Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Яла аталантарма клуб турăмăр"

02 июля 2014 г.

Иртнине тивĕçлипе хакласа, мĕн пурнăçланине халăхпа пĕтĕмлетесси вăй илме пуçларĕ. Çапла вара малашлăха пăхакан ял çыннисем юлашки çулсенче хăйсен ял уявĕсене савăнăçлă ирттерме тытăнни те ялсенчи пурнăç вĕресе çеç тăнине çирĕплетет. Аслă ăрурисем те, çамрăксем те, ача-пăча та тăван ял пурнăçĕнчен катара тăмаççĕ, айккинче юлмаççĕ. Çакă ял çыннисем пĕр çемьери пек пурăнни пирки калать.

Кăçал Ятман ял уявне çитсе курсан ку ен историйĕн пĕр страниципе çывăх паллашма тÿр килчĕ. Вăл интереслĕ пулни хаçат вулакансенче те аса илÿ çăмхине сÿтессе шанатпăр. Пĕрлехи калаçу район аталанăвĕн историне пуянлатасса шанатпăр.

 

Ялти паллă вырăн

Ял уявне паллă тума пухăннă савăнăçлă çынсем каллĕ-маллĕ çÿренине клуб умĕнче пăхса тăракан асаттепе асаннене асăрхасан вĕсене чĕнмесĕр иртеймерĕм. Уявпа саламланă май вĕсен кăмăлĕ-туйăмĕпе кăсăклантăм. Çакăнтан тымарланчĕ те пирĕн  аса илÿ калаçăвĕ.

- Юлашки çулсенче ял уявĕ ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Ку лайăх. Кашнинчех вăл ялти клубра иртет. Кунта çитсен вара пирĕн паян 55 çул каяллахи ĕç-пуç куç умне тухрĕ. Вăл тăван ял аталанăвĕпе тачă çыхăннă, - терĕç пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илсе 76 çулхи Зина Гавриловăпа Геннадий Камышов (сăн ÿкерчĕкре). - Паян клуб палăрмаллах кивелчĕ пулсан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть-ха. Çамрăксем те, аслăрах ăрурисем те кунта час-часах пухăнаççĕ. Концертне те куратпăр, спектакльне те пăхатпăр, кану каçĕсем ирттеретпĕр, пушă вăхăтра пĕрле савăнатпăр. Роза Иванова администраторпа ялти пуçаруллă çынсем культура вучахне сÿнме паманни пире савăнтарать.

...Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн ура çине тăрса пыракан çĕр-шывра ялсем те çĕнĕ пурнăçпа, ыранхи кунпа пурăнма пуçлаççĕ: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен производстви аталанать, ĕç çыннин мал туртăмлăх вăйĕ ÿсет. Урăхла епле-ха; Аслă вăрçă хирĕнче мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă миллионшар салтакăн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртмелле-çке. Шăп çак вăхăтра                К. Иванов ячĕллĕ хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Кронид Белов ял çыннисем патне клуб тăвас ыйтупа тухать: "Малашлăхшăн пурăнатпăр пулсан пирĕн ыранхи куна пăхмалла. Тăван çĕр çинче тар юхтарса ĕçлекен çыннăн вăхăтра канма та пĕлмелле. Ăна валли хамăр ялтах клуб кирлĕ. Уйрăмах çамрăксемшĕн".

 

ПĔр Çемьери пек

Председатель чĕнĕвне халăх пĕр çын пек пулса йышăнать. Ватти те, ялти яш-кĕрĕм те хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех тулли кăмăл-туйăмпа клуб тăвас ĕçе кÿлĕнет.

- Колхоз ертÿçи Атăл урлă кайса делянка илсе парсан, 20 çул тултарайман хĕрсемпе каччăсем хĕлле вăрман касма тухса кайрăмăр. Паян ăна калама çăмăл, анчах вăл вăхăтра... Тăван ялăн чăн-чăн патриочĕсем пулнă эпир. Вăрманта каччăсемпе пĕр баракра пурăнаттăмăр. Улăм çинче çывăраттăмăр. Каччăсемпе хĕрсен "пÿлĕмĕсене" урлă хунă пысăк пĕрене уйăратчĕ. Йывăç каткана юр тултарса шыв тăваттăмăр, - аса илчĕ Зина Андреевна.

Çапла, 12 çамрăк çула тухрĕç ун чух вĕсем. Баракра улăм урайĕнче çывăрнă яш-кĕрĕм черетпе тула тухса кăвайт хурса хуранпа апат пĕçерни те, ирлесе вăрмана кайса каç пулттипе барака таврăнни те, типнĕ-типмен тумтирпе ĕçлени те вăл вăхăтра кун йĕркинче пулнă. Анчах никам та нăйкăшман.

Йывăç хатĕрленипе çеç клуб пулмасть. Хĕл кунĕсенче вăрман каснă çамрăксем çулла пĕр йышпа туслăн мăк хатĕрлеççĕ. Шурлăхлă вырăнсенче вăрăм туна, шăна-пăван аптăратни, ăна пула хĕрсемпе каччăсем час-часах шыçăнса кайни кулленхи ÿкерчĕк пулнă. Анчах ял пуласлăхĕшĕн çуннă çамрăксем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе çак "çăмăллăха" паттăррăн тÿснĕ. Çавăнпах-тăр вĕсенчен чылайăшĕн вăл вăхăтра аслă пĕлÿ пирки шутлама вăхăчĕ те пулман. Зина та ĕçрен уйрăлмасăрах каçхи курссене çÿресе вăтам шкул пĕтерсе аттестат алла илет. Клуб туса пĕтернĕ хыççăн пурнăçра малашлăха пăхакан хĕр районти çыхăну уйрăмне ĕçе вырнаçать, куçăмсăр майпа Свердловскри çыхăну техникумне вĕренсе пĕтерсе хăй суйласа илнĕ ĕçре 44 çул вăй хурать. Пурнăçра нихăш ĕçе те суйласа тăман хĕрарăм 34 çул çыхăну уйрăмĕн инструкторĕнче ĕçлет. Çемье çавăрса виçĕ ывăл çуратса ÿстерет. Паян мăнаккана 4 мăнук савăнтарать. "Пурнăçăмпа эпĕ телейлĕ. Ял клубĕ кивелни çеç шухăшлаттарать", - терĕ вăл тантăшĕ çине пăхса.

 

Атте-аннесĔр...

- Пирĕн хресчен çемйинче 3 хĕр тата эпĕ пулнă. Атте Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фронтĕнче пуçне хурсан тиеннĕ йывăрлăх тата тыл ĕçченĕн çăмăл мар кун-çулĕ аннен пурнăçне те вăхăтсăр татрĕç. Вăл 1953 çулта пурнăçран уйрăлнă чух эпĕ  15 çулхи арçын ачаччĕ. Анне ĕçе юратса ÿстернĕрен хам çине шанса пурăнма пуçларăм. Паян ĕçпе туслă пулнишĕн пĕртте кулянмастăп, икĕ хĕрĕмпе вĕсен мăшăрĕсене, ачисене те ĕçпе туслă пулма хавхалантарса тăратăп. Ĕçлекен çын пурнăçран тăрса юлмастех, - калаçăва хутшăнчĕ ял уявне ятарласа килнĕ Геннадий Иванович.

Салтак кайма ят тухиччен вăрман епле каснине тата ăна тăван ене илсе килессипе мĕнле тăрăшнине вăл ĕнерхи пекех астăвать. Çавăнпа ялта тахçанах пулман кукаçи ялти клуба киле кĕнĕ пек кĕнине ăнланма пулать. Клуб тума материалсем хатĕрлесен Гена совет çарне службăна тухса каять. Инçет Хĕвел тухăçĕнче Хасан кÿлли хĕрринче икĕ  çул хĕсметре тăрать. Çартан таврăнсан мал ĕмĕтлĕ тăлăх каччă аппăшĕ патне Тулăна кайса машина тăвакан техникума вĕренме кĕрет. Пĕлÿ çулĕпе кайса тата ĕçрен хăрамасăр пурăнса пирĕн ентеш 1967 çулта Шупашкара таврăнать, Коммуналлă хуçалăх министерствинче инженерта ĕçлеме пуçлать, хăйне ырă енчен кăтартать.

Паян Г. Камышов Шупашкарта пурăнать. Апла пулсан та тăван яла манмасть вăл, унăн пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.

- Яла килсен кунти çамрăксем паян та алă усса ларманнине куратăп та пирĕн ăру хăйĕн ĕç ĕмĕрне ахаль ирттерменнишĕн савăнатăп. Авă çамрăксем ачасене хăйăр çинче выляма вырăн туса пани, урамсене илемлĕ йывăçсем лартни, кил таврашĕнчи çум курăкне иртсех тăни паянхи яш-кĕрĕм те ыранхи кунпа пурăннине çирĕплетеççĕ, - терĕ Геннадий Иванович хăйăр купи патĕнчи çамрăк ашшĕпе ывăлĕ çине кăтартса.

Кусем Константинпа Макар Ивановсем пулчĕç. Костя хăй тăрăшнипе виçĕм çул хăйсен тĕлне можжевельниксем лартса вĕсене картапа çавăрчĕ. Урамри ачасене выляма хăйăр купи ăсталаса пачĕ. "Аслисем ялшăн тăрăшнине курса ÿсрĕмĕр те пĕрлехи ĕçе хамăрăн тÿпе хывма та вăхăт çитрĕ. Пирĕн те, ачасен те кунта пурăнмалла. Çавăнпах ял хăтлă та илемлĕ пултăр тесе пирĕн те тăрăшмалла. Эпир тĕрĕс ĕçлесен пирĕн ачасем те ăна малалла тăсĕç", - терĕ Костя хăйăр çинчи ывăлне алла илсе (сăн ÿкерчĕкре).

Ял пуласлăхĕ унта пурăнакансен аллинче пулнине Ятманта пулса курсан тепĕр хут ĕнентĕм.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика