Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кĕтет пире июлĕн 1-мĕшĕнчен?

05 июля 2014 г.

 

Пурнăçра улшăнусемсĕр мар. Майĕпен вĕсене хăнăхсах пыма тивет. Ытларах чухне вара çак улшăнусем июлĕн 1-мĕшне тата январĕн 1-мĕшне тивеççĕ.  Е пенсисем хăпараççĕ, тарифсем ÿсеççĕ, тĕрлĕ саккунсем пурнăçа кĕреççĕ... Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ пирĕншĕн мĕнле улшăнусемпе паллă пулса тăрĕ-ха;

Коммуналлă хуÇалăх тарифĔсем

Тарифсем ÿсрĕç. Анчах та вĕсене мĕн чухлĕ ÿстерес килнине кура хăпартман. Коммуналлă услугăсен тарифĕсене малашне çĕр-шыври инфляци виçине кура ÿстерме кăна пултараççĕ.

Конкурентлă политикăпа тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова палăртнă тăрăх Чăваш Енре тарифсене тарифсен федераци служби палăртнă чи пысăк виçерен самай сахалрах ÿстернĕ. Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн индекса 5,2 процент таран ÿстерме юрать пулсан, пирĕн патра ăна 3,4 процент хăпартнă. Шывпа тивĕçтернĕшĕн тата таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн тÿлев сумми 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2013 çулхи декабрьтипе танлаштарсан 103,1 процентпа танлашнă (Раççей Федерацийĕн тариф служби пирĕн республика валли сĕннĕ индекс 104,7 процентпа танлашать). Электроэнерги хулара пурăнакансемшĕн те, ял çыннисемшĕн те 4 процент хакланчĕ. Газ унчченхинчен 4,2 процент хаклăрах.

Кунта çакна та асăнса хăвармалла. Патшалăх коммуналлă услугăсен хакĕсене кăна чикĕлесе тăрать: çутăшăн, шывшăн, таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн, газшăн, ăшăшăн. Çуртсене пăхса тăнăшăн тата юсанăшăн, йăла каяшне турттарса тăнăшăн мĕн чухлĕ тÿлессине саккунпа палăртман, ăна çурт хуçисен пĕрлехи пухăвĕнче палăртма тивĕç.

Кредитсем пирки

Июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса потребительсен кредичĕн çĕнĕ саккунĕ вăя кĕнĕ май кун пек кредитсен чи пысăк хакне малашне Раççей банкĕ палăртать. Вăл кредитăн пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен ытларах пулма пултараймасть. Кредит пама килĕшмеççĕ пулсан банксем ăна кредит историйĕнче кăтартма тивĕç. Заема 60 кунран каярах вăхăта палăртнă тата заемщик 10 кун ытла тÿлеве параймасть пулсан та банксем кредита маларах тÿлесе татма ыйтма пултараççĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен банксен çынсен парăмĕсене коллекторсене пама право пулать. Анчах та парăмçăна вĕсем ирхи 8 - 9 сехетрен тытăнса каçхи 20 - 22 сехетчен кăна "чăрмантарма" пултараççĕ.

Лотерея

Июльтен патшалăхăн шутланман Пĕтĕм Раççейри, регион е муниципалитет шайĕнчи хавхалантару лотерейисене ирттерессипе чару вăя кĕрет. Çапла вара патшалăхăн тата пĕтĕм тĕнче лотерейисем кăна юлаççĕ. Çакă лотерея ирттерсе  азартлă вăйăсем йĕркелессине чарассипе çыхăннă.

ЯтлаÇма та пĔлмелле

  Телевиденире, кинора, литературăра, массăллă информаци хатĕрĕсенче, концерт тата театр сценисем çинче усал сăмахсемпе усă курма чарасси пирки саккун вăя кĕчĕ. Ăна пăхăнманнисене вара штраф кĕтет. Уйрăм çынсене 2 - 2,5 пин тенкĕ, должноçри çынсене 4 - 5 пин тенкĕ, юридици вăйĕнчи çынсене 40 - 50 пин тенкĕ штрафлама пултараççĕ. Йĕркене татах пăссан штраф сумми икĕ хут пысăкрах пулать.

Ача сачĔсенче НДС пулмĔ

Çак уйăхран тытăнса патшалăхăн шутланман харпăр хăй ача сачĕсене хушма хакран илекен налук (НДС) тÿлессинчен хăтарнă.

Сăмах май Шупашкарта уйрăм çыннăн ача садне çÿренĕшĕн тÿлемелли виçе 6,7 пин тенкĕрен тытăнса 16 пин тенкĕпе танлашать.

ЧĔнтĔрлисене илсе килмĔÇ

Таможня союзĕ çирĕплетнĕ тăрăх Раççейре, Казахстанра тата Беларуссире июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса синтетика хатĕрĕсенчен туса кăларнă аялтан тăхăнмалли çи-пуçа сутма, туса кăларма тата илсе килме чарнă. Медиксем кун пек продукци сывлăхшăн сиенлĕ тесе çирĕплетеççĕ. Нормăсемпе требованисене пăхăнманшăн тавара сутăран илме, штрафсем пама пăхаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика