11 июня 2014 г.
Малашлăха пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те усăллине пытарма çук. Çĕнелсе пыракан ял сăн-сăпачĕпе, пурнăçра ытларах вăхăта ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ ветеран епле пурăннипе паллашас тĕллевпе чарăнтăм эпĕ хамăн юлташăмăн кил хапхи патĕнче. Харпăр хăй вăйне ытларах шанакан пирĕн ентешсем çÿлтен пăрахса парасса кĕтменнине, çынна шанса пурăнманнине районти кашни ялтах курма пулать. Тĕл пулса калаçатăн та, вĕсен ĕмĕчĕсем тата пысăкрах пулнине куратăн. Вĕсен аталану çулĕпе малалла кайма çулĕсем уçăлсах пыни хыçĕнче ĕç тăнине вара нимĕнле илемлĕ сăмахпа та пытарма çук.
Роза Арапкина Оринин ял тăрăхĕнчи Çеменкасси ялĕнче 3 ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Пурнăç саккăрла çаптарать тени Роза аппа тĕлĕшпе туллинех килсе тухнă. Кун пек чухне ĕçрен ютшăнман çын çеç пурнăç хумĕ айне пулмасть. Роза Александровна - çавăн йышшисенчен пĕри.
Çулсем çитсен Хуракасси выççăлккине Леонид Арапкина качча тухнăскер çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлать. Петя ывăлĕпе Мира хĕрне хăй темиçе çĕрлĕ ĕçлесех пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Çамрăкларах 12 çул Муркаш райповĕнче сутуçăра вăй хунăскер, 1991 çултанпа - «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхра. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе хăйне ырă енчен кăтартрĕ.
Ĕçчен хĕрарăм пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнче тимленипе пĕрлех килти хушма хуçалăх пирки те самантлăха манмарĕ. Пахчара ĕçленипе тата ĕне, вăкăр, чăх-чĕп тытнипе пĕрлех вăл çулленех 15 сысна усранине пăхса тĕлĕнеттĕм. Çак ĕçсене пурнăçланă хушăрах пĕрлешÿллĕ хуçалăх садне те çитме ĕлкĕретчĕ юлташăм. Кунта та вăл ыттисенчен кая юлмасăр çырла йăранĕ çумлатчĕ, сутлăх валли çырла тататчĕ. Çак йĕркесене çыратăп та халĕ те тĕлĕнетĕп: ăçтан вăйне çитернĕ-ши вăл;
Çичĕ хут тар тăкнин çимĕçĕ паян куç умĕнчех. Ывăлĕпе хĕрĕ хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Роза аппа та таса уйра лартнă илемлĕ пÿртре çут çанталăк газĕпе усă курса кун кунлать.
- Эпĕ ĕç тиркесе тăман. Юратса пурнăçланă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать. Ĕçлекене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Çакна эпĕ йăлтах хамăн килти хушма хуçалăх аталанăвĕ çинче туятăп. Кашни кун 10 килограмм ытла сĕт патшалăха сутни те хушма тĕкĕ пулнине пытармастăп, - кушăрханă пит çăмартисене кулă кăларса калаçать Роза Александровна каçхи сăвăма тухнă май (сăн ÿкерчĕкре).
Кил таврашне пăхатăп та тирпейлĕх хуçаланни куç умĕнчен каймасть. Халăх сăмахлăхĕнче каланă пек ку хуçалăхра урлă выртакан япала çук. Çапла. Ялти çыннăн унта та, кунта та ĕлкĕрмелле. Анчах Роза аппа килти тирпейлĕх пирки те манмасть. Авă кил хушшинчи çăл тавра карта тытнă та унта тĕрлĕ чечек ÿстерет. Кил хушши мар, çăтмах тейĕн!
Л. ТОЛИКИНА.
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.