25 июня 2014 г.
Тухăçшăн паян тимлемелле
Пахчара ăшша юратакан пахча çимĕç калчине маларах хатĕрленĕ уçă йăрансем çине куçарса лартнăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Иртнĕ кунсенчи çумăрлă çанталăк вĕсене вăй илсе ÿсме лайăх тĕкĕ пулчĕ. Çу уйăхĕнче акса хăварнă çимĕç калчи те юлашки вăхăтри нÿрĕкпе ăнса ÿссе кайрĕ. Манмалли çук, агротехника ĕçĕсене вăхăтра туса пырсан кăна пахча хăйĕн хуçине пуян тухăçпа савăнтарасса кĕтме пулать. Çавăнпа та акнă-лартнă калчана тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерессишĕн кил хуçин паян тимлемелле.
Пахча çимĕç лайăх тухăçпа савăнтартăр тесен ÿсен-тăран тĕммисене ÿссе аталанма пур условие те вăхăтра туса памалла. Халĕ, сăмахран, кишĕрпе петрушка, кăшманпа çарăк йăранĕсене çумласа сайралатмалла. Сайралатнă хыççăн калчана шăварнипе пĕрлех ретсем хушшине кăпкалатассине те манăçа хăвармалла мар. Çак ĕçсене каç енне, хĕвел анса ларас умĕн пурнăçласан аванрах. Ăшă кунсенче йăрансене çумран таса тытасси пирки те манмалла мар. Çакă та пулас тухăçăн пĕр пайĕ пулса тăрать.
Купăстана, çарăка, редиспа хăяра т. ыт. те курăк пыйти (тля) кăмăллать. Унпа тулăх кĕрешме сиенлĕ им-çамсем вырăнне пахча çимĕç калчине кĕл шывĕпе шăварни пулăшать. Шĕвеке хатĕрлеме 10 литр шыв çине пĕр стакан йывăç кĕлĕ хушмалла та лайăх пăтратса ирччен лартмалла. Ирпе тепре пăтратса илмелле те сăрăхтарнă хыççăн йăрансене сирпĕтмелле.
Купăстапа кишĕре, сухана тата ытти пахча çимĕçе сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлеме "Алатар" препарат пысăк пулăшу парать. 5 миллилитр препарата 5 литр шывпа лайăх хутăштармалла та ÿсен-тăран çине ирхине е каçхине сирпĕтмелле.
Хăярпа помидора тĕрĕс-тĕкел аталанма тата нумайрах çимĕç туса илме "Завязь" препаратпа усă курни вырăнлă. Помидор ÿснĕ вăхăтра ăна уйрăмах тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлемелле. Фитофторозран сыхланма помидор тĕммисене "Фитоспорин-М" биофунгицидпа е ешĕл сенкер хушнă ытти препаратсен ирĕлчĕкĕпе имçамлани пысăк пулăшу пулать.
Ял çыннин çак вăхăтра "иккĕмĕш çăкăр" пирки те манмалла мар. Çумланă çĕр улмине колорадо нăрринчен хÿтĕлеме "Искра", "Танрек" тата ытти инсектицидсем лайăх пулăшаççĕ.
Сăмахăма вĕçленĕ май вулавçăсене тепĕр хут çакна аса илтеретĕп. Пахча çимĕç калчине сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлемелли им-çамсемпе ирхи-каçхи вăхăтра тата уяр çанталăкра усă курни вырăнлăрах. Кун пек чухне вĕсен эффективлăхĕ пысăк.
Аса илтерме. Пахчара наркăмăшлă препаратсемпе усă курнă вăхăтра хăрушсăрлăх техникине çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн сывлăхшăн пысăк сиен пулĕ.
Йĕркене пăхăнсан тата пысăк тухăçшăн паянах ытлă-çитлĕ тимлесен кĕр кунĕсем çитсен сирĕн нÿхреп пушă пулмĕ.
Пурне те ăнăçу сунса А. ШАРИКОВ пахчаçă.
Тереç ялĕ.