Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хăрушлăхран хăтармалла

07 июня 2014 г.

 

Интернет ачасемшĕн хăрушă пулнине ашшĕ-амăшĕсене епле ăнлантармалла тата çакна вĕсем патне мĕнле çитермелле; Çак ыйтăва майăн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен, Вĕренÿпе çамрăксен политикин, Чăваш Енри Роскомнадзорăн, Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем тата Чăваш Республикинчи ачасен правин уполномоченнăйĕ сÿтсе явнă. Республикăри вĕренÿ институчĕ видеоконференци мелĕпе ирттерекен ашшĕ-амăшĕсен черетлĕ пухăвĕнче те ку тема тĕп темăсенчен пĕри пулнă.

Информполитикăпа массăллă коммуникацисен министрĕ В. Андреева пухăннисене статистика цифрисемпе паллаштарнă. Çапла Раççейре ачасем Интернета 8 - 10 çулта кĕме тытăнаççĕ, вĕсенчен 80 проценчĕ - хăй тĕллĕн: харпăр хăйĕн пÿлĕмĕнчи уйрăм компьютерпа е кĕсье телефонĕпе. Тепĕр майлă каласан - ашшĕ-амăшĕн куçĕ умĕнче мар. Кĕсье телефонĕпе тата смартфонпа, мобильлĕ Интернетпа паян кашни иккĕмĕш ача усă курать.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ             С. Кудряшов пур ашшĕ-амăшĕ те ача Интернета пăхăнни наркотика пăхăнасси евĕр пулнине ăнланманнишĕн пăшăрханса каланă.

Роскомнадзорăн Чăваш Енри управлени пуçлăхĕ Т. Евдокимова республикăра пулса иртнĕ хăрушă тĕслĕхсенчен пĕрне илсе кăтартнă. Вун пĕр çулти хĕр ачан социаллă сетьри страницине "çĕмĕрсе" унăн страници çинче порнографи характерлă видео вырнаçтарнă-мĕн.

Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем çакăн майлă файлсене сарнине республикăра кăçалхи 5 уйăхра кăна 7 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 5-шĕ - ачасем хутшăннипе.

Интернетпа усă курса çул çитменнисем экстремизм характерлă тата наркотикпа çыхăннă преступленисем туни те тĕл пулать. Акă республикăра кăçал çул çитменнисем тунă преступленисен хисепĕ чакнă пулсан, наркотикпа çыхăннисен шучĕ ÿснĕ.

Паллах, Интернет услугисемпе тивĕçтерекенсем валли ачасене хăрушлăхсăр информаципе тивĕçтерессипе çыхăннă саккун пур. Çапах та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен тивĕçĕ пирки манмалла мар - ачисемшĕн чи малтанах вĕсем ответлă.

Роскомнадзор аслисене социаллă сетьре ачасемпе çыхăннă информацие вырнаçтарма сĕнмест, çакăнпа пĕрлех пурăнакан адреса туллин кăтартма та. Специалистсем ачасене май пур таран ансатрах телефон илсе памаллине те палăртаççĕ.

Раççейре "Дети онлайн" тÿлевсĕр хĕрÿ лини ĕçлет: 8-800-250-00-15. Сетьре ачасене сиен кÿрекен информаци курсан Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнчи шанчăк телефонĕн номерĕпе шăнкăравлама пултаратăр: 8(8352)55-17-83. Наркотик е психотроп хутăшсене сарни пирки пĕлсен 8(8352)23-01-00 номерпе, харпăр хăй çине алă хума чĕнсе калакан сайтсене асăрхасан  8(8352)58-27-27 номерпе шăнкăравлăр.

Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен

министерстви.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика