25 июня 2014 г.
Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Очăкасси ялне документсенче пĕрремĕш хут асăнни çитес çул 420 çул пулать. Çавна халалласа çак ялта çуралса ÿснĕ Л. Морозов "Малая родина Оточево" кĕнеке пичетлесе кăларни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.
Очăкасси - авалхи ялсенчен пĕри. Кунта чиркÿ те - малтан 1746 çулта йывăçран, кайран 1785 çулта чултан туса лартнă. Чиркÿ çумĕнче 66 теçеттин çĕр пулнă. Очăкасси ял ятне чиркÿ ячĕпе с. Богоявленское тесе палăртнă. Чиркÿ престол уявĕ ячĕпе кашни çулах Очăкасси пуххи ирттерме пуçланă. Таврари ялсемшĕн вăл питĕ пысăк уяв шутланнă.
Хуçалăхсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн акатуйсем ирттересси йăлана кĕрсен Очăкасси пуххин сумĕ самаях чакнăччĕ. Телее вăл каллех вăйланса аталанма пуçларĕ. Ку уява Очăкассисем кашни çулах Çимĕк (Троица) иртсен тепĕр вырсарни кунĕнче ирттереççĕ.
Кăçал Очăкасси пуххи июнĕн 15-мĕшĕнче пулчĕ. Уява ял халăхĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ. Юр кайсанах тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе темиçе субботник ирттерчĕç. Ял масарне тирпейлесси, кану паркне хăт кĕртесси, кĕтÿ çÿретме кĕпер тăвасси, ял урамĕсемпе обществăлла вырăнсене тасатасси - сахал-и халăхпа пĕрле тумалли ĕç;
Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Вырăнти чиркÿ настоятелĕ Алексей иерей уява ирттерме пиллерĕ. Ял хастарĕсем Л.П. Морозовпа пĕрле Тотар çăви çине кайса асăнса килчĕç. Ку историллĕ вырăна палăртма унта кăçал юпа лартнăччĕ.
Кăнтăрла тĕлне ялти клуба халăх чылай пухăнчĕ: ял çыннисем те, хăнасем те. Малтанах Л.П. Морозовăн "Малая родина Оточево" кĕнекин презентацине ирттернĕ пирки тата "Анне халалĕ" видеофильм пăхса савăнчĕç. Чăваш халăх çыравçине Юхма Мишшине тимлĕн итлерĕç, кĕнекисене те туянчĕç. Ял çыннисене уявпа саламласа депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ А.Н. Иванов кăçал çуралнă ачасене, ялти хастарсене парнесем пачĕ, Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕ обществăлла ĕçсенче хастар пулнисене Тав çырăвĕпе чысларĕ. 1905 - 1918 çулсенче Очăкасси чиркĕвĕнче ĕçленĕ Тарас Кириллов священник поэт тăванĕсем - Красноармейски районĕнчен килнĕ Александра Аркадьевна Яковлева çемйи пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Çак ялта çуралса ÿснĕ Кларăпа Владимир Степановсем уява автобус тытсах килчĕç. Ачисемпе тата мăнукĕсемпе çеç килмен, Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Леди-Данс" ташă ушкăнне те илсе килнĕ. Ăстасем ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ятман ял клубĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ, Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн солисчĕсем çынсене илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Очăкассисем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăн-чăн туслăх фестивалĕ пулса иртнĕн туйăнчĕ. Пурин сăн-пичĕ те савăнăçлă, телейлĕ. Депутатсен Çатракасси ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ Ю.Г. Соловьев та чăтса тăраймарĕ, ентешсене уявпа саламланă май тăван ял çинчен илемлĕ юрă шăрантарчĕ.
Ку уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Тăван тавралăха, тăванлăха хаклама хистерĕ, туслăн пурăнма, ĕçлеме вĕрентрĕ. Клуб умĕнчи тÿремри çавра сĕтел хушшинче какай шÿрпи çисе туслăн калаçса ларни те уява илем кÿчĕ.
Ялтан аякра пурăнакансем те уява чылаййăн килнĕ. Пĕр-пĕрне ыталаççĕ, паллашаççĕ, калаçаççĕ, уява ирттерме тăрăшнисене тав сăмахĕ калаççĕ. "Çитес çул темле пулсан та килме тăрăшатăпах, хамăн ачасене (е тăвансене) илсе килсе кăтартатăпах", - текен нумай пулчĕ. Юрă-ташă, вăйă-кулă сасси каçалапа кăна шăпланчĕ. Юлашкинчен вара çак пархатарлă ĕçе туса ирттерме Римма Илларионова библиотекарь чылай тимленине палăртса хăварнă пулăттăм.
Фаина МАТВЕЕВА.