05 июля 2014 г.
Пулăшупа вăхăтра тивĕçтереççĕ
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Муркашри центрĕ тĕрлĕ категорие кĕрекен çынсене пулăшупа тивĕçтерет. Пулăшу шутне чи малтанах ватă çынсене, инвалидсене килте пулăшса тăни, вĕсен йăлара кунран-кун тухса тăракан ыйтăвĕсене тивĕçтересси кĕрет. Пулăшăвăн тепĕр енĕ медицинăпа çыхăннă: диспансеризаци тăма пулăшасси, больницăна илсе çÿресси, стационарта сипленекен ватă çын патне пырса çÿресси, техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси тата çакна майлă ытти ĕçсем пурнăçласси.
Центр тивĕçтерекен услугăсен йышĕнче материаллă пулăшу парасси те пур. Социаллă ĕçченсем хăйсем пăхса тăракан ватăсене тĕрлĕ кружока, ытти занятисене явăçтарасси те вĕсен тивĕçĕ пулса тăрать.
Социаллă пулăшу паракан центрти специалистсем психологи, юридици консультацийĕсем парса та пулăшаççĕ.
Ытти енлĕ пулăшу пирки те каласа хăвармалла. Кунта инвалид ачасене харпăр хăйĕн реабилитаци программипе пăхса хунă тăрăх кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ватăсене интернат çуртсене вырнаçтарма пулăшаççĕ. Кунта çийĕнчех социаллă пулăшу кирлисемпе уйрăммăн ĕçлеççĕ.
Çийĕнчех социаллă услугăпа тивĕçтрессипе вара пирĕн районти центр республикăра чи лайăх центр шутланать. Çапла çирĕппĕнех калама пулăшупа усă куракансен тав сăмахĕ кăна мар, нумаях пулмасть "Лучшее учреждение социального обслуживания" республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ те май парать. Унта социаллă пулăшу паракан Муркашри центр "Социальный экспресс" номинацире мала тухрĕ.
Н. Димитриева.