Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырла пиçсе çитсен

28 июня 2014 г.

 

 

Çырла - тутлă та усăллă çимĕç. Унпа вăхăтра усă курса юлмалла. Çу кунĕсенче 10 килограмм çырла çисе юлсан хĕлле чирлеместĕн теççĕ. Юн пусăмĕ ÿснипе аптăракансен çакна уйрăмах шута илмелле. Гипертониксемшĕн мĕнле çырла ытларах усăллă-ха;

Кашни çырла тутипе хăйне евĕрлĕ. Унăн тытăмĕнчи витаминсен пуянлăхĕ те расна. Пĕлтерĕшĕсенче те уйрăмлăх пур.

Чие çырлинче шывпа ирĕлекен витамин гранат çимĕçĕнчи пекех нумай. Юн çывăраслăхне чакаракан кумарин текен япала та сахал мар унта. Апла пулсан атеросклерозран хăтăлас е вăл ан çулăхтăр тесен чие çырли ытларах çимелле. Аскорбин кислоти Р витаминпа пĕрле юн тымарĕсене çирĕплетет, юн пусăмне чакарать.

Хурлăхана витамин çитмесен, аппетит чаксан, чĕрепе юн тымарĕсем аптăратсан çиме сĕнеççĕ. Хĕрлĕ хурлăханра пектин нумай. Çавăнпа вăл организмран холестеринпа наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшать.

Çĕр çырли (земляника) чĕрепе, юн пусăмĕ ÿснипе, атеросклерозпа нушаланакансемшĕн аван. Çĕр çырли веществосен çаврăнăшне йĕркелет, организмран холестеринпа наркăмăшлă япаласене кăларнă çĕре хутшăнать.

Хăмла çырли шăнса пăсăлнинчен сипленме тата температурăна чакарма пулăшнине пĕлетпĕр. Унсăр пуçне вăл аппетита лайăхлатать. Юн юхнине чарма, организма лекнĕ наркăмăшлă япаласене хирĕç кĕрешме пулăшать.

Черешньăра кали нумай. Çавăнпа вăл чĕрешĕн аван, юн тымарĕсене çирĕплетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика