07 июня 2014 г.
Ĕçрен тулли савăнăç курасси - пурнăçăн уйрăм енĕ. Пурнăç çине çакна ăнланса пăхатăп та хамăр хушăмăрти хăш-пĕр çынсем тулăх пурнăç тумах çуралнă пек туйăнать. Вĕсемшĕн ĕç вăй тата вăхăт çухатни мар. Кун пек çынсем хăйсен пурнăçне ĕçсĕр курмаççĕ. Кил-тĕрĕшĕнче те, ял пурнăçĕнче те, пĕрлешÿллĕ хуçалăх производствинче те вĕсем алă усса ларнине курма çук. Ĕç паттăрĕсем нумай çыншăн, уйрăмах ÿсекен çамрăк ăрушăн, пурнăçра ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çакăн пек ĕçченсен ретне эпĕ хамăн тракторист-асаттене те пĕр иккĕленмесĕрех кĕртетĕп. Çавăнпа та манăн паян хаçат вулакансене çĕр ĕçне юратакан чăн-чăн арçын çеç механизатор пулса хире трактор штурвалĕ тытса тухма пултарни пирки уйрăммăн каласа парассăм килет. Сăмах - çерем çĕрсене пурнăç панисем пирки. Сухаланмасăр выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçе хăй вăхăтĕнче çĕр-шыври çамрăксемпе пĕрле манăн асатте те хутшăннă. Çакăн пирки манăн паянхи сăмахăм.
Илья Александрович Бурцев 1935 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Кÿстерекри нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Паян унпа калаçатăп та асаттен ачалăх аса илĕвĕсем яланах хăй пĕчĕккĕ чухнех хирте ĕçленинчен пуçăнаççĕ. Колхоз уй-хирĕнче вăл вăхăтри ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тата ял çыннисемпе пĕрле шуçăмла тăрса хĕвел аничченех вăй хума тивнĕ. Çакăнта унăн çĕр ĕç юратăвĕ никĕсленнĕ те.
ТĔллев
Ялта пурăнаканăн ĕçĕ хирте ĕçлесси çеç мар, выльăх-чĕрлĕх лайăх пăхса унран тупăш илессишĕн тăрăшасси те кулленхи тимлĕхре. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çулленех колхоз ĕнисен кĕтĕвне пăхма çÿренĕ Илюш хресчен ĕçĕ уй-хир культурисем туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх усрассишĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланнă.
Ĕнесем пăхнă вăхăтра кÿршĕ хирте ĕçлекен "хурçă утсем" арçын ачан тимлĕхне хăйсем патне туртнă. Унăн чунĕ те трактор суха тунине пĕрре курсанах çак юмаха туртăнма пуçланă. Тĕллевлисем тата кĕтекенсем телейлĕ. 6 - 7 классенче вĕреннĕ чух колхоз ертÿçисем манăн асаттене лашапа суха ĕçне хутшăнма ирĕк параççĕ. Ачашăн чи телейлĕ самант пулнă çакă. Лаша суха пуçĕ трактор пекех çĕр кăпкалатса хăварни ăна савăнтарнă. Хăйсем вара ĕçрен пушаннă вăхăтра яланах трактор патне ыткăннă, унăн ĕçне сăнанă. Çав вăхăтсенче механизаторсем ачасене трактор рулĕ умне лартни шăпăрлансемшĕн чи телейлĕ самант шутланнă...
Пĕр уяр кун тракторист Ильяна хăй патне чĕнсе илсе штурвал умне лартнине асатте паян та ĕнерхи пекех астăвать. Çак кун вăл трактор пирки тĕплĕнрех пĕлме тата механизатор пулма тĕллев лартать.
Тĕллев пур пулсан унăн пурнăçланмаллах. Çапла вара 19 çулта çамрăк каччă Етĕрнери механизаци училищинчен вĕренсе тухса анлă профильлĕ тракторист-машинист удостоверенине алла илет.
Çерем ÇĔрсем
Çĕр-шывра çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç пуçлансан çамрăк тракторист çак чĕнÿрен пăрăнса юлмасть. Çапла вара 1955 çулхи ака уйăхĕнче 50 чăваш каччи (асатте те çав йышра пулнă) Çурçĕр Казахстанри Преснов районĕнчи Баянск МТСне çитеççĕ.
- Çамрăкрах пулнине шута хурса мана малтанах пулăшакан пулса ĕçлеме шанчĕç. Кăшт вăхăт иртсен тĕп механизатор пулса тăтăм. Аслисем шаннине тÿрре кăларассишĕн тăрăшаттăм, çĕр ĕç культурине çирĕп пăхăнаттăм. Тракторпа тăрăшуллă пулнине кура тепĕр çулхине мана "хир карапĕ" шанса пачĕç. Çерем çĕрсенче тухăç вăйлăччĕ. Трактор-комбайнсем юсанă чух алăсем аманатчĕç, анчах пирĕн вĕсене бинтпа çыхса тăма та вăхăт çукчĕ: пĕр сехет çухатмасăр акмалла, кашни вăхăтпа туллин усă курса вырса илмелле, çĕр-шыв шанăçне тÿрре кăлармалла. Хĕл ларсан çеç киле таврăнаттăмăр. Çапла виçĕ çул ĕçлерĕм, - терĕ калаçма ÿркенмен асатте мана та ĕçпе туслă пулма ыйтса-вĕрентсе.
Чыс
Çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе Тăван çĕр-шыв умĕнче тырă-пулă туса илес плана пурнăçланă чух асатте пĕрремĕш хут ĕç телейне курнă: ăна ДТ-109 трактор шанса панă. Çакнашкал "хурçă утсемпе" çамрăк механизаторсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ăмăртса ĕçленĕ. Çерем çĕрсем куç умĕнчех пысăк тухăç пама пуçлани пĕрлехи ĕç савăнăçĕ пулнă. Çĕр-шыв та ĕçчен çамрăксене чыслассине иккĕмĕш вырăна хăварман. 1957 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче манăн асаттене СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ "Çерем çĕрсене алла илнишĕн" медальпе наградăланă. Ку вара унăн ĕç хавхаланăвне ÿстернĕ кăна.
Çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçре тăрăшса ĕçлени каярахпа унăн пурнăç йĕркине кĕнĕ. "Герой" пĕрлешÿллĕ хуçлăхра та Илья Александрович трактор-комбайн штурвалне алран яман. Тăрăшуллă пулнишĕн ăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чыслани те, холодильникпа "Урал" мотоцикл парнелени те çирĕплетеççĕ. Паян вăл 78 çулта. Апла пулин те трактор рулĕ умне ларма ирĕк парсан ăсталăхĕпе вăл кирек-хăш çамрăкран та ирттересси пирки манăн иккĕленÿ çук.
Вăт çавăн пек вăл манăн асатте, "Герой" хуçалăхри Бурцев-трактористсен династийĕн никĕслевçи.
Илья БУРЦЕВ,
Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 9-мĕш класра
вĕренекен.
РЕДАКЦИРЕН: Çак ĕçпе унăн авторĕ Раççейре уçман çеремсене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçланăранпа 60 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче ирттернĕ республикăри "Целинный характер" конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.