28 июня 2014 г.
Районта юлашки çулсенче туризма аталантарас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть Китай халăх Респпубликин Аньхой провинцийĕнчен пирĕн района çуркунне ку ыйтупа делегаци те килсе кайрĕ. Ильинка ял тăрăхĕнче туризма аталантарас ыйтупа республика шайĕнчи канашлу пулчĕ. "Районта туризма аталантармалли ятарлă программа хатĕрлесе кăçал пирĕн республикăри "Этническая Чувашия" программăна кĕрсе юлмалла", -терĕ виçĕм кун районти бизнес-инкубаторта предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен республикăри уполномоченнăйпа Владимир Ивановпа тата районти предпринимательсемпе ирттернĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Ростислав Николаевич предпринимательсенчен Ильинка тăрăхĕнче туризма аталантарассипе сĕнÿсем кĕтни çинчен каларĕ.
Республика кунĕ умĕн вара пирĕн районта Китай Халăх Республикинченех тепĕр делегаци пулчĕ. Хальхинче Гуйчжоу провинцийĕнчен. "Туслă пурăнас тесен нимĕн те кансĕрлемест, пĕр-пĕринчен пиншер километр катара вырнаçни те", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Гуйчжоу провинцийĕн ют çĕр-шыв ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канцелярийĕн пуçлăхĕн çумне, чикĕ леш енчи халăхсен туслăхĕн обществин вице-президентне Ван Яна Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче пулса иртнĕ концерт хыççăн. Тĕл пулура туслă хутшăнусен ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç.
Республика кунне Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" ятпа иртекен XXII фестивале килнĕ хăнасем пирĕн районта та хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
"Чăваш Республикинче, Муркаш районĕнче эпир пĕрремĕш хут. Кунта вырăнĕсем те илемлĕ. Çыннисем тата епле ырă кăмăллă та тарават. Паян пĕрле ирттернĕ каçа та эпир манмастпăр. Тавах пире çапла ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн"- терĕ Ван Ян.
Тĕл пулу вара, чăннипех те, питĕ интереслĕ иртрĕ. Куракансем те, артистсем те вăхăт иртнине те сисмерĕç.
Чи малтан хăнасем хăйсен çĕр-шывĕпе паллаштаракан кинофильма кăтартрĕç. Муркаш районĕнче пурăнакансем çапла майпа Китая "çитсе килчĕç". Унти çÿллĕ тусемпе шăнкăр-шăнкăр шыв сасси вара артистен юрри-ташшисенче те татăлма пĕлмерĕ. Çав илемлĕ юрă-кĕвĕпе çĕр чăмăрĕ çинче çывăхах мар вырнаçнă чăвашсемпе Китай çыннисем пĕр-пĕрне çывăх тăвансем пекех туйрĕç. Мĕншĕн тесен çак икĕ халăх çынни пĕр çĕр чăмăрĕ çинче пурăнать. Пире те, вĕсене те пурăнма юрату, туслăх, чун илемĕ хавхалантарать, вăй парать. Çыннисем расна пулсан та, туйăмĕсем пĕрре - юрату юрлаттарать те куççуле те кăларать. Çакна туйрĕç куракансем хăнасем шăрантаракан юрату юррисенче те.
Хăйсем вĕри чунлă халăх пулни те "тапсах" тăчĕ юрă-ташăсенче. Унта арçынсем сăрт-ту шутланаççĕ, хĕрарăмсем вара - шыв, хĕрсем - çав шывăн чунĕсем. Вăт мĕнле юмахри сăнарсем пекех вырăн тупнă вĕсем çут çанталăкра та.
Пĕр-пĕрне хисеплесен, чун пĕр-пĕрин патне туртсан вара чĕлхене пĕлменни те чăрмав мар. Кăмăл пулсан ăна вĕренме пулать. Юй Дашэн Мăн Сĕнтĕрти йывăç çулçипе вĕрсе "Катюша" кĕввине калама пуçласан пĕтĕм зал пĕрле юрларĕ. Унтан вăл вĕрсе каламалли инструментпа пирĕн "Подмосковные вечера" юрă кĕввине калама пуçласан та куракансем чăтаймарĕç - пĕрле юрласа ячĕç.
Мăн Сĕнтĕр сцени çине тухнă коллективăн стажĕ пысăк, 1953 çулта йĕркеленнĕ. Паян унта 166 актер. Гуйчжоу провинцийĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăнать, çавăнпа та артистсен репертуарĕнчи произведенисем те пурнăç çинчен тата тĕрлĕ наци çыннин (Мао, Тун, Буи, И, Гэлао) йăлине сăнласа параççĕ. Коллектив 40 çĕр-шывра пулнă, çав шутра - Раççейре те.
Хăйсен юрри-ташшипе куракансене туслăх варкăшне парнелерĕ Китай делегацийĕ. Мĕншĕн тесен пĕр-пĕринпе туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Тăвăллăн алă çупса саламларĕç куракансем хăнасене. "Фэйчан ганьсе", - тесе тав турĕ район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Елена Чернова хăнасене сцена çинче. "Пысăк тав" тени пулчĕ ку. Залран та çав сăмахсемпе тав турĕç, анчах вырăсла.
Пĕр-пĕрне килĕштерсен чĕлхене часах вĕренме пулать иккен.
"Тсайте", - тесе сыв пуллашрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хăнасемпе. "Тепре тĕл пуличчен" тени пулать ку чăвашла. "До свидания" терĕ Ван Ян та.
Туризма аталантарма шутларăмăр пулсан, тĕл пулусем Культура çулталăкĕнче те, малалла та татах пулĕç-ха.
Л. ПАВЛОВА.