Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне уявлатпăр

21 июня 2014 г.

 

Официаллă майпа Республика кунне июнĕн 24-мĕшĕнче уявлатпăр. Уявпа çыхăннă мероприятисем вара халех хĕрÿ тапхăрта. Республикăра пурăнакансем Чăваш Енĕн чи аслă та сумлă уявне анлăн паллă тăваççĕ. Муркашсем те хăйсене Республика кунĕнче тивĕçлипе кăтартаççĕ. Çавна валли сăлтавĕсем те çук мар.

Кĕске справка. Чăваш Республикин кунне официаллă майпа уяв кунĕ тесе Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 75 çул çитнĕ май 1995 çулта палăртнă. 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ, Чăваш патшалăх тытăмĕ йĕркеленнин истори пĕлтерĕшне шута илсе, ятарлă Саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн июнĕн 24-мĕшĕ патшалăх уявĕ - Республика кунĕ пулса тăрать.

*   *   *

Çĕр-шывра 2014 çулта Культура çулталăкне ирттерессипе Раççей Президенчĕ йышăннă Указа пурнăçлассипе Атăлçи федераци округĕн субъекчĕсенче пухнă чи паха опыта палăртас тата сарас енĕпе Шупашкарта июнĕн 18-мĕшĕнче "Культура çулталăкĕ: регионсен чи паха опычĕ" ятпа РФ культура министрĕн çумĕ Алла Манилова ертсе пынипе конференци иртнĕ. Унта Муркаш районĕн делегацийĕ те хутшăннă. Конференцие хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Елена Драпеко саламланă, культура хальхи вăхăтра пурнăçлакан мисси епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Хăнасем Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисене те хутшăнаççĕ.

*   *   *

Июнĕн 19 - 20-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей регионĕсем - тăнăç аталану" VII экономика форумĕ ĕçлерĕ. Форумра саламлă сăмахпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçрĕ. Пленарлă лару Оперăпа балет театрĕнче, форумăн ытти мероприятийĕсенчен ытларахăшĕ Чăваш наци библиотекинче иртрĕ.

Сăмах май асăннă форума кăçал 100 ытла хулапа регионтан 450 çын ытла хутшăнчĕ. Вăл шутра - Муркаш районĕн делегацийĕ те. Район представителĕсен шутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимфеев, райадминистрацин ответлă ĕçченĕсен, хăш-пĕр предприятисемпе организацисен ертÿçисем пулчĕç. Ростислав Николаевич июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче "Раççей регионĕсем - тăнăç аталану" ятпа иртнĕ пленарлă лару ĕçне хутшăнчĕ.

Промышленноç регионĕсенче бизнесăн конкурентлăхне ÿстерес, продукци пахалăхне лайăхлатас, хальхи строительство инновацийĕ тата энергие перекетлес, банк кÿрекен майсемпе усă курас, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес, çĕр ĕçĕнче биологи мелĕсемпе усă курас, экологи малашлăхĕн, çĕр-шыв пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ май шалти рынока хÿтĕлес, çĕнетсе пыма май пур энерги çăл куçĕсемпе те усă курас тата ытти  ыйтусемпе икĕ кун хушшинче тĕрлĕрен конференцисемпе çавра сĕтелсем, дискуссисем, сессисем, вĕренÿ семинарĕсем, маçтăр-классем сахал мар иртрĕç. Вĕсене пирĕн район представителĕсем те активлă хутшăнчĕç.

*   *   *

2013 çул итогĕсемпе инвестици активлăхĕн рейтингĕ енĕпе Муркаш районĕ муниципалитет районĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе республика бюджетĕнчен 573,3 пин тенкĕ субсидие тивĕçни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Июнĕн 19-мĕшĕнче экономика форумĕн шайĕнче Чăваш наци библиотекинче Раççей Регионсен аталанăвĕн министерстви хутшăннипе иртнĕ "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерессин ыйтăвĕсем" вĕренÿ семинарĕнче пирĕн района асăннă наградăпа чысларĕç.

*   *   *

Экономика форумĕн шайĕнчех июнĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче "Çĕр ĕçĕнче биологи мелĕпе усă курассин опычĕпе малашлăхĕ çинчен" ятпа çавра сĕтел ĕçлерĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин представителĕсем, наука обществин, агропромышленноç комплексĕн ертсе пыракан специалисчĕсем хутшăнчĕç. Пирĕн районтан çавра сĕтеле "Россельхозцентрăн" районти ертÿçи А. Павлов тата 10 ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи хутшăнчĕ.

Çавăнтах "Клуб - АГРО-100" рейтинг итогĕсемпе республика шайĕнче мала тухнă 100 ял хуçалăх предприятине чысларĕç. Вĕсем хушшинче - Муркаш районĕнчи 7 ял хуçалăх предприятине те. Çак чыса 2013 çулхи ĕç-хĕл итогĕсемпе кăçал "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, "Путь Ильича" агрофирма, Суворов яч. хис., "Оринино", "Герой", Ильич яч. хис.,  Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсем тивĕçрĕç.

*   *   *

Республика кунне уявланă май июнĕн 18-мĕшĕнче республика тĕп хулинче "Контур" заводăн выставка комплексĕнче регионсем хушшинчи "Регионсем - килĕштерсе ĕçлессин чикки çук" XXI выставка ĕçлеме пуçларĕ. Официаллă майпа ăна июнĕн 19-мĕшĕнче уçрĕç, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Шупашкарти VII экономика форумне хутшăннисем выставкăра пулса унти экспонатсемпе тĕплĕн паллашрĕç.  Выставка июнĕн 22-мĕшĕччен ĕçлет.

Кунта пĕр çĕнĕлĕхе асăнса хăварма тивет. Кăçал выставкăра Муркаш районĕ валли унчченхи пек 6 тăваткал метр мар, 12 тăваткал метр лаптăк уйăрнă. Апла пулсан кăçал хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тунă хамăр районăн пурнăçне, çитĕнĕвĕсене, малăшлăхне анлăрах кăтартса пама майсем ытларах. Выставка материалĕсемпе паллашнă май çакна чăннипех те лайăх туятăн.

Акционерсен "Сеспель" хупă обществи, хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ, "Путь Ильича" агрофирма, Муркашри кирпĕч завочĕ тата ыттисем - ăнăçлă та тикĕс аталанса пыракан предприятисен шутĕнче. Вĕсен ĕçне-хĕлне выставкăра пур енлĕн çутатнă.

Районта вĕренÿ, культура, сывлăха сыхлассин, потребкоопераци, социаллă сферăри, физкультурăпа спортри ÿсĕмсем сумлă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство ăнăçлă аталанать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕме пуçăнни савăнтарать. Вĕсен шутĕнче Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче хута каймалли çĕнĕ микрорайон, Ильинка тăрăхĕнчи этнопарк тата ыттисем. Çакна пĕтĕмпех выставка экспоначĕсемпе паллашакансем ырласа йышăнаççĕ. Муркаш районĕ пирки выставкăра 10 стенд каласа парать. Вĕсем пирĕн районăн инвестици илĕртÿлĕхĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Сăмах май районти "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, "Сеспель" предприяти пирки каласа паракан экспонатсем валли выставкăри уйрăм лаптăксем уйăрнă.  Выставкăна уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тата район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Муркашсем Республика кунĕн ытти мероприятийĕсене хутшăнни пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче каласа парăпăр.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: эсир те  выставкăна çитсе курăр.

Сăн ÿкерчĕкĕсем

авторăн.

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика