Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Призывпа та, контрактпа та

21 июня 2014 г.

 

Пирĕн хаçатра кăçалхи майăн 28-мĕшĕнче ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пай пуçлăхĕ Александр Кочуров панă интервью хыççăн редакцие призывпа тата контрактпа çыхăннă ыйтусем килчĕç. Çакна шута илсе паян редакци тĕпелне А. КОЧУРОВА тепĕр хут чĕнтĕмĕр. Вулакансен ыйтăвĕсене тĕплĕнрех хуравлама ыйтрăмăр.

- Александр Алексеевич, нумай пулмасть панă интервьюра Эсир хальхи призыв кампанийĕ йĕркеллех тата планпа килĕшÿлĕн пынине каларăр. Çапах та кăçалхи призывăн мĕнле те пулин уйрăмлăх пур-и; Хаçат вулакансем акă служба срокĕпе те кăсăкланаççĕ.

- Призыв планĕпе яшсене çара ăсатасси пирĕн туллин пурнăçланса пырать. Çар чаçĕсене сывлăхлă та ăслă-тăнлă яшсене ăсататпăр. Вĕсем Кăнтăр çар округĕнче, Çурçĕр флотĕнче тата Хĕвел анăç çар округĕнче хĕсметре тăрĕç.

Юлашки çулсенче призывсен чăнах та лайăх уйрăмлăх пур: яшсем çара, флота пысăк кăмăлпа кайнине куратпăр.  Уйрăмах "элита" çар чаçĕсене туртăнаççĕ - сывлăш-десант çарне, тинĕс пехотине, тинĕс-çар флотне.

Служба срокне никам та тăсма шутламаннине тăтăшах калатпăр ĕнтĕ.  Аслă Главнокомандующи В. Путин та, РФ оборона министрĕ              С. Шойгу та хăйсен сăмахĕнче служба срокне тăсасси пирки калаçу çуккине пĕрре мар пĕлтерчĕç. 

- Иртнĕ калаçура Эсир çар училищисене, институчĕсемпе академийĕсене вĕренме кĕресси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнин лайăх енĕсем пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр, тархасшăн.

- Хальхи вăхăтра, паянхи пурнăç условийĕсенче çар вĕренÿ заведенийĕсенчи курсантсен тата академи слушателĕсен хăйсен "граждан" ĕçтешĕсемпе танлаштарсан лайăх енĕсем ытлараххи куç умĕнчех. Ку вăл чи малтанах аслă пĕлĕве пĕтĕмпех патшалăх тивĕçтернипе илме май пурри тата çав вăхăтрах 15-20 пин тенкĕ стипенди илсе тăни. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант - вĕренсе тухнă хыççăн сахалтан та тепĕр 5 çул (офицер званине илнĕ хыççăнхи контракт) шантарнă ĕç вырăнĕ пулни. Ку вăл çамрăксене "социаллă картлашкапа" хăпармалли меллĕ çул пулса тăрать. Пытарма кирлĕ мар: Муркашра та, Шупашкарта та сумлă ĕç тупма йывăр. Ĕç рынокĕнче рабочи специальноçне алла илнисем кирлĕ, юристсемпе экономистсем вара, сăмахран,  ытлашшипех. Ĕçре "ÿсес" кăмăл пысăккисем тĕллеве çарта пурнăçлама пултараççĕ. Çар вĕренÿ заведенийĕсенче те юристсемпе экономистсене, инженерсене, персоналпа ĕçлекен специалистсене, ытти специальноçпа та вĕрентсе кăлараççĕ.

Эпир вара вĕренÿ енĕпе пулăшу ыйтса килнĕ çамрăксене пулăшатпăр. Малтанах вĕсем медицина тĕрĕслевне хутшăнаççĕ,  хыççăн психологипе професси суйлавне ирттеретпĕр, вĕсем хăш енлĕ специальноçа суйласа илме пултарнине тĕрĕслетпĕр. Çак тĕрĕслевсемпе тата патшалăх пĕрлехи экзаменĕсен результачĕсемпе никĕсленсе вара вĕсене 2-3 çар вĕренÿ заведенине сĕнетпĕр.

- Александр Алексеевич, Раççей шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах контракт çарĕ кирли пирки, унăн паха енĕсем тата çитменлĕхĕсем çинчен сăмах хускатаççĕ. Эсир ку тĕлĕшпе мĕн шутлатăр?

- Аслă Главнокомандующи тата оборона министрĕ те ку тĕлĕшпе хăйсен позицине палăртнă: пирĕн çĕр-шывра хальлĕхе çара хутăш майпа комплектласси вăйра тăрать - призыв та пур, контракт та. Çара çапла май комплектлани хăйĕн "çимĕçне" парать. Пирĕн призывниксем те акă призывпа çарта  службăра тăнă вăхăтрах малашне çарта юлас тĕллевпе контракт çыраççĕ: РФ Шалти ĕçсен министерствин шалти çарĕсенче, тинĕс-çар флотĕнче, стратеги тĕллевĕллĕ ракета çарĕсенче. Пирĕн ентешсем служба условийĕсемпе те, укçа-тенкĕпе те тата ытти социаллă çăмăллăхпа тивĕçтернипе те  кăмăллине пĕлтереççĕ.

- Пирĕн ентешсем терĕр те, вĕсем хăш чаçсенче, хăш вырăнсенче контрактпа службăра тăраççĕ?

-  Контрактпа службăна каяс текенсен кăмăлне тивĕçтерме ку тĕлĕшпе халĕ майсем чылай. Контрактпа хăш чаçсене кайма май пуррине каласа пĕтерме çук - хаçат страници те çитмĕ. Çапах та хальхи вăхăтра ытларах тимлĕх уйăракан чаçсене калама пултаратăп. Вĕсем: Таджикистан Республикинчи Душанбе хулинче вырнаçнă Раççей Федерацийĕн 201-мĕш çар бази* Тольятти хулинчи ятарлă тĕллевлĕ бригада* Самара облаçĕнчи Рощински поселокĕнче вырнаçнă штабпа мотострелоксен бригади* Оренбург, Екатеринбург, Челябинск хулисенче тата Раççейри ытти облаçсенче вырнаçнă чаçсем те.

Çак чаçсенче водительсене, мотострелоксене, связистсене, ытти çар специальноçĕллĕ салтаксене йышăнаççĕ. Социаллă çăмăллăхсене илес пулсан вĕсем питĕ лайăх темелле. Сăмахран, çар званийĕпе должноçа кура малтанхи çулсенчи ĕç укçи 23-25 пин тенкĕпе танлашать, малашне выслуга çулĕсене кура - 40-45 пин тенкĕ. Иккĕмĕш контракт çырнă хыççăн (виçĕ çул иртсен) харпăр хăйĕн çурт-йĕрне туянмалли кредит илме те пулать. Запасри çар çыннисем контракт условийĕсемпе тĕплĕнрех пирĕн пата килсе паллашма е 62-7-01 тата 62-3-84 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ.

- Анчах та контрактпа çара юлнисем служба условийĕсем йывăрри пирки, ĕç укçине тытса тăни пирки каланине те илтме пулать.

-  Кашни çыннăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ. Мĕнле калаççĕ-ха, пессимист яланах çурă таран пушă стакан курать, оптимист вара - çурă таран туллине. Эпĕ акă мĕн каласшăн. Запасри çар çыннисемпе нумай калаçма тÿр килет, анчах та темиçе çынран пĕри те пулин "çарта пĕр çул пустуй ирттертĕм", "çар мана нимĕн те паман" текенни тупăнатех. Çакăн пекки акă 2013 çулхи Парада хутшăннă çын пулчĕ. Эпĕ унран: "Пирус туртатăн-и?" - тесе ыйтрăм. Вăл: "Çапла", - тесе хуравларĕ. "Çарта мĕншĕн туртма пăрахман-ха? Çарта спортпа çывăхланман-и?;" - ыйтрăм эпĕ. Вăл вара: "Çук. Пăрахтараймарĕç..." - терĕ. Çакăн пек "критиксем" татах пур, сулăмпа куçса пыракансем...

Парада хутшăнакана эпĕ: "Тепĕр темиçе çул иртсен эсĕ хăвăн ачусемпе мăнукусене мăнаçланса 2013 çулхи Парада хутшăнни çинчен каласа парăн. Ку вара тен санăн пурнăçри чи пысăк çитĕнÿ пулĕ", - тесе каларăм çеç.

- Александр Алексеевич, сирĕн учреждени граждансен çар учетне предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнса туса пырать. Ĕç-пуçа мĕнлерех йĕркеленĕ?

- Çар управленийĕн вырăнти органĕсем запасри граждансен тата призывниксен учетне йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. РФ Оборона министерствин ĕç хучĕсем çар учетне "патшалăх пĕлтерĕшлĕ учет тытăмĕн элеменчĕсем" тесе палăртаççĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн  граждансен учетне сывлăха, çемьелĕхе кура та, çар учет специальноçне тата ытти енсене те шута илсе йĕркелемелле. Тÿрех каламалла, чылай предприяти-организаци ертÿçи тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çак ыйту пысăк пĕлтерĕшлине ăнланать. Вĕсем çак тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç пире титвĕçтерет, çапах та район прокуратури нумаях пулмасть ирттернĕ тĕрĕслевсем çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă, çапла вара хăш-пĕр ертÿçĕсене ЧР Çар комиссариачĕпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ пулăттăм.

- Тавах, Александр Алексеевич, тĕплĕ хуравсемшĕн.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика