Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен халăх тивĕçлипе савăнчĕ

18 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти çĕр ĕçченĕ Лантăш вăрманĕн уçланкинче Раççей ирĕклĕхĕн кунĕпе пĕрле çурхи ака-суха ĕçĕ вĕçленнĕ ятпа район шайĕнче иртекен ĕçпе юрă тата спорт уявне - Акатуй - кăçал 61-мĕш хут уявларĕ.

Акатуй - ака-сухари паттăрсене тивĕçлипе чыслама ирттерекен савăнăçлă уяв. Ыранхи кунпа пурăнакан хресчен ăна нихăçан та манăçа хăвармасть. Манăçа кăларма çеç те мар, пĕрле пухăнса ака-суха ĕçне тĕплĕ тишкерсе малашлăх çулĕсене уçăмлатать. Муркашсем те халăхăмăрăн çак йăли-йĕркинчен юлса пымаççĕ.

Районти çĕр ĕçченĕсене саламлама килнисен сăмахĕнче - çĕр ĕçченне ырă сунни, Муркашсем ĕçре пултарулăхпа палăрнине шута хуни, вĕсен малашлăхне шанни. Хăнасем тенĕрен, кăçалхи Акатуйне пирĕн патăмăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  М. Игнатьев килнине  уява пынисем пысăк чыс вырăнне йышăнчĕç.

Уява уçса пуçтарăннисене малтанах район пуçлăхĕ  - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев саламларĕ.

- Çур аки вĕçленни çĕр ĕченĕшĕн ял хуçалăхĕнчи чи ответлă ĕçсем  пуçланнипе тÿр килеççĕ. Умра - "симĕс ĕç çи", хыççăн - кĕрхи ĕçсем т. ыт. те. Мĕн акни-лартнине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе çухатусемсĕр кĕлете пухса кĕртсен çеç эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр теме пултаратпăр. Çак çул çинчи пуçламăш утăма турăмăр ĕнтĕ. Çур аки ăнăçлă иртнипе эпир паян тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр пулсан та, умри ыйтусене те кая хăвармасăр татса пама тăрăшар. Çак тĕллевре районти çĕр ĕçченĕсем малашне те пĕр çын пек ĕçлессе шанатăп, - терĕ Игорь Васильевич.

Акатуйра уй-хир ĕçĕсене тишкерсе тухмасăр пулмастех. Телее, çак кун тĕлне райони çĕр ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсене танлаштарса хак пама ĕлкĕрчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕ района аталану çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшни çинче чарăнчĕ.

- Кăçал районăмăр 70 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта Муркаш ен хăйĕн уй-хир ĕçченĕсен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен, ачасене пĕлÿ паракансен, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕпе хăйĕн ятне самай сумлăлатрĕ. Муниципалитет йĕркелÿ финанс управленийĕн пахалăхĕпе 2013 çул тăрăх пирĕн район Çĕнĕ Шупашкар хыççăн 2-мĕш вырăна тухни, Раççейре çулсерен иртекен "Раççейри общество финансĕсемпе ĕçлекен чи лайăх муниципалитет йĕркелÿ" конкурсра 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçни, районти 7 хуçалăх республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятийĕ йышне кĕни район çыннисен тăрăшулăхне кăтартать. Эсир ĕçлеме пултарни пире ÿсĕм çулĕпе илсе пырать, - терĕ Ростислав Николаевич.

Уявра ентешĕмĕрсен пысăк йышĕ ЧР Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн аллинчен тĕрлĕ шайри наградăна илме тивĕçни район администрацийĕн пуçлăхĕн сăмахне çирĕплетрĕ кăна.

- Эсир ĕçе юратакан çынсем. Кирлĕ чухлĕ ĕçлетĕр, вăхăтра критиклетĕр, пуçарулăх кăтартатăр, çĕнĕлĕхсене ал паратăр. Çак енсенчен йĕркеленет те ĕнтĕ мал туртăмлă ĕçлекен Муркаш районĕ, - терĕ ĕçченсене чысланă вăхăтра ЧР Пуçлăхĕ.

Районти çĕр ĕçченне саламлакансем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Перекет банкĕпе "Россельхозбанк" обществăн, Чăвашпотребсоюзăн т. ыт. те представителĕсем пулчĕç.

Акатуйра район çыннисем савăннă-каннă хушăра хамăр артистсен ташши-юррипе те, районти спортсменсен пултарулăхĕпе те, сутуçăсемпе шашлык пĕçерекенсен ăсталăхĕпе те, "21 ĕмĕрти Кулибинсен" маçтăрлăхĕпе те, нумай ачаллă çемьесен савăнăçĕпе те, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисемпе те туллин паллашма пултарчĕç.

Асăннă уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР Пуçлăхĕн аллинчен Чăваш Республикин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçине Л. Тарасовăна М. Игнатьев "Чăваш Республикин хăй тытăмлăх органĕсенче лайăх ĕçленĕшĕн" паллăпа наградăларĕ. Уявра чыс-хисепе тивĕçнисен списокĕпе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.

Пĕр сăмахпа каласан, Акатуй  район çыннисемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ.  Паян вĕсем çанă тавăрсах "симĕс ĕç çине" кÿлĕнеççĕ.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев район Акатуйне килсе çитрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика