18 июня 2014 г.
Çатракасси ялĕнче пурăнакансем Джон Прокопьевич Анисова мухтаса, унăн ĕçри çитĕнĕвĕсене пĕлсе "комбикорм королĕ" тесе шÿтлеççĕ. Ăна пĕлмен çын вара районта çук та пулĕ. Джон Прокопьевич "Моргаушкорм" тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕве 30 çул ытла ăнăçлă ертсе пынă. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята, 2004 çулта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.
Джон Прокопьевичăн çемье архивĕпе паллашнă май вăл хăй вăхăтĕнчи калама çук чаплă, пуян историллĕ чăн-чăн патриот пулнине чунпа туйса ĕнентĕм. Манăн алла эсир куракан сăн ÿкерчĕк лекрĕ. Ыйту çине ыйту çуралчĕ. Мĕнле артистсем тата ăçти сцена çинче юрлаççĕ; Хуравĕсене пĕлме сăн ÿкерчĕкри юрăçа, кил хуçине, палласа илни пулăшрĕ. Утмăл çул каяллахи сăн ÿкерчĕк çине тинкерсе акă мĕн каласа пачĕ вăл:
- 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннă, анчах та культура тенипех халăха культурăллă тăваймăн. Кунран-кун, çулран-çул тимлемесен халăхăн культура шайне ÿстерме çук. Çакна эпир, Çатракассинчи 50-60-мĕш çулсенчи çамрăксем, питĕ аван чухланă. Ку вăхăтра комсомол организацийĕ те, вулав çурчĕсем те, учительсем те ял ĕçченĕн культура шайне ÿстерессишĕн тимленĕ. Василий Тимофеевич Смирнов, Муркашри агитаци пай пуçлăхĕ, ку енĕпе ĕçе питĕ çирĕп йĕркелесе пынă. Хальхи пек телевидени те, радио та, компьютерĕ вара ĕмĕтре те пулман. Ялта пĕртен-пĕр радио Анна Васильевна Малыгина учитель килĕнче пурччĕ. Мĕнле пулса пынă-ха ку ĕç тейĕр.
Учительсем каçсерен лекцисемпе докладсем вуланă хыççăн эпир концерт программипе е спектакльпе халăх умне тухаттăмăр. Ял халăхĕ уйрăмах А. Малыгина, Г. Львов, Т. Донскова, Е. Иванова учительсен лекцийĕсене килĕштеретчĕ. Хорта юрлама та вăхăт тупнă вĕсем.
Хор йĕркелесси вара пирĕншĕн, комсомолецсемшĕн, тÿрĕ тивĕç пулнă. Колхоз ултă хăма уйăрса пачĕ. Вĕсене эпир партăсем çине хурса сцена йĕркелеттĕмĕр. Килĕрен шăналăк пухса занавес хатĕрленĕ. Пулчĕ те лекцисем вуламалли тата артистсем валли юрă-ташăпа ял халăхне савăнтармалли, культура шайне ÿстермелли вырăн.
Концерт е спектакль лартас енĕпе маттур хĕре - комсомол организацийĕн ертÿçине О. Федоровăна (халĕ Муркашра пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕ) çитекен пулман. Питĕ правур, çаврăнăçуллă та хастар организаторччĕ вăл. Эпĕ хам ун чухне изба-читальнăйра (Клеопатра Ивановна Иванова çуртĕнче вырнаçнăччĕ вăл) ĕçлеттĕм. Ял халăхне кĕнекесемпе тивĕçтереттĕм, вуласа пама та тиветчĕ. Ман умĕн ĕçленĕ Софья Григорьевна Николаева ĕçе аван йĕркеленипе мана йывăрах килмен. Çавăнпа хор йĕркелес ĕçе хутшăнма та вăхăт тупаттăм. Малтанах хĕрсем хора çÿресшĕн марччĕ. Кайран, çÿреме тытăнсан, тав сăмахĕ çеç калатчĕç. Юрă-ташăпа хор коллективĕ таçти яла та çитсе килчĕ. Çи-пуçне кашни хăй çĕлетнĕ. Уншăн никам та пĕр пус та паман.
Сăн ÿкерчĕкре ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Теплов баянпа ларать. Унăн урисем сывă марччĕ. Муркашри Ильин врач пирĕн музыканта инвалидность çине кăларасси пирки те сăмах пуçарнăччĕ. Вăл утаймасан та репетицисене ăна лашапа турттараттăмăр. Врачсем велосипедпа çÿреме сĕнсен унăн урисем пĕчĕккĕн юсанчĕç. Çапла хор районти конкурссенче çĕнтерсе Муркаш районĕн пĕрремĕш Акатуйне хутшăнма ирĕк илчĕ.
Ку сăн ÿкерчĕк 1954 çулта пĕрремĕш Акатуя Аркадий Петрович Петров лесникăн вăрман уçланкинче, "Свобода" колхоз территорийĕнче, ирттернине сăнласа парать. Пĕрлештернĕ хор мăнаçлăн юрлани вара паян кун та асра. Унтанпа 60 çул иртнине те ĕненес килмест. Чун çаплах çамрăк - илеме курсан халĕ те çепĕççĕн юрлать.
С. Федорова.
Çатракасси ялĕ.
Д. Анисовăн çемье архивĕнчи
сăн ÿкерчĕк.