21 июня 2014 г.
Мăн Сĕнтĕр сали. Еплерех илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Салана икĕ еннелле пайласа Сĕнтĕр юхан шывĕ юхса выртать. Шел пулин те, юлашки вăхăтра вăл юшкăнпа тулса ăшăхланчĕ.
Вăтам шкула хирĕç вырнаçнă парк та районта чи илемлĕ те хăтлă вырăн шутне кĕрет пулĕ тетĕп. 1947 çулта лартнă йывăçсем еплерех кашлаççĕ кунта. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать, кĕçех салана хăт кĕртекен парк та 70 çул тултарĕ. Юлашки шăнкăрава Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çулсеренех кунта ирттерет. Аслă Çĕнтерÿ уявне те Мăн Сĕнтĕрсем çакăнта пуçтарăнса паллă тăваççĕ.
Тĕлĕнмелле ĕçчен те кăмăллă çынсем пурăнаççĕ Мăн Сĕнтĕрте. Вĕсенчен пĕри - Екатерина Борисовна Охтерова. Нумаях пулмасть вăл 85 çул тултарчĕ.
Екатерина Борисовна Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Унăн амăшĕ Анисия Ивановна ĕç ĕмĕрне "Правда" колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Ашшĕ Борис Борисович Етĕрнери потребкоопераци организацийĕнче ĕçленĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ашшĕ хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять. Анисия Ивановна вара 5 ачапа тăрса юлать. Катя ун чухне 12 çултаччĕ. Вăл чи асли пулнă. Чи кĕçĕнни Геннадий - пĕр çулталăк çурăра. Унăн пиччĕшĕ Анатолий кăшт аслăрах. Альбинăпа Юлия 10 çула та çитмен.
Амăшĕпе асламăшĕ кунĕн-çĕрĕн колхозра е окопсем чавнă çĕрте тертленнĕ. Пĕчĕк Катюшăн вара хăйĕн шăллĕсемпе йăмăкĕсене те пăхмалла пулнă, выльăх-чĕрлĕхне те тăрантармалла, пĕçермелле, çумалла... Шкула та каймалла, уроксене те хатĕрленмелле.
Çав вăхăта аса илсен куçĕ шывланчĕ Екатерина Борисовнăн. "Вăхăтсăрах "ÿсме" лекрĕ-çке манăн, - терĕ вăл. - Çитменнине тата çимелли нимĕн те çукчĕ тесен те тĕрĕсех пулать. Çуллахи вăхăтра татах аптăрамаллах марччĕ, симĕс çимĕçпе тăранкаласа пурăнма май пурччĕ, хĕл кунĕсем вара чăнах нушаллăччĕ. Юрать-ха ĕне пулнă пирĕн, унсăрăн татах та хĕнрех пулнă пулĕччĕ".
"Атте манăн Крыма ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă, унтах йывăр аманнă. Халĕ Крымпа Севастополь каллех пирĕн Раççей çĕрĕ пулса тăни маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ. Манăн атте çапăçни те ахаль пулмарĕ-çке", - сăмахне тăсрĕ Екатерина Борисовна.
Вăрçă чарăннă хыççăн ашшĕ киле таврăнсан пурнăç кăштах лайăх еннелле улшăнать. Катюша Палтайри вăтам шкултан 1946 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри культпросвет училищине вĕренме кĕрет. Ăна вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1948 çулта яланлăхах Мăн Сĕнтĕре килет. 1962 çулччен Сĕнтĕр район библиотекине ертсе пырать. Ун хыççăн 1977 çулччен зонăри библиотекăн заведующийĕнче вăй хурать. Çав вăхăтрах вăл Ленинградри Н.К. Крупская ячĕллĕ патшалăх библиотека институтне вĕренсе пĕтерсе аслă пĕлÿ илет.
Пĕр çулталăка яхăн Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче аслă библиотекарьте ĕçленĕ хыççăн Екатерина Борисовнăна çак палатăн директорĕ пулма шанаççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та вăл, 1992 çулчченех, Мăн Сĕнтĕрти "Кĕнеке" магазинта вăй хучĕ, халăха кĕнекепе ытларах туслаштарас тесе тăрăшрĕ. Екатерина Борисовнăн ĕç стажĕ 44 çула яхăн. Кирек епле ĕç шанса парсан та вăл ăна яланах пысăк тимлĕхпе, пĕлсе тата юратса туса пыма тăрăшнă.
Мăн Сĕнтĕртех Екатерина Борисовна хăйне Турă пÿрнĕ мăшăрĕпе тĕл пулса çемье çавăрнă. Семен Виссарионович Матвеевпа вĕсем нумай çул хушши туслă пурăнса ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Екатеринăн мăшăрĕ Семен Виссарионович районта чи ăста хирургсен шутĕнче пулнă. Вăл Мĕн Сĕнтĕрти район больницине вуншар çул ăнăçлă ертсе пынă. Вĕсен хĕрĕ те ашшĕ пекех тухтăр ĕçне суйласа илнĕ. Татьяна Семеновна Шупашкарти 1-мĕш хула клиникинче кардиолог пулса ĕçлет. Вăл - аслă категориллĕ кардиолог. Ывăлĕ Сергей Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, вăл - инженер.
Екатерина Борисовнăн ĕçне-хĕлне патшалăх пысăка хурса хакланă. Вăл - Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕпе наградăланă, "Ĕç ветеранĕ" ят та панă. Тĕрлĕрен грамотăсене илес пулсан вара вĕсен шучĕ те çук пулĕ: СССР Издательство комитечĕн, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн, КПСС обкомĕн...
Екатерина Борисовна - çынсемпе яланах кăмăллă та вашават, пысăк тавра курăмлă, авторитетлă, ĕçчен хĕрарăм. Ачисем, мăнукĕсем канмалли кунсенче яланах унпа пĕрле. Вăл кирек хăçан та çамрăксене кирлĕ сĕнÿ, ăс пама хирĕç мар. Сăмах май унăн шăллĕ Геннадий Харьковри зенитпа ракета аслă училищине вĕренсе пĕтернĕ, запасри подполковник, Подольск хулинче пурăнать. Йăмăкĕ Альбина Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вырăс чĕлхине вĕрентнĕ, халĕ Етĕрне районĕнче пурăнать.
Юлашкинчен манăн хисеплĕ çыннăмăра Екатерина Борисовнăна Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансенчен пĕтĕм чун-чĕререн вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, кунсерен ăнăçу, умри çулсене савăнса та телейлĕ пурăнса ирттерме сĕнес килет.
П. ВОРОБЬЕВ.
Мăн Сĕнтĕр сали.