Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçех шкула кайĕç

07 июня 2014 г.

Ача сачĕсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. "Малыш" ача сачĕн коллективĕ те çак кунсенче аслă ушкăна пурнăç çулĕ çине ăсатрĕ. Çапла вара вĕсем пурнăçра тепĕр пусăм малалла турĕç. Умра - пăлхануллă самант, ачасем пĕрремĕш класа кайма хатĕрленеççĕ.  Шăпăрлансене çак тапхăра çитерме,  вĕсемшĕн тата ашшĕ-амăшĕшĕн  ĕмĕрлĕх асра юлмалли уяв хатĕрлеме ача сачĕн ертÿçи, воспитательсем, музыка ертÿçи, логопед пысăк тÿпе хыврĕç. Пăлхануллă самант пулнине шута илсе уявра савăнăç куççулĕ те палăрчĕ.

Воспитательсем вара кашни ачана асра тытаççĕ. Анчах кĕçĕн ушкăна килнĕ пек туйăнатчĕ, сисмерĕмĕр те, уйрăлу саманчĕ те çитрĕ. Çакă пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну татăлнине пĕлтермест, эпир вĕсемпе малашне те кăсăкланса тăратпăр. Вĕренÿре ĕлкĕрни, хăйсене епле тыткалани пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, тен хăшне-пĕрне пирĕн хушма тимлĕх те кирлĕ пулĕ. Ачасем, пирĕн алăксем сире валли яланах уçă. Кунта ирттернĕ вăхăта асра тытăр. 

Е. Михайлова, логопед.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика