11 июня 2014 г.
Сăн ÿкерчĕкре Муркашра пурăнакан Алевтина Рожковăна куратăр. Тăрăшуллă тата анлă тавра курăмлă вĕрентекен "Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн" ертÿçинче тимлет. Унăн ăсталăхне чылай ĕç-хĕл çирĕплетет, вăл шутра Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе чыслани те.
Алевтина Владимировна - пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен. Вăл йĕркелесе ертсе пынипе асăннă учреждени юлашки тапхăрта республикăри тĕллевлĕ программа шайĕнче "Школьники Моргаушского района - в ногу с экологией" проект вăя кĕртрĕ. Çавăн пекех "Живи в гармонии с природой, мой край родной Моргаушский" проект ăнăçлăхĕнче те асăннă учреждени тÿпи пысăк, ытти проект тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлет кунти коллектив. Пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем тата унăн вĕренекенĕсем тăтăшах район тата республика шайĕнче малти вырăнсене тивĕçеççĕ, çавна май ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Акă нумаях пулмасть республикăра иртнĕ "Черчен чечексем", "Уçă саслă ачалăх", "Пĕчĕк çеç путене", "Сывă пул мир" фестиваль конкурссен финалĕнче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕсем гала-концерта хутшăнчĕç, тĕрлĕ номинацире çĕнтерсе дипломсемпе таврăнчĕç.
- Пирĕн тĕп тĕллев - кашни ачан тавра курăмне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшасси, ăна хушма вĕренĕве явăçтарасси. Çапла майпа вăл хăй ăсталăхне туптатăр, ыттисем умне тухма хăнăхтăр, пĕлĕвне кăтартма пултартăр. Вĕренÿре ытларах ĕлкĕрсе пыракансене вăйлăрах программăсемпе, проектсемпе ĕçлеттеретпĕр, ыттисене вара малта пыракансене çитерме тăрăшатпăр. Эпир ача, çемье ыйтăвĕсене, халăх йăли-йĕркипе культурин уйрăмлăхĕсене тĕпе хурса, вĕренÿ программи шайĕнче аталантарса пыма тăрăшатпăр, - терĕ Алевтина Владимировна кунти ĕç-хĕл пирки каланă май.
Пултаруллă вĕрентекенĕн пушă вăхăт пачах та çук тесен йăнăшмăп эпĕ, тĕрĕсрех каласан вара вăл унпа туллин те тĕллевлĕн усă курма пĕлет. Тăрăшуллă хĕрарăм илемлĕх тĕнчипе питĕ çывăх, тăтăшах тĕрлĕ эреш хатĕрлет, вĕсене чĕрĕлĕх сĕмĕ кĕртет. Унăн ĕçĕсемпе район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра, уявра паллашма пулать. Вăл çĕнсе илнĕ Диплом, Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ йышлă. Çавăн пекех Алевтина Владимировна "Who is Who в России" энциклопедие кĕме тивĕçрĕ.
Р. Илларионова
сăн ÿкерчĕкĕ.