Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăш утăмран асăрханăр

25 июня 2014 г.

 

Наркотик тесе организмăн психика тĕлĕшĕнчи йĕркеллĕ функцийĕсене улăштарма пултаракан, нумай хутчен усă курсан вара психика тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен пăхăнтарса тăракан хăй тĕллĕн çитĕннĕ ÿсен-тăрана е искустăвлла майпа тунă веществосене калаççĕ.

Хальхи пурнăçра çамрăксем наркотикпа усă курни çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Наркотик çыннăн ăс-тăнне хавшатать, кăмăл-сипетне пĕтерет. Ăна пула преступлени тăвасси  те ÿсет, вирус гепатичĕ, СПИД, ытти ерекен чирсем сарăласси вăйланать. Тĕслĕхрен, ВИЧ-инфекци ертнисенчен 75 проценчĕ - наркомансем.

Наркотика пăхăнса тăракансен хăйсен пĕрпеклĕхĕ пур: вĕсен пĕтĕм ĕмĕчĕ, ăнтăлăвĕ - наркотик илме ăçтан та пулин укçа-тенкĕ тупасси. Çакă вĕсен пурнăçĕнчи тĕп тĕллев пулса тăрать.

Наркомание "ерекен" чир теме те пулать - вăл ушкăнра сарăлать. Наркоманире чи хăратаканни - наркотикпа усă куракансем çак япаласăр пурăнайманнине кайран çеç ăнланса илни. Хăш чухне хăнăху икĕ-виçĕ уйăхран çирĕпленсе çитет, теприсем вара наркотикпа пĕрре усă курсанах хăнăхăва кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа никамăн та: "Эпĕ тутанса çеç пăхатăп, уншăн нимĕн те пулмасть", - тесе калама кирлĕ мар. Енчен те çак наркăмăша тутанса пăхрăр пулсан тепĕр хут сăнав ан тăвăр, çак наркăмăша алла урăх ан тытăр. Пурнăçра унсăр та савăнăç, киленÿ тупма пулать.

Шел пулин те, наркотикпа усă куракансен шучĕ кулленех ÿссе пырать. Çамрăк çынна вара наркотикран хăтарма йывăртарах, мĕншĕн тесен унăн психики йĕркеленсе çитеймен. Йĕри-тавра вара мĕн чухлĕ пĕлменни, илĕртекенни! Ытларах чухне çамрăксем мĕн патне çитсе тухасса пĕлмесĕр юлташĕсен ушкăнĕнче, вĕсемпе пĕр шухăшлă пулса, наркотик тутанса пăхаççĕ. Эпир вара, аслисем, çак наркăмăш мĕн туса хума пултарассине каласа кăтартма манса каятпăр е вăхăт тупаймастпăр.

Наркотикпа чарăнмасăр усă курсан наркоман вăтамран 7-10 çул кăна пурăнать, 15-20 çул таран пурăнакансем те пур. Ытларах чухне наркомансем ытлашши доза усă курнипе вилеççĕ. Наркотик сутакана çак наркăмăш нумай укçаллă тăвать, çавăнпа та вăл ăна кирек мĕнле майпа та çамрăка сутма тăрăшать. Малтан тутанса пăхма "ахалех" парать.

Ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ачăрсем вăхăта ăçта ирттернине, камсемпе туслă пулнине, мĕнле вĕреннине, тен килтен укçа çухалнине пĕлетĕр-и эсир;

Сирĕн ачăрсем хăйсене мĕнле тытнине сăнаса пăхăр-ха тата. Ачан кăмăл-туйăмĕ яланах улшăнса тăмасть-и; Ыйхи пăсăлман-и; Куç шăрçисем ытлашши пысăк е пĕчĕк мар-и; Аппетит пĕтмен-и е ытлашши нумай çимест-и; Сăлтавсăрах хăйне япăх туймасть-и; Ÿсĕр чухнехи пек тыткаламасть-и; Ÿт çинче инъекци йĕрĕсем çук-и; Кил таврашĕнче пытарса хунă шприцсене, пĕлмен эмелсене, тĕтĕмленнĕ чашăк-тирĕке асăрхаман-и;

Енчен те сирĕн мĕнле те пулин шикленÿ çуралчĕ пулсан специалист патне çитме тăрăшмалла. Кун пек чухне малтанах сывалма пуçласан лайăхрах. Хамăр ачасем йăнăш çулпа ан кайччăр, тĕрĕс пурăнччăр тесе тăрăшасчĕ пирĕн.

В. Евдокимова,

наркологи пÿлĕмĕн медицина сестри.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика