07 июня 2014 г.
Апаш тăрăхĕнче пурăнакансем Çимĕк хыççăн тепĕр кунне ĕлĕкренпех Апаш пуххи ирттернĕ. Çав кун, Святой Сывлăш кунĕнче, кунта юнашар ялсенчен те килнĕ.
Пухха хĕр-тантăшĕсемпе килнĕ Ваçкасси хĕрĕ Галина тата Хупахушкăнĕнче пурăнакан Леонид та шăпах çак кун паллашнă. Туйне çав çуллах, анчах кăшт каярах ирттернĕ - хатĕрленмелле-çке-ха. Çапла вĕсем хăйсен çемйи Апаш пуххи кунĕнчен йĕркеленнĕ тесе калаççĕ.
Кăçал вара Апаш пуххи кунĕнче Хупахушкăнь ялĕнче пурăнакан Галина Прокопьевнăпа Леонид Степанович Беловсем хăйсен ылтăн туйне паллă тăваççĕ.
Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ мăшăр, пурне те ура çине тăратнă. Паян вĕсен сакăр мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук пур.
- Çакăн чухлĕ пурăнатпăр тесе шутламан. Çур ĕмĕр иртни те сисĕнмерĕ. Кашни кун ĕçре пулнăран-ши; - тет нумаях пулмасть 70 тултарнă Галина Прокопьевна.
Леонид Степанович вара 76-ра, апла пулин те ÿрĕк, вăр-вар. Ялти арçынсенчен чи ватти пулнине калать вăрçă ачи.
- Юнашар ялти лавккана велосипедпа çÿретĕп. Хăлха илтет, куç курать - пурăнмалла, ĕçлемелле, - тет çемье пуçĕ.
Виçĕ çулта чухне вăл ашшĕне вăрçа ăсатнă та хыççăн атте тесе те курман. Йăмăкĕпе иккĕшне амăшĕ пĕчченех ÿстернĕ. Çитменнине тата амăшĕ сусăр пулнă, çавăнпах пĕчĕкренпех ĕçе кÿлĕннĕ Леонид паян та кил картишĕнче тăрмашать.
- Эпир мăшăрпа ытларах выльăх патĕнче аппаланатпăр, - тет вăл. - Кил картишĕнче выльăхĕ туллиех: чăххи-чĕппи те, ĕни-сурăхĕ те.
Галина вара çемьере пĕр ача пулнă. Çавăнпах нумай ача амăшĕ пулма ĕмĕтленнĕ те.
Иккĕшĕ те ĕç ĕмĕрне тăван хуçалăхра ирттернĕ. Пĕр кун та ĕçе каймасăр пулман, тет ĕçчен мăшăр. Акă пÿрт лартма тăрсан укçи-тенки ытларах кирлĕ пулнăран Галина Прокопьевна та стройка ĕçĕнче тимлекен мăшăрĕ çумне "çыпăçнă".
- Отарккăри шкул çуртне тунă чух эпĕ те стройкăна ĕçлеме кайрăм, хам чĕре айĕнче ача йăтса çÿретĕп ун чух. Районтан тĕрĕслевпе килекенсем умне курăнмасттăмччĕ, юрамасть те-ха. Çемьене ура çине тăма вара укçи кирлĕ, - тет халĕ иртнине аса илсе Галина Прокопьевна.
Хунямăшĕпе 14 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă Галина Прокопьевна.
- Вăл пурăннă чух унран иртмен, - тет тăватă ача амăшĕ çав вăхăт пирки. - Çамрăк чух тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, тĕррине те тĕрленĕ. Халĕ эпир хамăр мамакпа маçак, килти мăнуксем те пысăк. Çамрăксем пуртан канлĕрех пурăнма тăрăшатпăр. Условисем те лайăх.
Хăйĕн пурнăçĕнче виçĕ пÿрт лартнă Леонид Степанович та хальхи вăхăтра пурăнма чылай çăмăлраххине калать:
- Газĕпе шывĕ пур, пÿрчĕ ăшă - ĕçле те пурăн. Эпĕ 1948 çулта пÿрт лартма кивĕ пÿртĕн пĕренисене ĕне кÿлсе пĕршер пĕрене турттарнипе танлаштарсан... Тепĕр çирĕм çултан - иккĕмĕш пÿрт, виççĕмĕшне татах тепĕр çирĕм çултан хăпартнă. Ĕмĕрĕпех ĕçленĕ.
Леонид Степанович çиччĕмĕш класрах хăй çăпата туса сырнă, çавăнтанпах ал ĕçĕ ăннă та ĕнтĕ унăн.
- Пире атте йывăçран коньки те туса паратчĕ. Бильярдла выляма сĕтел туса панине те астăватăп, шарĕсем тимĕртенччĕ. Çавăнпах эпир пурте спорта килĕштеретпĕр пулĕ. Аттепе анне ĕçчен пулни пире те ялан ĕçлеме хистетчĕ. Анне таçта Муркаша çитсе килмелле пулсан та унти ĕçсене хăвăртрах пĕтерсе хуçалăха васкатчĕ, ĕçрен юлмалла мар, тетчĕ. Эпир те пулăшас тĕллевпе хĕлле пулсан акă шкула кайиччен юр хырса хăварнă, - ачалăхри самантсене куç умне кăларчĕ Алина хĕрĕ.
50 çул, сисĕнмест пулин те, вăрăм тапхăр. Çемьене упраса пурăнма çăмăл мар. Беловсен çемье вăрттăнлăхĕпе те кăсăклантăм.
- Пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест, вара пурăнма пулатех, - терĕç вĕсем.
Çемьере чашăк-тирăк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ те, Беловсем пĕр-пĕринпе вăрçса-хирĕçсе те курман пек туйăнчĕ.
- Пĕр иккĕ-виççĕ хирĕçнех пулĕ, урăх вăхăт пулман - яланах ĕçре пулнă, - тесе шÿтлесерех каларĕç вĕсем. - Ĕçлесен халĕ ялта пурăнма йывăр мар. Ĕçе пĕтĕмпех техникăпа тума тăрăшаççĕ. Пире вара мăнуксем те пулăшаççĕ.
Ачисем, мăнукĕсем хăйсене юратнине, хисепленине туяççĕ Галина Прокопьевнăпа Леонид Степанович. Çывăх çынсем сивĕ сăмахпа кÿрентерменни вара питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Н. Николаева.