21 июня 2014 г.
Пирĕн çарсене сăртлă-туллă Афганистанта вунă çула тăсăлнă вăрçăран кăларнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ. Пиншер яша тĕрĕслерĕ унти вут-çулăм. Çак çулпа утса тухнă интернационалист-салтаксем паян çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе тĕп вăй пулса тăраççĕ. Çак ĕçре вĕсем район центрĕнчи тури чăвашсен музейĕпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Сăмах май, музейра çав вăрçăна халалланă кĕтес те пур. Вăхăт иртнĕ май вăл тĕрлĕрен экспонатсемпе пуянлансах пырать.
Иртнĕ кунсенче районти интернационалист-салтаксен пĕр ушкăнĕ хăйсене тĕрлĕ тĕл пулусенче панă парнесемпе Тав çырăвĕсене асăннă музейăн директорне Татьяна Ермолаевăна пачĕ.
Çак тĕл пулурах вăрçă инваличĕсен республикăри обществăлла организацийĕн ертÿçин çумĕ К. Петров Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнисене унтанпа 25 çул çитнĕ ятпа медальсем парса чысларĕ. Ăна тивĕçнисен шутĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи А. Матвеев, район центрĕнче пурăнакан М. Лобастов тата Муркаш ял тăрăхĕнчи В. Петров.
- Вăхăт пире суйласа илчĕ те эпир хамăр ята ямарăмăр, атте-аннепе ытти тăванăмăр умĕнче пит хĕретмерĕмĕр, - терĕ пухăннисене медальсемпе чыланă май Константин Иванович.
- Раççейре интернационалист-салтаксене манманни вĕсене те, тăванĕсене те, çамрăк ăрăва та пурнăçра хавхалантарнине ăнланатпăр. Эпир вĕсем тĕлĕшпе хамăр музейра тивĕçлипе тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Сирĕн паянхи экспонатсем - пирĕн пĕрлехи ĕçĕн çимĕçĕ, - терĕ парнесене йышăннă май музей директорĕ Татьяна Ермолаева.
Музея экспонатсем панă май Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан В. Грачев интернационалист-салтак çав вăрçă çулĕсене уйрăм тĕслĕхсемпе аса илчĕ. Унăн сăмахĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăта - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ - Асăнупа хурлăх кунĕ тесе паллă туни чĕрене çывăха ларчĕ.
...Çулсем пĕр шелсĕр малалла иртеççĕ. Иртнине манманни вара музей ĕçĕнче уççăн курăнать.
А. ПЕТРОВ.