Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ, илемлĕ, хăтлă

28 июня 2014 г.

 

"Июлĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕ лавкка туса пĕтерсе ăна хута яратпăр", - çапла шантарса каланă Шарпашра пурăнакансене Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев кăçал хĕлле кунти лавкка пушарта çунса кĕлленнĕ хыççăн. Каланă сăмаха тытнă: Республика кунĕнче Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Шарпаш ялĕнче çĕнĕ илемлĕ те хăтлă лавкка уçăлчĕ.

"Ю. Алексеев ертсе пыракан строительсен бригади лавккана кĕске вăхăтрах хăпартрĕ. Çурт тăвассинче энергие, ăшша перекетлеме май паракан технологисене шута илнĕ. Хăвăрах куратăр, паян кунта тавар патне килекене пĕтĕмпех тивĕçтерет", - çакна палăртса чи малтанах строительсемпе райпо ĕçченĕсене тата вырăнта пурăнакансене тав сăмахĕ каларĕ Борис Васильевич.

Сăмах май Муркаш райповĕ çынсене яланах пахалăхлă строительство материалĕсемпе тивĕçтерет кăна мар, вĕсене кирлĕ вырăна çитерсе вырнаçтарса та парать. Акă, тĕслĕхрен, кирпĕч турттарса килсе пама кăна мар, ăна çÿле хăпартса пама та пултарать. Райповăн манипулятор кранĕпе усă куракансем çакна яланах меллĕ пулнине палăртаççĕ.

Лавккара вара туянакана чăнах та пĕтĕмпех тивĕçтермелле: ĕçре пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ сутуçăсем, кунти тирпейлĕх, сентресем тĕрлĕ апат-çимĕçпе, куллен кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе пуян, çăкăр-булка изделийĕсем те кунта чи тутлисем - вырăнти пекарньăсенче пиçсе тухнисем. Вĕсене лавкка умĕнче лартнă киосксенче маларах кашниех тутанса пăхса пахаларĕ. Шарпашсем кунпа пĕрлех "Аккондăн" канфечĕсене те, Етĕрнери аш-какай комбиначĕн тĕрлĕ кăлпассине те астивсе пăхрĕç.  Каярах, чăвашсен йăлипе çăкăр-тăвар астивсе пăхнă хыççăн, лавккара вĕсене туянма та пултарчĕç.

Шарпашра пурăнакан                  Н. Димитриев ял халăхĕ ячĕпе Борис Васильевича хăй сăмахне тытма пултарнăшăн тав сăмахĕ каласа çакăн пек ертÿçĕсем кăна чăнах та халăхшăн тăрăшнине палăртрĕ. Кунпа ялта пурăнакан сумлă ватă             Л. Волкова та килĕшрĕ, ялти ветерансем, пенсионерсем райпо ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Лавкка çук вăхăтра вара Шарпашсен юнашар ялсене е Муркаша çÿреме тивнĕ, халĕ акă кунта вĕсем "кунне виççĕ те килме пултараççĕ". Кун пек хăтлăх вара ял халăхĕн культурине те ÿстерме тивĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика