Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăха пусса тирпейлесси

05 июля 2014 г.

 

"Хаçатăн июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнчи номерĕнче "Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен" Таможня союзĕн Техника регламентне йышăнни пирки пĕлтернĕччĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх усракан тата унран продукци илекен умне тухса тăракан çĕнĕлĕхсем пирки те каласа панăччĕ. Çакăн хыççăн манăн выльăхсем пусса тирпейлемелли пункта хама ятăн  уçма мĕнле йĕркене пăхăнмалли пирки ыйтусем çуралчĕç. Кун пирки тĕплĕнрех каласа пама çук-ши;"

А. ЛЕОНТЬЕВ.

Ярапайкасси ял тăрăхĕ.

 

Вулавçă ыйтăвне ăнланатпăр. Пирĕн паянхи калаçу шăпах вĕсем тавра пулĕ те. Çавна валли хамăр тĕпеле эпир районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ертсе пыракан выльăх тухтăрне  Татьяна КИСЕЛЕВĂНА чĕнтĕмĕр. Халĕ ăна сăмах:

- Сăмах панăшăн тав тăватăп. Пирĕн ялсенче пурăнакансем пурнăç аталанăвĕпе пĕр утăмра пырса çĕнĕлĕхсене пĕр хăрамасăр алла илсе ĕçлеме тăрăшни ырă шанчăк çуратать. Унчченхи интервьюра эпĕ "Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен" Таможня союзĕн Техника регламентне  тивĕçтерекен выльăх пусса тирпейлемелли пунктсем Тивĕшре, Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче, Москакассинче, Çурлатринче пурри пирки каланăччĕ. Анчах асăннă регламент вăй илсе пынă май çакăн пек пункт уçас текенсем татах та пулма пултараççĕ. Пирĕн паянхи пĕчĕк вĕрентÿ шăпах вĕсем валли пулĕ те. Техника регламенчĕ пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртнине кашниех тĕрĕс ăнланасса шанатăп.

Çаврăнăçуллă çынсен ялта выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли ятарлă пункт уçас тесен ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Кунта йĕрки çавнашкал:

- выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли пунктăн ял тулашĕнче вырнаçмалла. Çав вырăнăн çынсем пурăнмалли çурт-йĕртен, выльăх сарайĕсенчен, кĕтÿсем çÿретмелли çĕрсенчен, юхан шывсенчен, халăх пĕрле  усă куракан обществăлла вырăнсенчен, ача сачĕсемпе сывату учрежденийĕсенчен 300 метртан кая мар инçĕшре пулмалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктсем талăкри производство виçине кура 3 ушкăна пайланаççĕ: сменăра 25 пуç мăйракаллă шултра выльăх пусса тирпейлекен цехсем, 10 пуç тата 5 - 7 пуç таран. Сыснасем тата пăрусем пусса тирпейленĕ чух çак виçе 2 - 3 хут ÿсет*

- пункт территорине ытти выльăх-чĕрлĕх пырса кĕресрен çÿллĕ картапа çавăрмалла*

- территорие кĕнĕ-тухнă вырăнта обязательнăй йĕркепе дезинфекци барьерĕсем пулмалла*

-  ĕçмелли шывпа çителĕклĕ тивĕçтермелле*

- выльăхсене пусиччен ветеринари тĕрĕслевĕ ирттерме пункт территорийĕнче вĕсене урамрах кăкарса тытмалли вырăн йĕркелемелле*

- выльăхсем тăнă çĕрти тислĕке пуçтарма ятарлă контейнерсем вырнаçтармалла*

- ĕç вăхăтĕнче производство пÿлĕмĕсенчен юхса тухакан шĕвекĕн пухăнмалли  тата ăна тасатса дезинфекцилемелли вырăнĕсене тумалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктра йышăнмалли вырăн, çивитти айне вырнаçтарнă уçăлса çÿремелли лаптăк, пусмалли цех, продуктсем хумалли склад, аш-какай продукчĕсем сивĕтме холодильник, ытти хушма хуралтăсем пулмалла*

- пункт уçакансен выльăх пусмалли производство подразделенийĕсене пĕр корпусра вырнаçтармалла. Тушкăсене вертикаллĕ майпа çеç тирпейлемелле*

- урайсем тунă чух вĕсене хăвăрт çăвăнакан материалтан тумалла тата унăн канализаци системи енне тайлăк  пулмалла*

- пунктри производство пÿлĕмĕсенче çутă çителĕклĕ пулмалла, стенасемпе маччара тата урайсенче ваннă вырăнсем пулмалла мар*

- усă куракан оборудованипе инвентарĕн ĕç вăхăтĕнче тутăхпа витĕнсе продуктсем çине сиен кÿмелле мар материалтан пулмалла*

- выльăхсене пусса тирпейлемелли цехра тушкăсемпе ветеринарипе санитари тĕпчевĕ ирттерме тата экспертиза тума обязательнăй йĕркепе палăртнă вырăн йĕркелемелле*

- производство пÿлĕмĕнчи холодильникра лаборатори тĕрĕслевĕ ирттермелли какай валли санитари камери тытмалла.

Çак йĕркесене çирĕп пăхăнсан çеç ялта пурăнакансем выльăхсене пусса тирпейлемелли пунктсем уçма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика