11 июня 2014 г.
Шăрăх çанталăк тата выльăхсем
Ĕнесене çуллахи вăхăтра улăх-çаранта çÿретни вĕсен продуктивлăхне ÿстерме те, вĕсен сывлăхне çирĕплетме те лайăх вăхăт. Кунта тулашри çут çанталăк условийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк условийĕсем тенĕрен çак вăхăтра малтанах сывлăш пахалăхне тата нÿрĕклĕхне, çутăпа сывлăш температурине шута илмелле.
Çавăнпа та мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле çакнашкал вăхăтра улăхсенче ĕнесем кĕтнĕ чух; Çак ыйту ĕне-выльăх пăхакансене канăç паманнине шута илсе паянхи калаçăва "Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш районĕн станцийĕ" патшалăх учрежденийĕн выльăх тухтăрне А. ФЕДОРОВĂНА чĕнтĕмĕр.
- Алина Петровна, шăрăх çанталăк выльăх пăхакансемшĕн канăçсăр вăхăт. Çак кунсем продуктивлăх çине витĕм кÿреççĕ-и& Мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле ку вăхăтра улăхсенче ĕнесем пăхаканăн&
- Ял çынни ĕнесене çулла улăх-çаранта çÿретни пуриншĕн те паллă. Çакă йÿнĕ хăй хаклăхпа ытларах продукци илессипе çыхăннă. Анчах манмалла мар, кунта çут çанталăк условийĕсем те выльăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Выльăх организмĕшĕн ытлашши сивĕпе шăрăх çанталăк та усăллах мар. Пысăк температура продуктивлăха курăмлă чакарать, выльăха ывăнтарать, тарлаттарать т. ыт. те. Çавăнпа та шăрăх кунсенче выльăхсене хăвăрт хăвалани, йывăр ĕçлеттерни аптăратма пултарать. Кун пекки выльăх-чĕрлĕхе вилесси патне те илсе çитерме пултарать.
Сывлăш температурин гигиена пĕлтерĕшĕ пур. Вăл тăван тавралăхпа чĕрĕ организм хушшинчи ăшă ылмашăвне йĕркелессипе çыхăннă. Каласа хăвармалла, выльăхсем сывлăш температурин тĕрлĕ виçине тĕрлĕрен хăнăхаççĕ. Пысăк температурăна лайăхрах хăнăхаканнисем - лашасем, начартарах - сурăхсем. Вăтаммисен шутĕнче - мăйракаллă шултра выльăхпа сыснасем. Шăрăх çанталăка мăнтăрах мар, ÿт-тир çинче çăм сахал, çутăрах тĕслĕ выльăхсем лайăхрах ирттереççĕ. Мăнтăррисем тата çăмлă та хура тĕслисем - йывăррăн.
- Çу кунĕсенче тăван тавралăхри сывлăш температури час-часах хăвăрт улшăнать. Çакă выльăхсен аталанăвĕ çине витĕм кÿрет-и?
- Паллах. Таврари сывлăш температури хăвăрт улшăнни выльăхсене шăнса чирлесси патне илсе çитерни пирки манмалла мар. Вăтам улшăнусем - выльăхсемшĕн чи меллисем. Çакна та палăртса хăваратăп, выльăхсем сивĕ температурăна шăрăхран лайăхрах чăтса ирттереççĕ.
Çанталăк условийĕсем тенĕрен, ку вăхăтра малтанах сывлăш пахалăхне тата унăн нÿрĕклĕхне, çутăпа сывлăш температурине шута илмелле.
Шăрăх çанталăкра выльăхсем нумай тарлани организмшăн кирлĕ тăварсемпе витаминсем çухаласси патне илсе çитерет. Çакна та асра тытмалла, шăрăх кунсенче чĕр-чунсем тарланипе çеç 58 процент таран шыв çухатаççĕ. Ĕнене вара пĕр литр сĕт хатĕрлеме 4-5 литр шыв кирлĕ. Çав вăхăтрах выльăх талăксерен 30 литр таран шыв сывласа кăларса ярать. Енчен те ĕнесем шăрăха пула 15-20 процент сахалрах шыв ĕçеççĕ пулсан, вĕсем патне çителĕклĕ шыв ĕçме хушма савăтсем лартса пани вырăнлă. Шыв ĕçмелли вырăнсем кĕтÿ çÿренĕ вырăнсенчен катара пулмалла мар. Енчен те çывăхра çырма е пĕве пулмасан, шыва транспортпа турттарса килессине йĕркелемелле.
- Эсир калани ăнлануллă, анчах шăрăх кунсенче выльăхсем ытлашши ăшăпа тата пăчă çанталăкпа шар ан курччăр тесен мĕн тумалла; Сыхланса мĕнле ĕçсем туса ирттермелле?
- Асăрхану мелĕсем шăрăх çанталăка тивĕçлĕ пулмалла. Çанталăк шăрăх тăнă чух выльăхсем ăшăпа е хĕвел çутипе тăруках аптăраса ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта вĕсене çÿреме меллĕ условисем туса парасси - выльăх пăхакансен, килти хушма хуçалăх тытакансен пĕрремĕш тĕллевĕ.
Выльăхсем ăшăпа антăраса ан кайччăр тесен çак ĕçсемпе йĕрке пирки манмалла мар:
- выльăхсем тăракан пÿлĕмсенче сывлăш температурине чакарма мелсем шырамалла*
- сарайсемпе витесенче сывлăш куçассин хăвăртлăхне пысăклатмалла*
- выльăхсем пĕр çĕре пухăнса тăрассинчен асăрханмалла, вĕсене çителĕклĕ шăвармалла е вăхăтран вăхăта сивĕ шывпа пĕрĕхмелле*
- рациона витаминсемпе пуян апат хушмалла*
- ĕне кĕтĕвне улăх-çарана кăларнă чух ытларах ирпе-каçпа çÿрессине йĕркелемелле*
- кăнтăрла выльăхсене сулхăнра е вентиляци лайăх ĕçлекен пÿлĕмсенче тытмалла*
- выльăхсене ĕçмелли таса шывпа тăтăш тивĕçтермелле.
Халĕ асăннă сĕнÿсене пăхăнакансем кăна çуллахи шăрăхра та выльăхсен продуктивлăхĕ чакмасса шанма пултараççĕ.
А. БЕЛОВ
калаçнă.