28 июня 2014 г.
Раççейри ĕç тăвакан тата Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕрлехи тĕллевĕсене йĕркелессипе тата 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне йĕркеллĕ кĕтсе илессипе тухса тăракан ыйтусене оперативлă татса парассипе ĕçлеме Чăваш Республикин территорийĕнче ведомство комиссийĕ туса хунă. Ăна ертсе пыма Чăвашстат ертÿçине Эльвира Максимовăна çирĕплетнĕ.
2014 - 2018 çулсем валли йышăннă ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне ирттересси пирки ĕçсем пуçланнă. Вĕсен шутĕнче ял хуçалăх объекчĕсен списокне хатĕрлесси, картографи ĕçне йĕркелесси, çырав ирттерме муниципалитетсенче комиссисем йĕркелесси, Чăвашстат çумĕнче штатра тăман служба тăвасси т. ыт. те.
Çырав çĕр тата ĕç ресурсĕсем, ака лаптăкĕсем, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ, ял хуçалăх продукцийĕн таварлăхĕ пирки тулли хурав парĕ.
2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикинче 1101 ял хуçалăх организацийĕ, 2064 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 272081 килти хушма хуçалăх, 733 садпа пахча юлташлăхĕ пулни паллă.
Йĕркелÿçĕсем 2016 çулхи ял хуçалăх çыравĕ Раççейре тата Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ пулнине çынсем ăнланса туллин пулăшасса шанаççĕ.
Хамăр инф.