05 июля 2014 г.
Хорнуй ял тăрăхне кĕрекен Тойкилтĕ, Платкасси тата Мăн Шаптак ялĕсенче пурăнакансемшĕн иртнĕ юн кун чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв кунĕ пулчĕ темелле. Мăн Шаптакри унччен пулнă юхăнчăк фельдшерпа акушер пункчĕ вырăнĕнче çĕнни - модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Çитменнине çав кун ял халăхĕ ял уявне паллă турĕ. Çĕнĕ объект хута кайнине чыслама ватти-вĕтти - пурте пухăннă темелле.
Республикăри ялсенче хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе пулса пырать. Указпа килĕшÿллĕн 2013 - 2015 çулсенче республикăра сывлăх сиплевĕн кун пек учрежденийĕсене 100 хута яма палăртнă. Иртнĕ çул кун пек савăнăçа Шомик ялĕнче пурăнакансем кĕтсе илнĕччĕ. Паян вара Тойкилтĕсемпе Платкассисем, Мăн Шаптаксем хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ.
Ял çыннисене çак пĕлтерĕшлĕ кунпа саламлама, вĕсемпе пĕрле савăнма, объекта хута ярассишĕн тимленисене чыслама хăнасемпе ответлă çынсем те сахал мар килнĕ. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - республика сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов, Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова тата ыттисем.
Алла Владимировна ял çыннисене сывлăх сиплевĕн учрежденине уçнă ятпа саламланă май территорие типейлесе хăт кĕртессипе çине тăрса ĕçленине, кунта ачасене канма тата вăхăта хаваслă ирттерме пур майсене те туса пама тăрăшнине пысăка хурса хакларĕ. "Указ йышăннăранпа республикăра хута каякан çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хушшинче ку объект 22-мĕш. Анчах та йĕри-таврари территорие çав тери илемлетсе хăт кĕртнине пĕрремĕш куратăп", - терĕ хăй тĕлĕннине палăртса республика хăни. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ вăл.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Правительствăна, Сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министерствине ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак объекта хута яма май тупнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. "Юлашки вăхăтра патшалăх, республика пуçлăхĕсем ял енне ытларах çаврăннине лайăх туятпăр. Ял хуçалăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ инноваци проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси лайăхланать. Апла пулсан ял пурăнать, малалла аталанать", - терĕ вăл сиплев учрежденийĕ хута кайнă ятпа пурне те ырлăх-сывлăх сунса саламланă май.
Кунти строительство ĕçĕсене чикĕллĕ яваплăхлă "Арка" общество строителĕсем пурнăçланă. Строительство ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерме пултарни те, пахалăхĕ те тивĕçтерет. Ростислав Николаевич асăннă подряд организацийĕн директорне Фагиль Шарофутдинова район администрацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.
Строительсен ĕçĕсемпе кăмăллă пулнине районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов та палăртрĕ. Объекта рекодлă вăхăтра - пĕр уйăх çурă хушшинче çĕклеме пултарнă.
Тойкилтĕсемпе Платкассисен, Мăн Шаптаксен малашне пуçламăш медицина пулăшăвĕ илме район центрне çÿресе вăхăт çухатмасăрах май пулĕ. 616 çынна пăхса тăрать çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ. Вăл шутран ачасем 120 тата пенси вăхăтĕнчисем 133 çын. Фельдшер пулса кунта 20 çул ĕнтĕ Алена Петрякова тăрăшать. Опычĕ те, ăсталăхĕ те унăн çителĕклипех. "Ăшă сăмахпа та сиплеме пĕлет", - теççĕ ун пирки ял çыннисем. Сиплев учрежденине хута ярас тесе вăл та ял çыннисемпе пĕрле сахал мар тимленĕ.
Пысăк объекта хута ярасси çăмăл ĕç мар. Ертÿçĕсем те, строительсем те, вырăнта пурăнакан мĕн пур çын та пĕрле ăнланса ĕçлесе пымасăр май çук. Çавна май вырăнти предприятисен ертÿçисем, предпринимательсем, строительство ĕçĕсене туса пыракансем, ялти активистсем хушшинче районти тĕп больницăн тĕп врачĕн Владислав Даниловăн тата Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Манефа Колесниковăн аллинчен Тав çырăвне тивĕçекен чылай пулчĕ.
Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă ятпа ял çыннисене "Поддержка" страхлакан компанин менеджерĕ Галина Киселева та саламларĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнине çирĕплетсе хĕрлĕ хăйăва касма вара ачасене шанчĕç. Шăпах вĕсен тăсмалла пулать вĕт-ха аслисен ĕçне малалла. Пухăннисем сиплев учрежденийĕнчи ĕç условийĕсемпе паллашнă вăхăтра вара ача-пăча кану площадкинче хаваслăн çуйхашрĕ. Чăн-чăн уяв кунĕ пулчĕ çав кун.
Çавăн пекех çав кун республика Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Хорнуй ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă "Путь Ильича" агрофирмăра, Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ район больницинче, кунти Ветерансен çуртĕнче (сăн ÿкерчĕксенче) пулса вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕ, медицина пулăшăвĕ парассинче малтанхи звено ĕçне лайăхрах йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ, ку енĕпе сĕнÿсем пачĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Мăн Шаптакра çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă самант.