05 июля 2014 г.
Халăхăмăр пурнăçĕ çут çанталăк аталанăвĕпе тачă çыхăнура тăрать. Çакна ăнланса экологи лару-тăрăвне шанчăклă алăра тытасси - пирĕн паянхи тĕп тĕллев. Ялта-хулара пурăнакан кашни гражданинăн, çамрăкăн малашлăха шанса, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлесе çак ĕçе чунпа парăнса пурнăçламалла. Пĕрлехи тăрăшулăхра - ыранхи тирпейлĕ те экологи тĕлĕшĕнчен таса пурнăç. Кун хыçĕнче районăн, республикăн, Раççейĕн тĕрек экономики, çын пурнăçĕн ĕмĕрĕ тăсăлни, халăх йышĕ хутшăнни т. ыт. те.
Вăхăт пирĕн ума çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем лартать. Çут çанталăка пулас ăрусем валли сыхласа хăварас, унăн пуянлăхне кунсерен ÿстерес тесен Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн çĕнĕлле шутлама тытăнмалла. Экологи - экономикăна аталантармалли ориентирăн тата политикăн тĕп никĕсĕ. Раççей Президенчĕ В. Путин та, РФ Правительствин пуçлăхĕ Д. Медведев та экологи ыйтăвне кун йĕркинчен вĕçертмеççĕ. Çакă пире те яваплăха ÿстерме ыйтать. Районта юлашки çулсенче йăлари хытă каяша пуçтармалли полигон хута яни тавралăхри экологи лару-тăрăвне тĕпренех ырă енне улăштарма çул уçрĕ. Çакăнпа пурсăмăрăн та туллин усă курмалла.
Чăваш экологĕсем пухнă опыт, шанса тăратăп - пирĕн пĕрлехи тĕллеве çывхартмалли çулсенчен пĕри. Раççейри пекех, Чăваш Республикинче те 2013 çула Çут çанталăка сыхламалли çулталăк тесе ирттерни обществăн тĕллевĕсем пĕр килни пирки калать. Çак ыйтупа пĕлтĕр республикăра 900 мероприяти иртнĕ.
Паянхи куна Раççей Федерацийĕн территорийĕн 15 процентĕнче çĕр-шыври халăхăн 60 проценчĕ пурăнать. Кунти тавралăх вара тасалăхпа тивĕçтермест. Çавăнпа та экологи ыйтăвĕ кун йĕркинче çивĕччĕн тăрать.
Муркаш районĕ те халăх йышлă пурăнакан вырăнсенчен пĕри. Çавăнпа экологи тирпейлĕхĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Çакна ăнланса районта пурăнакансем Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Йывăç кунне ирттерме йышăннине пурнăçласа çулленех районта йывăç лартассипе тата ялсене тирпей-илем кĕртессипе çуркуннепе кĕркунне уйăхлăх ирттереççĕ. Унта район территорийĕнче эрозипе кĕрешес ыйтăва тĕпе хуни - малти вырăнта.
Уйăхлăха активлă хутшăнса йывăçсем ытларах лартассине, хамăр тăван ене хăтлăрах тăвассине, тирпейлĕхе мала кăларассине çак мероприятисене хутшăннă кашни çын тĕп тĕллеве кăларса ĕçлет. Районта пурăнакансем йывăç лартмалли уйăхлăхсене активлă хутшăнса çулленех вуншар пин тĕп йывăç лартса хăвараççĕ. Çак тăрăшулăх нумай çырма-çатрана аталанма чарни каламасăрах паллă. Апла пулсан ял хуçалăх çĕрĕсен пулăхлă сийĕ те малашне çырмана сахалрах кайĕ, ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ÿсесси те никĕсленсе юлĕ, экологи ыйтăвĕ те пуш параппан çапни пулмĕ.
Ял çыннисем те тирпей-илеме мала кăларнăран районта 12 пĕчĕк пĕвене уйрăм граждансем хăйсен харпăрлăхне илчĕç. Вĕсен таврашĕнчи экологи тирпейлĕхĕн пĕрремĕш утăмĕ те пур ĕнтĕ.
