли техника кивĕ пулни, хутса ăшăтакан гаражсем пулманни, укçа-тенкĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитменни, ĕç укçи пĕчĕкки чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Вырăнсенче муниципалитет пушар хуралĕсене йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев. Унсăрăн пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе районта татăклă улшăну тума йывăр.

Депутатсем ларура районăн муниципалитет çул-йĕр фондĕнчен ял тăрăхĕсене вырăнти çулсене тытса тăма, çавăн пекех культурăпа йăла сферин объекчĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме трансфертсем уйăрса парассин йĕркисемпе методикисене çирĕплетрĕç, пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли "Мускав - Хусан" чукун çул магистралĕ район территорийĕпе иртнĕ май район территорине планлассин схемине улшăнусем кĕртрĕç, депутатсен районти Пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç, ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Лару вĕçĕнче сÿтсе явнă ыйтусене пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев сăмах  каларĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика