21 июня 2014 г.
Çак кунсенче Атăл çи округĕнчи çамрăксем "Гвардеец" спорт лагерĕнче йĕркеленĕ Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин шкулĕнче çар службин никĕсĕсемпе паллашаççĕ. Вĕсен йышĕнче - Чăваш Енри 20 çамрăк та.
Лагерьти кашни кун çирĕп йĕркепе иртет: ачасем хăйсене спортра, строй хатĕрленĕвĕнче тĕрĕслеççĕ, теори пĕлĕвне тарăнлатаççĕ, вĕренÿ курсĕсене хутшăнаççĕ, пушă вăхăта та ахаль ирттермеççĕ. Вĕсемпе офицерсем ĕçлеççĕ.
Пирĕн республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине тăратнă документсем тăрăх Чăваш Ен делегацийĕн йышне Муркашри вăтам шкулта вĕренекен Даниил Федоров та кĕме тивĕçнĕ. Вăл - шкулти "Зарница" отрядăн командирĕ.
Лагерь июнĕн 25-мĕшĕччен ĕçлет. Ачасем унччен гарнизонтах пурăнаççĕ. Лагерьте вĕсем ГТО нормисене те пурнăçлĕç, Чул хула (лагерь шăпах унта вырнаçнă) тата Пенза облаçĕсенчи театрсемпе музейсенче тата ытти уйрăмах паллă вырăнсенче те пулса курĕç.
"Гвардеец" оборонăпа спорт лагерьне РФ Президенчĕн Атăл çи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М. Бабич пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çакăн пек вĕренÿ йĕркеленине Раççей оборона министрĕ С. Шойгу ырланă. Лагерьти иккĕмĕш смена июнĕн 29-мĕшĕнче пуçланать.
Н. Николаева хатĕрленĕ.