Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисен е ĕçлекенсен шутĕнче?

25 июня 2014 г.

 

Патшалăхăн тĕп саккунĕ - Конституци - кашни çынна ирĕклĕ ĕçлеме май парать: мĕнле професси, мĕнле ĕç суйласа илесси çынран хăйĕнчен килет. Хальхи вăхăтра вара "вăхăтлăх ĕçлеместĕп" е "яланлăх ĕç вырăнĕпе ĕçлеместĕп" тенине те илтме пулать. Апла пулсан ĕçлекен тата ĕçсĕр çын кам-ха вăл; Çакăн пирки калаçма чĕнтĕмĕр те эпир паян Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçине Ираида ДИМИТРИЕВĂНА.

- Ираида Николаевна, ĕçсĕррисен шутне кама кĕртеççĕ?

- Çак ыйту нумай çынна пырса тивет.  Хуравне икĕ мелпе палăртма пулать. Çын халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче официаллă майпа регистрациленнĕ пулсан ăна ĕçсĕррисен шутĕнче тесе калатпăр. Раççей Федерацийĕн саккунсен пуххисенче акă мĕнле палăртнă: "Ĕçлеме пултаракан, анчах та ĕçлемен тата ĕç укçи илмен, ĕç тупас тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕнче регистрациленнĕ ĕç шыракан тата ĕçлеме пуçлама хатĕр çынна ĕçсĕр тесе шутлаççĕ". Пирĕн районта хальхи вăхăтра ĕçсĕррисен шутĕнче 60 çынна яхăн.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ ĕçсĕррисене урăхларах мелпе палăртать. Ятарлă тĕпчев вăхăтĕнче ĕçлемен, анчах та ĕç шыранă тата паян-ыранах ĕçлеме тытăнас тĕллевлĕ 15-72 çулхи çынсене ĕçсĕр тесе шутлама ирĕк парать. Çапла вара ку мел çынсен хуравĕсемпе никĕсленнĕ. Паллах, тĕрĕс мар хуравсем те пулма пултараççĕ.

- Ĕçлекен çын кам-ха вара?

- Ĕçлекенсен йышне çаксем кĕреççĕ: çырса е сăмахпа каласа тунă килĕшÿпе эрнере пĕр сехет те пулин ĕçлесе уншăн ĕç укçи е натура мелĕпе тупăш илнĕ çын* харпăр хăй предприятийĕнче, харпăр хăй пуçарнă ĕçре е тăвансем патĕнче, вăл шутра ĕç килĕшĕвĕ тумасăрах ĕçлекен, ĕç паракан, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем, çемье предприятийĕнче пулăшакан производство кооперативĕсен членĕсем* килти хушма хуçалăхра, вăрман хуçалăхĕнче, сунарпа, пулă ĕрчетнипе продукцие сутас е улăштарас тĕллевпе туса илекенсем* ĕçре чире пула, чирлĕ çынна пăхнине пула çуккисем тата ытти тĕрлĕ 6 уйăхран нумай мар тăсăлакан отпускрисем, ача çуратма, ăна виçĕ çулччен пăхма отпуск илнисем* çар е патшалăхăн ытти службинчисем.

- Пĕлтĕртенпе ĕçе илекенсен пĕлтерĕвĕсем дискриминаци характерлă пулмалла маррине саккунпа çирĕплетрĕç. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа хăварăр-ха тархасшăн.

- Пĕлтĕрхи июлĕн 14-мĕшĕнче 162 № "О внесении изменений в Закон Российской Федерации "О занятости населения в Российской Федерации" и отдельные законодательные акты Российской Федерации" федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Вăл шăпах ĕç рынокĕнче ĕç вырăнĕсем пурри çинчен пĕлтерекен информаципе çыхăннă.

Саккун ĕç вырăнĕсем пурри çинчен калакан пĕлтерÿсенче ĕçе илмелли çын тĕрлĕ условие тивĕçтермелли çинчен калассине чарать. Çапла май çыннăн арлăхне, расăна, национальноçа, хăш чĕлхепе калаçнине, унăн йăхне, пурлăхне, çемьери, социаллă лару-тăрăвне, должноçа, çул ÿсĕмне, ăçта пурăннине, тĕне мĕнле йышăннине, шухăшĕсене, обществăлла пĕрлешÿсенче е социаллă ушкăнсенче тăнипе тăманнине, çавăн пекех ĕçченсен ĕç пахалăхĕпе çыхăнман ытти енсене кăтартасси чикĕленет. Федераци саккунĕ тăрăх асăннă хăш-пĕр енсене обязательнăй майпа палăртма саккун ирĕк парать пулсан кăна палăртма юрать.

Ĕç вырăнĕсем пурри çинчен  калакан дискриминаци характерлă пĕлтерÿсене сарнăшăн Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснисен кодексĕпе килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ.

- Калаçушăн тавах.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика