Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпре - çул çинчи хăрушсăрлăх

02 июля 2014 г.

 

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан ушкăн - патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх  инспекцийĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем (сулахайран сылтăмалла): Валерий Димитриев, Юрий Васильев, Михаил Блинов, Александр Щербаков, Любовь Павлова тата уйрăм пуçлăхĕ Сергей Иванов.  Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕн тивĕçĕ пулнине тĕпе хурса вăй хураççĕ вĕсем, хăйсене шаннă ĕçе ответлăхпа пурнăçлаççĕ.

- Пирĕн ĕç çын пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та çынсем çул-йĕр çинче хăйсене лăпкă туйма пултарччăр тесе эпир водительсемпе çуран çÿрекенсем правилăсене ан пăсчăр тесе куллен тимлетпĕр. Çул çинчи йĕркелĕхе сыхлатпăр кăна мар, ача сачĕсене çÿрекенсенчен пуçласа аслă ÿсĕмри çынсем таранах - кампа кăна асăрхаттару калаçăвĕ ирттерместпĕр пулĕ. Çул-йĕр вара тимлĕхе, асăрханулăха килĕштерет, - теççĕ инспекторсем.

Каламасăрах паллă: ГИБДД сотрудникĕсен пĕчĕк ушкăнĕ районăн кашни кĕтесĕнчи çул çине темĕнле тăрăшсан та çитсе çитереймест. Апла пулсан пирĕн хамăрăн çул-йĕр правилисене пăхăнмалла, асăрхануллă пулмалла.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика