18 июня 2014 г.
Вăхăт утти черетлĕ çур акине хыçа хăварчĕ. Çĕр ĕç наукине тата технологие пăхăнса акнă-латнă уй-хирсем паян ешĕл симĕссĕн курăнаççĕ, чуна илĕртеççĕ, пулас тухăç пирки ырă шухăшсем çуратаççĕ. Мĕнпе палăрса юлчĕ-ха çур аки Муркаш ен хресченĕшĕн; Çак ыйту çине хурав шыраса июнĕн 10-мĕшĕнче уй-хирсене пăхса тухса ĕç пахалăхне хакласси иртрĕ.
КĔСКЕ СПРАВКА. Кăçал районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсем, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 11,2 пин гектар çуртрисем, 1175 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акса хăварчĕç. Кунпа пĕрлех технологие пăхăнса 687 гектар кукуруза, 352 гектар "иккĕмĕш çăкăр", 48 гектар пахча çимĕç, 281 гектар горчица, 100 гектар йĕтĕн, 400 гектар ытла техника культурисем акрĕç-лартрĕç. 4881 гектар çинчи кĕрхи культурăсенчен 332 гектарĕ хĕл сиввисемпе пĕтнине те çур акире вăхăтра саплаштарма пултарчĕç.
Хаклава хутшăнакансем икĕ ушкăна пайланса тĕрĕслев ирттерчĕç. Вĕсем кашни хуçалăхăн уй-хирнех çитрĕç. Çул çÿревре çĕр ĕçченĕ паян çĕнĕлĕхсемпе епле усă курнипе паллашасси тĕп вырăнта пулчĕ. Каламалла, таврара çур акиренпех типĕ çанталăк тăрсан та, технологие пăхăннисен хирĕсенче ешĕл калча пысăк тухăçа шантарса кашлать. Вĕсен хирĕсенче калчана шăтма чăрмантаракан тăпра муклашки те, çум курăкĕ те курăнмаççĕ. Апла пăхсан çĕр ĕç культури пуш сăмах пулманни куç умĕнче. Кунта Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г. Албутова калани пĕлтерĕшлĕн туйăнчĕ:
- Пысăк тухăç пирки калаçнă чух эпир час-часах çĕр ĕç культури пирки манса каятпăр. Тырă вăрлăхне çĕре варăнтарнипе кăна тухăç пулмасть. Кунта паха вăрлăхпа ĕçлени, пусă çаврăнăшне пăхăнни, çĕре акма-лартма агротехнологие пăхăнса хатĕрлени тата ĕçсене вăхăтра пурнăçлани кĕрет. Эпир çак ĕçсене кăçал нихăшне те хăй еккипе кайма памарăмăр. Манăн сăмах суя пулманнине паян хуçалăхри кирек-хăш хире тухсан та курма-ĕненме пулать, - терĕ вăл тап-таса кашласа ларакан кĕрхи тулă пуссине алăпа кăтартса.
Уй-хир куравĕ чылай ыррине, паянхи ĕçе ырана хăварни мĕн патне илсе çитернине тата малашне çак çултан пăрăнма тăрăшмаллине кăтартрĕ. Акă "Оринино", "Свобода", Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., А. Толстов, В. Бархаткин, В. Горбунов хресчен (фермер) хуçалăхсен уй-хирĕсем пысăк тухăç шантарнине пăхма аван. Пĕрисем уй-хирте çанă тавăрса ĕçлеççĕ пулсан, теприсем тĕлĕшпе çакна калама йывăртарах. "Передовик", "Восток", "Колос", Мичурин яч. хис. хуçалăхсем, тĕслĕхрен, çур аки ĕçĕсен планне туллин пурнăçлайман.
Ака планĕсене пурнăçлайман тенĕрен çакна каласа хăварни вырăнлă. "Путь Ильича" агрофирма, Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, А. Пихтеровпа В. Бархаткин, В. Горбунов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ыттисен харпăрлăхĕнчи усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тухăçлă ĕçлеççĕ.
- Çĕр пире тăрантарать. Çавăнпа та ăна ĕçсĕр вырттарни пирĕншĕн пысăк çитменлĕх тесе шутлатăп. Çак тĕллевпе эпир пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тимлетпĕр те. Ыттисене те çапла тума ыйтатпăр, - терĕ Шетмĕпуç тăрăхĕнчи туллин усă курман çĕр лаптăкĕ патĕнчен иртнĕ чух "Путь Ильича" агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ А. Воробьев.
Çумпа паян химилле майпа кĕрешмеллине кашни çĕр ĕçченĕ лайăх пĕлет. Анчах... Уй-хир тишкерĕвĕ пулнă кун тĕлне хăш-пĕр çĕрте гербицид сапас ĕçе пуçăнманччĕ. Ку ĕçе пурнăçланă уйсем тирпейлĕх ытамне кĕрсе ÿкнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Асăннă кун тĕлне ку ĕçе 5160 гектар çинче пурнăçланă. Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем паян пĕр тикĕс ÿсеççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ. Хресчене çав кун ытларах хумхантараканни - çумăр çуккиччĕ. Маларах кайсах калам, тĕрĕслев вĕçленнĕ тĕле кĕтни çитрĕ - акнă уйсем çине тухăç паракан çумăр çума пуçларĕ.
- Паян камран мĕн вĕренмеллине хамăр куçпа куртăмăр. Малашлăха пăхаканшăн мĕнрен асăрханмалли те алă тупанĕ çинчи пекех. Хăвăршăн паллă пулнă хирсене хуçалăхри механизаторсене илсе кайса кăтартни те вĕсемшĕн пысăк урок пулмалла, малашлăхпа пурăнсан çакăн çине алă сулманни те ытлашши пулăм мар. Паян акă "симĕç ĕç çи" пуçланчĕ. Е. Андреев яч. хис. тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухрĕç. Сисмĕпĕр те - вырма çитĕ. Çавăнпа та кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлассине кун йĕркинчен кăларас марччĕ, - терĕ пĕтĕмлетÿ тунă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Кашниншĕнех яваплă çак ĕçе кăçал район администрацийĕ ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансен канашне хутшăнтарчĕ.
Ветерансем паянхи ĕç-хĕлпе кăмăллă юлчĕç. Хăйсене çак яваплă ĕçе явăçтарнăшăн савăннине пытармарĕç вĕсем. "Çамрăксемпе çÿресе хамăра та çамрăкрах туйма пуçларăмăр. Уй-хир тăрăх утатăп та çĕр сывланине, вăл мĕн ыйтнине туятăп. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсемшĕн те çак туйăм ют мар тесе шутлатăп. Эпĕ шутлани тĕрĕс пулсан кĕркунне кĕлетсем тулли пуласси пирки те иккĕленместĕп", - терĕ "Хисеп палли" орден кавалерĕ, "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" А. Анисимова.
Çурхи уй-хир ĕçĕсен хаклавне хутшăннă хыççăн ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, район аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă Валериан Краснов каланине уйрăммăн илсе кăтартас килет.
- Çĕр ĕçĕнче вăй хуракансем пурте пĕрле пулсан çеç умри йывăрлăхсене çĕнме пулать. Пирĕн урăхла çул çук. Хирсем тăрăх курса çÿренĕ хыççăн вырăнсенче тăрăшса ĕçлени çав тери савăнтарать. Мĕнле илемлĕ Чкалов яч. хис. хуçалăхри козлятник уйĕ. Е. Андреев яч. хис. тата Суворов яч. хис хуçалăхсен люцерна уйĕсенче çĕр ĕçченĕ технологие пăхăнса ĕçлени курăнать. Кĕрхи тулă "Ударник", "Юнга", Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче кашласа ларнишĕн хуçалăх ертÿçисемпе агрономĕсем тав сăмахне тивĕç. Ильич яч. хис, "Путь Ильича" хуçалăхсемпе А. Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр ĕç культурине тивĕçлĕ шайра тытнине те мал ĕмĕтлĕ утăм тесе хаклатăп. Çĕр ĕçченĕ паянхипе çеç пурăнмасть. Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. кооперативсенче, "Путь Ильича" агрофирмăра, А. Афанасьевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче кĕр аки валли çĕр хатĕрлессипе ĕçлени асăннă хуçалăхсенче çĕнĕлĕхсене туллин алла илни пирки калать,- терĕ пĕтĕмлетÿре Валериан Семенович.
Ĕçсене пĕр йышпа хаклани хресчен малалла пăхнине çирĕплетрĕ.
А. БЕЛОВ.