21 июня 2014 г.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче хаяр çапăçусем кĕрленĕ çулсем историе шаларах та шаларах юлса пыраççĕ. Анчах вăхăт пĕр шелсĕр иртнине пăхмасăрах 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçăра çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çывăх тăванĕсене çухатнисемшĕн çав юнлă вăрçă паян та чарăнман-ха...
Аслă Çĕнтерÿ 69 çул тултарас умĕн ака уйăхĕнче шăпа пÿрнипе эпĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ржев хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă пирĕн салтаксен вил тăприйĕ çине çитсе килтĕм. Ăнсăртран та мар. Манăн атте Филипп Тимофеевич Осипов та çав çапăçусене хутшăннă, унтах 1942 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçне хунă. Çапла вара аннепе ытти çывăх тăвансен вуншар çулхи ĕмĕтне пурнăçларăм.
Манăн атте вăрçа 1941 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă. Эпĕ унран сакăр уйăхри ача юлнă. Çавăнпах ĕнтĕ эпĕ аттене, вăл мана алла илнине, утьăкка сиктернине астумастăп та. Анне аттерен виçĕ çыру илнĕ. Юлашки çырăвĕнче атте çапла çырнă: "Нимĕç çарĕсем питĕ вăйлă тапăнса килеççĕ. Пирĕн вара пăшалсем те çителĕксĕр. Икĕ салтака пĕр винтовка кăна парса. Ку çапăçура йывăç хыçне тăрса анчах сывă юлтăм. Кунашкалах пулсан сывă юласси пулмасть пулĕ".
Ржев - Атăл çинчи пĕрремĕш хула. Унтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă Полунино ялĕнче - Ржев хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă пирĕн салтаксен масарĕ (воинское захоронение). Юнашарах музей тата паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк пур. Кашни утăм, кашни кĕтес кунта 72 çул каяллахи паттăрлăха аса илтерет...
Салтаксен масарĕ çине 1942 çулхи августпа сентябрь уйăхĕсенче пĕр тăваткал метр тăван çĕре те тăшмана парас мар тесе пуçĕсене хунă 16500 салтакпа офицера пытарнă. Плитасем вырнаçтарса унта кашнин ятне çырса хунă. Вĕсен ячĕсене вырăнти музейра та пысăк кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Эпĕ те унта аттен ятне тупса вуларăм, хумхантăм та, хурлантăм та...
Полунино ялне çитсен çул хĕрринчи хăма çине ял ятне çырнине вуласанах 72 çул иртсен аттепе тĕл пулнă пекех пăлхантăм. Вăл мана: "Ма халиччен килеймерĕн;" - тесе ыйтнăн туйăнчĕ. Эпĕ питĕ хурлантăм. Çав туйăма атте тесе курман çын çеç ăнланать пулĕ.
Пире кунти музейра ĕçлекенсем питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Аса илÿ çăмхине сÿтсе музейри экспонатсемпе васкамасăр та тĕплĕн паллаштарчĕç. Нимĕçсен япалисене кунта пĕр енне, пирĕн салтаксем усă курнă хатĕрĕсене тепĕр енне вырнаçтарнă. Кăçал та вырăнти шыравçăсем пĕр нимĕç салтакĕн каскипе совет салтакĕн винтовкин штыкне илсе килсе панă. "Штыкĕ - Октябрьти революци вăхăтĕнчи винтовкăн", - терĕç музейра ĕçлекенсем. Хĕç-пăшал çитменрен пирĕн салтаксен автоматлă фашистсене хирĕç кивĕ винтовкăсемпе те çапăçăва тухма тивнĕ çав.
Гитлер çарĕ Ржева 1941 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче çĕнсе илсе Мускав патне çывхарнă. Раштав уйăхĕнче вĕсене унтан хăваласа ярсан фашистсем Ржев хули çывăхĕнче питĕ вăйлă хÿтĕленÿ линийĕ туса хунă. Пĕр çухрăм фронт линийĕнче нимĕçсен 5 окоп, 6 дзот, 4 блиндаж, 600 метр тăршшĕ йĕплĕ пралук тата 500 метр мина участокĕ пулнă. Анчах çакăн пек хÿтĕленÿ линийĕ те тăшмана пĕр вырăнта тытăнса тăма пулăшайман.
Пирĕн çарсем Ржева 1943 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Çак хулашăн 15 уйăха пынă çапăçусенче совет çарĕ пĕтĕмпе 1324823 салтакпа офицера çухатнă. Танлаштарма, Сталинград патĕнчи çапăçусенче 1129619 салтак вилнĕ. Историксем çухатусем нумай пулнине хĕç-пăшал çителĕксĕр пулнипе, командирсен ĕçĕ çÿллĕ шайра пулманнипе ăнлантараççĕ. Апла-и, капла-и, анчах çав çухатусем паянхи мирлĕ пурнăçăн никĕсĕ пулнине шутлатăп та аттесен паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕп.
"Ржев-42" çар историйĕн очеркĕнчен: "Çапăçу хирĕ - вилĕмпе ванчăкăн хăрушă ÿкерчĕкĕ. Снаряд-бомба сухаланă пейзаж çине пăхсан кунта чĕрĕ юлма майĕ те çукки куç умне пулать. Ялсенче пĕр йĕркеллĕ çурт та курăнмасть. Федорково, Бердихино, Полунино, Галахово, Тимофеево ялĕсем текех çук темелле. Полунино патĕнчи хирсемпе улăх-çарансенче танк гусеницисем çăрса пĕтернĕ сарă тăм çинчи миллионшар гильза, банкăсемпе ещĕксем, бинт татăкĕсемпе юрăхсăра тухнă хĕç-пăшал, хуçăк пĕренесемпе тĕлли-паллисĕр выртакан йĕплĕ пралук - хĕрÿ çапăçу хирĕнчи шутласа кăларма çук ăпăр-тапăр. Вырăссен ваннă е çунса кайнă 150 танкĕ, унран кая мар нимĕç фашисчĕсен техники çапăçу хирне танк çăви теме май парать. Вĕсен хушшинче, окопсемпе блиндажсен тата снаряд-бомба шăтăкĕсен хĕррисемпе пуç хунă пиншер салтак выртни, вĕсенчен чылайăшĕ танк гусеници айне пулни, юнашарах сирпĕнмен бомбăсемпе снарядсем, усă курайман минăсемпе гранатăсем çĕршер-пиншер выртни Ржев хулишĕн пынă çапăçусен паттăрлăхне кăтартаççĕ...".
Ржев хулин кĕпĕрнаттăрĕ çине тăнипе 2007 çулта çак хулана та «Çар мухтавĕн хули» ят параççĕ.
72 çул иртсен юнлă çапăçусем кĕрленĕ вырăнсемпе паллашса çÿренĕ хыççăн хамăр валли вăхăт уйăрнă, паттăр салтаксене асăнса лартнă палăка, вĕсен вил тăприсене тирпейлĕ пăхса тăнăшăн музейра ĕçлекенсене тав туса хамăр шухăшăмăрсене ятарлă кĕнекене çырса хутăмăр. Палăк патне чечек çыххисем хутăмăр, вăрçăра Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă салтаксене асăнса пуç тайрăмăр.
Тăван яла вара аттен вил тăприне пĕр ывăç илсе килсе 1963 çулхи февральте пурнăçран уйрăлнă анне вил тăприйĕ çине кайса хутăм.
Çакна та каласа хăваратăп. Атте ăçта вилнине Астăвăм кĕнеки урлă тупрăм.
Герман ОСИПОВ.
Шомик ялĕ.