Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нематода - çĕр улми тăшманĕ

28 июня 2014 г.

"Кăçал çĕр улми укçалла туянма тивет, - пăшăрханăвне пытараймарĕ пĕлĕшĕм. - Тăвансен вăл ăнса пулчĕ те пире те темиçе михĕ илсе килсе пачĕç. Йĕркеллĕ çисе те кураймарăмăр. Шалтан çĕрсе те пĕтрĕç пулмалла, вĕтĕ хурт тапăннă пек те туйăнчĕ". Сывлăха сиен кÿме ĕлкĕриччен ыттине те тухса пăрахнă вăл. Темиçе улмине тĕрĕслеве памалла пулнă-ха ĕнтĕ: паразит-и вăл е чир;

Çакăн пек ÿкерчĕкпе тĕл пулма тивнĕччĕ иртнĕ кĕркунне. Вăхăт иртрĕ. Паян çĕр улми сип-симĕс çеçкере ларать. Ир пулаканнине кĕçех кăларма та пуçлĕç. Çак вăхăтра касăсене тимлесе пăхсан çĕр улми çеçкисем пурте пĕр пек маттур пулманни курăнать. Теприсем палăрмаллах имшер...

Чăннипе, сисчĕвленме сăлтав çук мар. Чăваш Енре юлашки вăхăтра   çĕр улмин ылтăн нематоди текен мур вăй илсе пынине илтнех пулĕ. Каплах пулсан пурăна киле ăна таçтан кÿрсе килмелле пулмĕ-и; Нематода тухăçа 90 процент таранах чакарма пултарать. Çитменнине вăл тăпрара нумайччен сыхланса юлать.

Çак паразита специалистсем пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Паянхи кун тĕлне  Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем ăна 18 районта сарăлнине тĕпчесе пĕлнĕ. Ку вара - 339 ял, 1355,52 гектар.

2004 çулта кăна-ха ăна 5 районта тупса палăртнă пулнă. Унтанпа 10 çул та иртмен, анчах  мур "çĕнсе пыракан" лаптăк калăпăшĕ вара 54,7 процент ÿснĕ.  2013 çулта Патăрьел (114 лаптăк 24,43 гектар), Йĕпреç (10 лаптăк 1,06 гектар), Канаш (8 лаптăк 2,8 гектар), Шăмăршă (25 лаптăк 5,13 гектар), Етĕрне (14 лаптăк 1,27 гектар), Тăвай (177 лаптăк 37,26 гектар) районĕсенче çĕнĕ вучахсене шута илнĕ. Республикипе пĕтĕмпе - çĕнĕ 117 лаптăк.

Комсомольски район çыннисене ку паразит пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать теме те пулать.  Унта 1368 лаптăка парăнтарнă вăл. Çак хушăра Çĕмĕрле, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Муркаш районĕсенче анлă сарăлма ĕлкĕрнĕ. Элĕк, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче те аванах аталаннă.

Пирĕн тăрăхра ÿсен-тăрана тата унăн продукцине хÿтĕлессине тивĕçтерес тесе саккунпа килĕшÿллĕн 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе карантин фитосанитари зони туса хума, карантин фитосанитари режимне çирĕплетме тытăннă. Пĕтĕмпе Раççейри 55  субъектра çак муртан шар курнă ĕнтĕ.

Вăл вăй илсен ăна пĕтерме чăнах та йывăр. Нематода ернин пĕрремĕш паллисем пулсанах унпа кĕрешме тытăнмалла. Килти хуçалăхра çĕр улми туса илекен пахчаçăна çак самантсем сисчĕвлентермелле: çĕр улми  туни çинçе тата тĕмми пĕчĕк,  çеçкисем те, чечекĕсем те - шутлă кăна, паранкисем питĕ сахал.

Ăна пĕтермешкĕн темиçе меслет пур. Хими мероприятийĕсем хакла лараççĕ. Тĕрĕссипе,  нематодăна пĕтерекен препарат нумай мар. Анчах та питĕ хăватлă, çавăнпа та пĕлмесĕр усă курсан хур курма пулать. Ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен специалистсăр кунта май килмест. Хими япалисем сапнă лаптăксенче 3 çул пахча çимĕç культурисем лартма юрамасть. Çакă вара ял çыннишĕн меллĕ мар.

Агротехника меслечĕ лайăх витĕм кÿрет. Кунта чи малтанах чире чăтăмлă сортсене лартасси, пусă çаврăнăшĕпе пĕлсе усă курасси тата ытти  пирки сăмах пырать.

Çĕр улмине унччен  пăрçа йышши культурăсем, кукуруза ÿснĕ лаптăка  лартма тăрăшмалла.

"Иккĕмĕш çăкăр" туса илнĕ вырăна вара  люпин акса хăварсан аван, нумай çул ÿсекен пучахлă  ÿсен-тăран та  ку ĕçре усă кÿрет. 

Специалистсем  вăрлăх валли чире чăтăмлă çак сортсене суйлама сĕнеççĕ:  Атăл-Вятка регионĕнче - "Жуковский ранний", "Пригожий-2", "Алмаз", "Фреско", "Сантэ", "Никита", "Рождественский", "Пушкинец" тата  "Шурминский", "Акцент", "Аспия", "Гранат", "Заворовский", "Миракел". 60-80 кунта пиçсе çитекенни пулсан тата лайăх. "Розара", "Розалинд", "Зекура", "Каратоп", "Карлена" текеннисем те мура парăнасшăн мар. Кăмăлланă сорта вăрлăх чирлине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.

Специалистсем çакнашакал меслет те сĕнеççĕ. Пахчана 4 пая пайламалла. Пĕр пайĕ çĕр улми  валли пултăр, иккĕмĕшĕ - купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн валли* виççĕмĕшĕ - томатсем, сухан, ыхра, пăрçа, пăрçа йышши культура валли* тăваттăмĕшĕ - кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк валли. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра ÿстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшĕ çине куçармалла, иккĕмĕшĕнчен - виççĕмĕшне тата ытти те.

Çĕр улми лаптăкĕ хăй 3 пайран тăрсан аван. Пĕрремĕшĕнче - нематодăна чăтăмлă сорта, иккĕмĕшĕнче - ир пулакан сорта малтан çутă çинче шăтиччен тытнăскере, виççĕмĕшĕнче киввине лартмалла, нематодăна чăтăмлă сорт çителĕклĕ пуличчен. Органика тата минерал им-çамĕ сапмалла, вĕсенче азот виçи пысăк пултăр. Чире яракан организмсенчен тислĕк йышши органика им-çамĕ хывни  аван. Витĕмлĕ минерал им-çамĕ шутне йывăç кĕлне е улăм кĕртмелле. Вăл тăпра йÿçеклĕхне чакарать тата çĕр улмин тутă пахалăхне лайăхлатать.

Чир ертесрен çĕр улмине лартма тĕплĕн хатĕрленни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Упраннă чухне япăхраххисенчен, çĕрме тытăннисенчен хăтăлмалла. Куçĕсене татса тăмалла, вăрлăха хÿтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе  усă курни те пăсмĕ.

Нематодăллă лаптăкран пухса кĕртнĕ çĕр улмине уйрăм упрамалла.

Тĕлĕнмелле, нематодăн цистăсенчи хурчĕсем тата çăмартисем çĕр улмисĕрех 10 çул таран пурăнма пултараççĕ. Çакă  паразита пĕтерессине кăткăслатать тата йывăрлатать. Çавăнпа та ку мура пахчана кĕртессинчен сыхланмалла.  Кунта сиплениччен сыхланни йÿне ларать  тени питĕ вырăнлă. Чи малтанах палламан çынсенчен туянса юлнă тĕрĕслеттермен вăрлăх лартмалла мар. Урăх регионтан кÿрсе килекен  çĕр улми тĕлĕшпе ятарлă документсем пулмалла. Тăкак тÿсес мар тесен вĕсене ыйтма именмелле мар.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

 Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика