Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын хыçĕнче пурăнман

28 июня 2014 г.

 

Пурнăçра малашлăха пăхакан тăтăшах иртнине тишкерет, пурнăçланă ĕçсене вăхăтра пĕтĕмлетет. Кун пек чухне ĕнер пурнăçланă ырă ĕçсемех вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç хумĕ айне пулса историе юлнине асăрхатăн. Вĕсенче вара паянхи ăнăçусен ырă никĕсĕ, малашлăх утăмĕсен тулăх вăрлăхĕ пулнине те асăрхать пурнăç çынни. Мĕншĕн тесен çак çул ăна малалла аталанса экономикăра çĕнĕ ÿсĕмсен чиккине çĕнме пулăшать. Çакăн çинчен калаçаççĕ те ĕнтĕ вырăнти пуçлăхсемпе тĕл пулсан хăйсен вăхăтĕнче ĕçри хастарлăхпа палăрнă ветерансем.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Александр Кондратьев - пуян историллĕ, тăрăшуллă та ĕçчен районăмăрăн пĕр пайĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Беловпа калаçнă чух унăн сăмахне итлесен, пĕр пай пулсан та, Александр Кондратьевич çирĕп пай пулни палăрчĕ, унăн кун-çулĕ ума тухрĕ. Çапла пĕтĕмлетни - малаллахи сăмахăмăн никĕсĕ. Кунта сывă пурнăç йĕрки те, вăрăм пурнăç тилхепи те, çĕр ĕçĕн тарăн тымарлă юратăвĕ те, халăх пурнăçĕпе пурăнни те.

Чуманкасси ялĕнче 4 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Санька пиччен ачалăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра пуçланнă та (1941 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче çуралнă) - хăвăрах ăнланатăр - халăхăмăршăн чи йывăр тапхăрта иртнĕ. Вĕлтĕренпе серте-пултăрантан  пĕçернĕ яшка, çĕрĕк çĕр улми крахмалĕнчен хатĕрленĕ кĕселрен пахарах апат курман арçын ача ыррине шанса ĕмĕр тăршшĕпех малалла туртăннă, çĕнĕ пурнăç ырлăхне вĕреннĕ, ыттисенчен те çавнах ыйтнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фронтĕнчен таврăннă ашшĕ - Кондратий Игнатьевич Игнатьев -  хăйне вĕренсе пĕлÿ илме ыйтни тата малашлăх техникăра пулни пирки ăнлантарни ял ачин ăсĕнче çирĕп йĕр пулса юлнă.  Чуманкассинчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан  Санька ашшĕн сĕнĕвне шута илсе Етĕрнери механизаци шкулне вĕренме каять. Çак çулсенче çĕр-шывра çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тапхăр вăй илет. Яшсемпе хĕрсем пурнăç условийĕсене тиркемесĕрех çĕр-шыв чĕннине пурнăçлама васкаççĕ. Пиншер çамрăкран юлмасăр Санька та вĕреннĕ вăхăтрах практикăра Казахстанри пиншер гектар çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме хутшăнать, техникăпа ĕçлес ĕçре малтанхи опытне пухать.

Пурнăç уçса панă нихăш çула та ку манăн мар тесе айккалла сирсе çăмăллăх шыраса тăмасть Чуманкасси ачи. Хушнă кашни ĕçрех яваплăха туйнипе палăрса тăнă вăл. Ыттисем те çакна ăнланнă, унăн тăрăшулăхне курнă, ун пек пулма тăрăшнă. Çапла вара çамрăк çулсенче А. Кондратьевăн комсомол путевкипе милицире ĕçлеме те тÿр килнĕ. Анчах, ăçта вăй хурсан та, ял ачине тăван çĕр хăй патнех туртнă. Милицире ĕçленĕ хыççăн пирĕн ентеш ашшĕн сăмахне шута хурса пĕлĕве ÿстерме Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Куçăмсăр вĕренсе инженер-механик дипломне алла илет.

  - Ĕçлемелле, умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать, ят-сума хушать. Ĕçленипе пĕрлех эрех-сăраран аякра тăни те пирĕн пурнăçăмăрта яшлăха тăснин  тĕп вăрттăнлăхĕ пулчĕ-тăр, - калаçма ÿркенмест çĕр ĕçне чунĕпе парăннă ĕç ветеранĕ.

Вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Людмила Герасимовнăпа 1966 çулта çемье çавăрса тăрăшуллă мăшăр ĕç ĕмĕрне килĕшÿпе çураçура ирттернĕ. Тĕрлĕ çулта хуçалăхра та, Муркашри "Ял хуçалăх техники" пĕрлешÿре те инженерта вăй хунă арçынна ĕçлес пултарулăхне кура 1985 çулта Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсен шанăçне тÿрре кăларса, çĕнĕлĕхсене çул парса, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас ĕмĕтпе 6 çул ертсе пырать вăл тăван хуçалăха. Шăпах çак тапхăрта  кунти ялсене çут çанталăк газĕ çитет.  А. Кондратьев ертсе пыракан хуçалăх ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе пысăк ĕç туса ирттерет.

- Ĕçе чунпа парăнсан ĕçлемелли нумай, çавăнпа хамăн пурнăçра йăлтах туса çитереймерĕм пулĕ, анчах хама шаннă ĕçе пĕтĕмпех вĕçне çитиех пурнăçлама пултарнишĕн паян хĕпĕртетĕп. Тавах мăшăрăма. Вăл ĕçе тиркеменни, сĕнÿсемпе пулăшни, йывăр вăхăтра тĕкĕ пулни мана тăтăш хавхалантаратчĕ. Пирĕн çемьере эрех ĕçсе ĕçе тухманни, вăл е ку ĕçе тиркесе айккинелле пăрăнни пулман. Килĕштерсе пурăннă. Çавăнпа умри йывăрлăхсене те çăмăллăнах çĕнтернĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлесе çуккине туйман. "Çук" тесе ĕç пăрахса ларман, - терĕ калаçăва вĕçленĕ май Александр Кондратьевич Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Белов хăйĕнпе пĕр шухăшлă пулнине палăртса (сăн ÿкерчĕкре).

 Çĕнелсе пыракан ялсен сăн-сăпатне çителĕклĕ тÿпе хывнă, пурнăçа ял ĕçĕнче тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр кун юлмасăр ĕçлесе ирттернĕ ветерансем - район историйĕн уйрăлми пайĕ. Вĕсен ĕçĕпе иртни манăçмасть, истори малалла çырăнать, районпа республика мал туртăмлă аталанать.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика