Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ мероприятисемпе пуян

25 июня 2014 г.

 

Ĕнер официаллă майпа Республика кунне паллă турăмăр. Каçкÿлĕм республика тĕп хулин Хĕрлĕ лапамĕнче халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXII "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ, республикăра пурăнакансене Чăваш Республикин патшалăх уявĕпе - Республика кунĕпе - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Уявпа çыхăннă мероприятисем вара Шупашкарта та, республикăн ытти хулисемпе районĕсенче те унчченех чылай пулчĕç, уяв мероприятийĕсен календарĕнче вĕсем татах йышлă-ха, июнь уйăхĕ вĕçленичченех тăсăлаççĕ. Муркашсем те вĕсене активлă хутшăнаççĕ.

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ июнĕн 23 - 24-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта Раççейри 32 регионтан 39 коллектив хутшăнчĕ. Пултарулăх коллективĕсем Италирен, Азербайджанран, Китайран, Белоруссирен, Эстонирен те пулчĕç.

Фестиваль шайĕнче июнĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Китай Халăх Республикинчен килнĕ коллектив пулчĕ. Сăмах май ют çĕр-шыв делегацийĕсем Муркаш тăрăхне килсе кайни пĕрремĕш мар. Иртнĕ çул кăна Муркашсем Украина представителĕсене икĕ хутчен йышăннăччĕ. Ку хутĕнче Китайри Гуйчжоу провинцийĕн юрăпа ташă коллективĕ Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче питĕ пуян концерт программипе савăнтарчĕ. "Халăхсем хушшинчи туслăхăн чикĕ пулмалла мар. Пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлменни туслă çыхăнусене аталантарма чăрмав кÿреймест. Малашне те килĕштерсе пурăнмалла пултăр",- палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев юрăпа ташă ушкăнĕпе пирĕн района килнĕ Гуйчжоу провинцийĕн ют çĕр-шыв ĕçĕсен канцелярийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - ют çĕр-шывсемпе тытакан туслăх обществин вице-президенчĕпе Ван Янпа тĕл пулнă май.

* * *

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, пĕтĕм чăвашсен тĕп уявĕ - иккĕмĕш Акатуй уявĕ иртрĕ. Унта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчи халăх пултарулăхĕн чăваш коллективĕсем, республикăри хуласемпе районсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие хутшăнма районти "Муркаш" халăх фольклор ансамблĕ, ачасен ташă коллективĕ, ачасен Муркашри искусство шкулĕн "Гармония" вокал ансамблĕ тивĕçрĕç.

* * *

Чăвашсен Акатуй уявĕ шайĕнче Шупашкар заливĕ хĕрринче чăвашсен наци ялне йĕркеленĕ. Унта чăвашсен этнокультурине анлăн сăнланă. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе кунта пирĕн районтан Чуманкассипе Йÿçкасси ял тăрăхĕсем паллаштарчĕç. Театрализациленĕ представленире республика çыннисемпе уяв хăнисене "Улах каçĕпе" паллашма интереслĕ пулчĕ.

Акатуй уявне Çатракасси ял тăрăхĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем авалхи чăвашсен апат-çимĕçне, йăли-йĕркине сăнларĕç. 

* * *

Июнĕн 24-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Ф. Хайртдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕн территорийĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, республикăн "Агро-Инновации" унитарлă хысна учрежденийĕ тата Комсомольски район администрацийĕ йĕркеленипе "Уй кунĕ - 2014" уçăлчĕ. Уçă тÿпе айĕнчи куравра хальхи вăхăтра çĕр ĕçĕнче усă курмалли тĕрлĕ йышши çĕнĕ техника хатĕрне кăтартаççĕ тата вĕсемпе паллаштараççĕ.

Курав паян хăйĕн ĕçне вĕçлет. Унта Муркаш район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегаци шутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсен, "Путь Ильича" агрофирма представителĕсем пулчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Сăн ÿкерчĕкре: Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕн сцени çинче - Китайри Гуйчжоу провинцийĕн пултарулăх коллективĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика