Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Лайăх чухланă, ăнланнă"

21 июня 2014 г.

 

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, районти ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Василий Ильич Ильин 1914 çулта Çĕньял Апаш ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Етĕрнери педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕскер, шкулта истори предметне вĕрентнĕ.1930-1936 çулсенче Тойкилтĕри 7 çул вĕренмелли шкулта вăй хунă. Хыççăн ВЛКСМ район комитечĕн Мăн Сĕнтĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ. Архиври материалсене тишкерсен В. Ильин 1940 çулта Советски районĕнче çар комиссарĕнче ĕçлеме тытăнни паллă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тапхăрĕ унăн пурнăç биографинче те шăп çаплах çырăнса юлнă. Вăрçă хыççăн Василий Ильич  районти ял хуçалăх сферинче тăрăшнă: тĕрлĕ çулсенче районти ял хуçалăх пайĕнче тимленĕ, Доронин яч. хис., Энгельс яч. хис., "Тиуши", Чапаев яч. хис. хуçалăхсене ертсе пынă. Октябрь революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тата ытти медальсене илме тивĕç пулнă вăл.

Василий Ильич пирĕнпе çук ĕнтĕ, анчах унăн пĕр ал çырăвĕпе паллаштарма кăмăл пур. Вăл вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Çак ал çырăвне Василий Ильич Мускавра тухса тăнă хаçата ярса пама хатĕрленни курăнать, анчах та темĕнле сăлтавпа ярса паман.

"Ăçта-ши пирĕнпе пĕр полкрисем?

Стрелоксен 332 тата 447 дивизийĕсем - 1942 çулхи çулла тата кĕркунне эпĕ шăпах çак çар чаçĕсен тытăмĕнче çапăçнă. Тăшман çине тапăнни те пулнă, каялла чакни те. Фашистсен çарĕсене Сталинградран урăх çĕрелле пăрса ямалла -  çапла пулнă тĕп задача. Эпĕ батальон командирĕ пулнă май ăна питĕ лайăх чухланă, ăнланнă, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшнă. Çапах та пирĕн хушăра "эпĕ сана тĕкĕн-местĕп, эсĕ мана ан тĕкĕн" принциппа пурăнакан офицерсем те пулнă. Çак шухăш-кăмăла вара хастар коммунистсемпе комсомолецсем тÿрех сирме пултарнă: кăнтăрла та, çĕрле те фашистсене пĕр шелсĕр пĕтермелле - çапла кăна тĕллеве пурнăçлама пулать.

Шел, хамăн çапăçу дневникне упраса хăвараймарăм. Унта вара эпĕ уйрăм салтаксен çапăçăвĕсене те сăнланăччĕ. Гречкосей хушаматлă командира астăватăп:  окопра ăна фашист танкĕн гусеници таптанипе пурнăçĕ татăлчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ лейтенанта, взвод командирне, нимĕç снайперĕ яланлăхах куç хуптарчĕ. Хастар çапăçаççĕччĕ пирĕн чăваш салтакĕсем. Çапăçу вырăнĕсем: Дон, Фигурная раща, Подклетное ятлă ял, Донăн сулахай çыранĕнчи "мертвое поле" (уйра кашни утăмрах пирĕннисен тата нимĕç салтакĕсен виллисем  выртнăран çапла каланă, вĕсене пуçтарса кайма майĕ пулман) вырăн.

Полк тата дивизи номерĕсене астуса илме йывăртарах, ватăлатпăр эпир, ветерансем. Хам 72 çулта, астăвасси вара тата часрах ватăлать иккен. Çавăнпа та номерсене тĕрĕс калаймасран шикленетĕп. Августра нимĕçсем станок пулемечĕсемпе персе тапăнса килнине вара питĕ лайăх астăватăп. Çак оруди мана, станок пулеметчикĕсен полк шкулĕнче вĕреннĕскере, питĕ килĕшетчĕ... Василий Ильин".

Л. Иванова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика