07 июня 2014 г.
Сăн ÿкерчĕкре Йÿçкасси шкулĕнче вĕренекен Ксения Петровăна куратăр. Вăл халĕ тăххăрмĕш класран вĕренсе тухать, ку таранчченхи ĕçе пĕтĕмлетет. Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ маттур хĕр ача - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Ксюша çак пысăк чыса чăннипех те тивĕç.
Тарават хĕр ача пĕчĕккĕллех тăрăшулăхпа палăрнă. Кĕнеке вулама питĕ юратнă, халĕ те çавах. Килти вулавăш та тĕрлĕ кĕнекепе пуян. Урок тумасăр шкула каясси нихăçан та йăлара пулман. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынăран вăл ыттисене те хаваспах пулăшать, кĕçĕн класри ачасем вара ăна тăван аппăшĕ вырăнне хураççĕ. Ку, паллах, вĕсемшĕн Ксюша пысăк тĕрев пулнинчен килет ĕнтĕ.
Вăл тимленипех шкул, район шайĕнчи уявсем валли анлă сценарисем калăпланаççĕ. Кирек епле ĕç ирттересси те Ксюша маттур пулнăран уйрăм йывăрлăх кÿмен, çăлăнăç чылай чухне унра пытаннă. Спорт ăмăртăвĕсенче те вăл хăй хыççăн пысăк йыша ертсе пырать. Ишессинче, çуран чупассинче, теннисла, волейболла выляссинче вăл çивĕчлĕхпе палăрать. Çавăнпа район шайĕнче те малти вырăнсене тивĕçет. Кирек епле лару-тăрура та вăл тĕрĕс çул-йĕр тупма пултарать, йывăрлăхра çухалса каймасть. Çапла вара вăл ыттисемшĕн пур енлĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унăн амăшĕ Евгения Васильевна асăннă шкулта вырăс чĕлхине вĕрентет, çавăнпа та çак çемьере вĕренÿ ĕçĕ яланах малти вырăнта тăрать.
Çемьери лăпкă лару-тăру - уншăн чи пысăк телей тата вĕренÿри хавхалану.
- Кашни ача ăшă çемьере, çирĕп çунат айĕнче ÿссе аталантăр, ашшĕ-амăш тимлĕхĕпе хÿттине туйса çитĕнтĕр. Пирĕншĕн, шкулта вĕренекенсемшĕн, пĕлÿ илесси чи пысăк ĕç, çавăнпа та атте-аннене çак енĕпе савăнтарса тав тума тăрăшмалла. Кашнин çитĕнÿ патне ăнтăлмалла. Республика пуçлăхĕ çамрăксем çине пысăк тимлĕх уйăрни питĕ вырăнлă, - каласа парать Ксюша.
Вăлах - çамрăксен "ДиМ" организацин лидерĕ те. Иртнĕ çулсенче Ксюша пуçарнипе "Здоровому - все здорово" программа тата "Со спортом дружить - здоровым быть" видеоролик хатĕрленĕ, республика шайĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ "Школа - пресс" район шайĕнче конкурсра пĕрремĕшсем - Йÿçкассисем. Çавăн пекех районти çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" хĕрĕх улттăмĕш финал вăййисенче асăннă шкул ачисен ушкăнĕ, вăл шутра Ксюша та, иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Иртнĕ çул Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пулнă май вăрман лартасси, çут çанталăка сыхласси çине тимлĕх ытларах уйăрчĕç. Ксюша та ку ĕçрен аякра юлмарĕ, тусĕсене те явăçтарчĕ. Çавăн пекех ку тĕлĕшри конкурссене активлă хутшăнса республикăра малти вырăнсене тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин "Эткер" центрĕ йĕркелекен конкурссене тата район, республика, Раççей шайĕнчи уйрăм предмет конкурсĕсене пултаруллă хĕр ача тăтăшах хутшăнать. Чылайăшĕнче вара вăл - чи тавçăрулли. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ дипломпа Хисеп грамотин пуххине унăн калăпăшĕпе темиçе пайлă энциклопедипе танлаштарма пулать. Çакă йăлтах Ксюша тарăн пĕлÿшĕн çуннине çирĕплетет.
Р. Илларионова.