28 июня 2014 г.
Хальхи вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемшĕн хăйсен ĕçне-хĕлне йĕркелемелли тĕп документсен шутĕнче Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăхăн саккунсем кăларакан (халăх суйлакан) тата ĕç тăвакан влаç органĕсене йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Саккунĕсем пулса тăраççĕ. Федерацин 2014 çулхи майăн 27-мĕшĕнче йышăннă 136-ФЗ № Саккунĕпе вара асăннă саккунсене улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пирки çут çанталăк хÿтĕлевĕн регионсем хушшинчи Атăл тăрăхĕнчи прокуратурин Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратури çакăн пек ăнлантарса парать:
- Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн малашне Раççейре çĕнĕрен икĕ тĕрлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕ пулать. Кусем вĕсем пĕрремĕшĕнчен районсем çине пайланакан хула округĕсем тата çак хула округĕсенче йĕркеленекен районсем. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕсемпе килĕшÿллĕн туса хураççĕ.
Хула округĕ шайĕнче тата хулан шалти район шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен пулаççĕ. Шалти районсем çине пайланакан хула округĕн халăх суйлакан органне е çав районсен органĕсенчен, е муниципалитет суйлавĕсенче суйлĕç. Хула районĕсен шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне-хĕлне унта пурăнакан çынсем вырăнти хăй тытăмлăхăн халăх суйлакан тата ытти органĕсем урлă туса пырĕç.
Шалти районсем çине пайланакан хула округĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе ĕçлесе пырасси ытти хула округĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланинчен уйрăлса тăмасть. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вĕсем татса памалли тивĕç шутне вырăнти пĕлтерĕшлĕ хушма ыйтусене кĕртме пултараççĕ. Ун чухне вара çавна валли кирлĕ ресурссем уйăрса парĕç.
Хулан шалти районĕн хăй тытăмлăх органĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем шутне хăйсем патĕнче хăш-пĕр налуксемпе тÿлевсем туса хурассине е тата пăрахăçлассине, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçсем туса ирттерессине, район территорине тирпей-илем кĕртессин правилисене çирĕплетессине тата ытти ыйтусене кĕртнĕ.
Çак вăхăтчен вырăнсенчи ял тăрăхĕсем татса пама тивĕç ыйтусем ытлашшипех пулнă темелле. Пур чухне вĕсем валли "алă та çитмен" темелле, майĕсем те пулман. Çапла вара Федерацин 2014 çулхи майăн 27-мĕшĕнче йышăннă саккунĕпе ял тăрăхĕсен полномочийĕнче шутланакан ыйтусене самай сахаллатнă. Апла пулсан вырăнти пĕлтерĕшлĕрех ыйтусене татса парассипе çине тăрса ĕçлеме майĕсем те ытларах пулаççĕ.
Акă ял тăрăхĕн территорийĕнче çынсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине тата таса мар шыва юхтарса кăларассине йĕркелесе тăрассин ыйтăвнех илер. Çакă хальхи вăхăтра пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсем ăна валли çитсе пымаççĕ. Çавăнпа ку ыйтусене малашне муниципалитет районĕ шайĕнче татса пама тивĕç пулаççĕ.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем тăвассине тата тытса тăрассине те çав шутах кĕртмелле. Вĕсем те район шайĕнчи ыйтусем шутне кĕме тытăнĕç. Кунсăр пуçне вырăнти территорире чрезвычайлă лару-тăрăва пула кÿнĕ инкек-синкеке пĕтерессин* йăла каяшĕпе çÿп-çапа пухассине тата тиесе ăсатассине йĕркелессин* уйрăмах упрама тивĕçлĕ çут çанталăк территорийĕсенчи вăрмансемпе усă курассине, хÿтĕлессине тата упрассине, çĕнĕрен лартса чĕртессине йĕркелессин* ял тăрăхĕн территорийĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ сывлăх сыхлавĕпе сиплев вырăнĕсене, çавăн пекех курортсене тăвассин, аталантарассин тата вĕсене сыхлассин* вырăнти пĕлтерĕшлĕ уйрăмах упрама тивĕçлĕ çут çанталăк территорийĕсемпе епле усă курнине тата сыхланине муниципалитет енчен тĕрĕслесе тăрассин ыйтăвĕсене те муниципалитет районĕн тивĕçĕсен шутне кĕртнĕ.