25 июня 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявларăмăр. Çавна май иртнĕ эрнере Шупашкарта "Раççей регионĕсем - тăнăç аталану" VII экономика форумĕ ĕçлерĕ. Унăн тытăмĕнче "Хуласемпе ытти территорисене социаллă çыхăнура аталантарасси" ирттернĕ мастер-класра нумай функциллĕ центрсен ĕçченĕсене чысларĕç. Çавна валли республикăра çулсерен ирттерекен "Чăваш Республикин нумай функциллĕ центрсен чи лайăх ĕçченĕ" республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.
Калама кăмăллă, "Профессионалсем" номинацире патшалăх тата муниципалитет услугисем парассипе ĕçлекен Муркашри нумай функциллĕ центр специалисчĕ Татьяна Юрьевна Мясникова (сăн ÿкерчĕкре варринчи) çĕнтернине палăртрĕç.
Нумай функциллĕ центрсен ĕçченĕсем хушшинче палăрнă пирĕн юлташ асăннă учреждени аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр Управленийĕн ĕç опычĕ çине таянса вăл ĕç йĕркелĕвне тивĕçлĕ шая лартрĕ. Муниципалитет услугисене "пĕр чÿрече" тытăмĕпе район администрацийĕн пайĕсем хушшинче çыхăнтарчĕ, информаци системине автоматизацилессине алла илчĕ, граждансенчен пĕрремĕш документсем йышăнма пуçларĕ.
Паян МФЦ тăнăç аталанса пырать. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта граждансенчен пĕтĕмпе 2249 документ йышăннă. Вăл шутран федераци услугисемпе - 1383, республика услугисемпе - 121, муниципалитет услугисемпе - 745. Çак хушăра асăннă учреждени 718 консультаци панă.
Татьяна Юрьевна ял библиотекин 15 ĕçченне патшалăх услугисем парассине "пĕр чÿрече" тытăмĕпе йĕркелеме вĕрентрĕ. Çакăн хыççăн районти библиотекăсем пĕтĕмпе 111 ĕç йышăннă, 564 консультаци панă.
Конкурс çĕнтерÿçи хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессипе тăтăшах шыравра пулни çĕнĕ ÿсĕмсене никĕслессе шанатпăр.
Т. КОРОЛЬКОВА,
районти нумай функциллĕ центр директорĕ.