Экологи ыйтăвĕ пирки калаçнă чух тирпейлĕх пирки сăмах тапратмасăр та майĕ çук. Вăрттăнлăх мар, тирпейлĕх хамăртан пуçланать. Пушă вăхăта çут çанталăка тухса ирттерсен хамăр хыççăн пушă кĕленчесем, усă курнă ытти хатĕрсен курупкисемпе хутсем, пĕр хут усă курмалли стакансемпе чашăк-турилккесем, алă шăлнă хаçатсемпе журнал хуплашкисем пиншер çул иртсен археологсем валли "меллĕ сапаланса" выртса юлаççĕ. Мĕншĕн кану вырăнĕсем патĕнче çÿп-çап ещĕкĕсем çук; Ку ыйтăва паянах татса памалла. Тăван тавралăха тирпейлĕрех тытас тесе "тăрăшакан" "ăслăрахсем" вара кĕленчесемпе ытти савăт-сапана хăйсем каннă вырăнти улăх-çарана мар, çывăхри юхан шыва е кÿлĕне "ярăнтарса" хăвараççĕ. Шăрпăк курупкисем, чĕлĕм-сигарет тĕпĕсем, ĕçлемен зажигалкăсем т. ыт. те юхан шывра е кÿлĕре ĕмĕрлĕх "канăç" тупаççĕ. Хăçанччен тăсăлĕ çут çанталăкпа пыракан çакнашкал вăрçă, пулĕ-и кунта та Аслă Çĕнтерÿ; Хуравне паянах тупмалла. Кая юлсан каю шăтать. Анчах кашни кун канăва усăллă ирттерме çывăхри вăрмана е юхан шыв хĕррине утатпăр. Унталла тулли кутамккасемпе каятпăр пулсан, каялла таврăнакансен аллинче пĕр чечек çыххи те курăнмасть. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен тăтăш вараланăран çут çанталăк памасть ăна!
Кашни япалан вырăнĕ пулмалла: сăра-эрех кĕленчисен хăйсен, консерва банкисемпе полиэтилен кĕленчесемпе хутсен - хăйсен. Анчах мĕншĕн-ха килти тирпейлĕхшĕн тăрăшакансемех вăрмана е улăха, кÿлĕ хĕрне тухсан çав тирпейлĕх пирки манса каятпăр-ха; Хуравĕ хамăрта! Эпир тăвакан йăнăшсене пирĕн паянах ăнланса илсе вĕсене хамăр ачасемпе мăнуксем ан туччăр тесе вĕсене экологи тирпейлĕхне мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Кĕрешÿ йывăр, анчах пирĕн çĕнтермеллех!
Маларах каланине самантлăха та кун йĕркинчен кăлармасăр район администрацийĕ, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, районти шкулсемпе предприятисем тата Муркаш енре пурăнакансем тăван тавралăха сыхлассипе, хамăр тăрăхри экологи тасалăхне тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Хăш-пĕр ĕçсем республикăшăн та паха опыт пулса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, йăлари хытă каяша тирпейлемелли полигон хута кайни, ялсене тирпей-илем кĕртессипе районта çуллен конкурс ирттерни, экологи ыйтăвне çутатас ĕçе çамрăксене анлă явăçтарни. "Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр", - тесе халăхра тĕрĕсех асăрханă. Районта пурăнакан кашни эколог çакна хăйĕн кун йĕркинче тытать.
Муркаш ен те юманлăхпа пуянни - ĕмĕрхи пулăм. Район территорийĕпе иртекен пĕр экскурси те Ильинкăри участок лесничествинчи юманлăхри 480 çулхи юманпа паллашмасăр юлмасть. Нумай çул пурăнакан çак юмана пирĕн тăрăхра кашни çын пĕлет тата паллать. Ильинкăри юман - çут çанталăкăн пысăк пуянлăхĕ. Вăл культурăпа истори тата наука пĕлтерĕшлĕ йывăç.
Асăннă юман çут çанталăкăн республика пĕлтерĕшлĕ палăкĕ шутланать. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн 1981 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 186-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе ăна "Чăваш юманĕсен старейшини" тесе хисеплеме пуçланă. Унтанпа 33 çул хыçа юлчĕ. Анчах çак тапхăрта юмана хисеплесси ÿсрĕ кăна. Иртнĕ çул "Сывă вăрман" стратегиллĕ альянсăн коммерциллĕ мар партнерлăхĕпе Мускаври вăрман патшалăх университечĕ Вăрман хуçалăхĕн федераллă агентстви пулăшнипе çут çанталăк палăкĕсем тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. Сертификаци комиссийĕн йышăнăвĕпе Ильинкăри участок лесничествинчи юмана пĕтĕм Раççейри "Çут çанталăк палăкĕ" статус панă.
Экологи культурипе район хаçачĕ пысăк ĕç туса ирттерет, вăл малашне те тивĕçлĕ ĕçлесе пырасса шанса
С. ВАСИЛЬЕВ,
Шупашкарти Раççей патшалăх социаллă университечĕн 5-мĕш курс студенчĕ.