Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестици активлăхĕпе Муркашсем республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă

18 июня 2014 г.

 

2014 çул Муркаш район çыннисемшĕн уйрăмах асра юлмалли çулталăк: Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул çитрĕ. 70 çул хушши Муркашсем республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Кăçал та вĕсем çитĕнÿ çулĕнчен айккине пăрăнмаççĕ, çакна çак тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ.

Кăçалхи 1-мĕш кварталта республикăри муниципалитет йĕркелĕвĕсем 2013 çулта общество финансĕсемпе мĕнле усă курнине пĕтĕмлетрĕç. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн Муркаш районĕ 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

Нумаях пулмасть района тепĕр ырă хыпар çитрĕ: хальхинче Муркашсем Раççей шайĕнче черетлĕ çĕнтерÿ туни çинчен. "Общество финансĕсемпе усă  куракан чи лайăх муниципалитет йĕркелĕвĕ" ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 7-мĕш конкурсра 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе  "За высокое качество управления бюджетными расходами" номинацире Муркаш районĕ  çĕнтерчĕ, Диплома тивĕçрĕ.

Районти Акатуй  умĕн тепĕр хыпар савăнтарчĕ:  пирĕн районти 7 хуçалăх - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики" акционерсен уçă обществи, "Путь Ильича" АФ" чикĕллĕ яваплăхлă общество, Суворов яч. хис., "Оринино", "Герой", Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем - 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе республикăри чи лайăх 100 хуçалăх йышне кĕчĕ.

Ĕнер вара Муркаш районĕ черетлĕ тепĕр çитĕнÿ туни çинчен хыпар çитрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи муниципалитет районсемпе хула округĕсем хушшинче 2013 çулта ирттернĕ инвестици активлăхĕн  рейтингĕнче мала тухнисене республика бюджетĕнчен памалли субсиди калăпăшне палăртнă:

I ушкăнра (муниципалитет районсем хушшинче):

I вырăн йышăннă Çĕрпÿ районне - 1064,7 пин тенкĕ*

II вырăн йышăннă Муркаш районне -  573,3 пин тенкĕ*

II ушкăнра (хула округĕсем хушшинче):

I вырăн йышăннă Улатăр хулине - 1092, 0 пин тенкĕ.

Черетлĕ çитĕнÿ Муркаш районĕнче пурăнакансене малалла çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарать. Малалла та вĕсем черетлĕ çĕнтерÿ патне çирĕп утăмсем тăвĕç.

Л. Павлова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика