Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтпа туллин усă кураççĕ

25 июня 2014 г.

Чкалов ячĕпе тата Чапаев ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем кăçал пĕр йышра ĕçлеме пуçларĕç. Çакă вара кашнин яваплăхне ÿстерчĕ. Ăна ăнланакансем выльăх апачĕ хатĕрлес тапхăрта та малашлăха шанса, ответлăха туйса ĕçе тухаççĕ. Владимир Никифоров механизатор (сăн ÿкерчĕкре) - çавăн пеккисенчен пĕри. Хăйне шанса панă МТЗ-82 трактора юсавлă тытса хастар механизатор унпа кашни кун ут çире.

- Çу кунĕсемпе туллин усă курни хĕлле ума тухĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулсан хуçалăх экономики те тĕрекрех пулĕ, - трактор кабинине кĕрсе ларнă май калаçрĕ 30 çул ытла тракторпа ĕçлекен Владимир.

Козлятникран хатĕрленĕ утă рулонĕсем паян йăлтах фермăра.

- Икĕ хуçалăх ĕçченĕсем те паян çитес хĕл кунĕсем пирки шутласа ĕçе тухни тата мал ĕмĕтпе вăй хуни аталану çулни уçасса шанатпăр. Ыранхи кунпа пурăнмасан паян майĕ те çук, - терĕ пĕрлештернĕ хуçалăхсене ертсе пыракан П. Ефимов.

Хуçалăх ĕçченĕсем ут çи кунĕсемпе туллин усă курни ырă шухăшсем çуратать.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика