07 июня 2014 г.
- Пирĕн патра ытларахăшĕ 70-80 çултисем, 90-ран иртнисем те пур. Пурĕ вара 48 çын, - каласа парать Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсем пурăнмалли çуртăн директорĕ Валентина Шивирева (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри).
Алă çынна хÿтлĕх пама пултаракан çурта уçнăранпа çак эрнере шăпах 10 çул çитрĕ. Тулашĕнчен илемлĕ çуртăн ăшĕ те илемлĕ, мĕншĕн тесен кунта çав тери ĕçчен коллектив вăй хурать. Кашни хăйĕн ĕçне килĕштерет, çавăнпах тирпейлĕхĕ те куç умĕнчех, апатне кунне 4 хутчен тутлă çитернине те, лайăх пăхнине те калаççĕ ватăсем.
Ватăсемпе инвалидсен çуртне килсе курнă çын кунта пурăнмалли условисем лайăххине хăйĕн куçĕпе курса ĕненме пултарать. Лайăх апатланусăр пуçне пурăнакансене çи-пуçпа та тивĕçтереççĕ, вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ.
- Кунта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен илнĕ путевкăсемпе вырнаçтараççĕ. Çавăнпа та республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи çын пурăнать кунта. Пирĕн патра хÿтлĕх тупнă çынсен пурнăçне эпир интереслĕрех тума тăрăшатпăр. Штатра культорг та пур. Мероприятисем чылай ирттеретпĕр. Ватăсене музейсене, экскурсисене илсе çÿретпĕр. Пирĕн пата Шупашкарти Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнчен ачасем концертпа час-часах килсе каяççĕ. Чуманкассинчи шкул ачисем те яланах тимлĕ, Йÿçкасси шкулĕнче вĕренекенсем, садика çÿрекенсем кунта тăтăшах пулаççĕ. Акă нумаях пулмасть-ха Раиса Петрова воспитательпе садик ачисем килсе спектакль кăтартрĕç, - Валентина Николаевнăн сăмахĕсем кунти пурнăç интереслине палăртаççĕ.
Çуралнă кун е ытти уяв ирттерме кунта пурăнакансем хăйсем те маттур - тĕрлĕ музыка инструменчĕпе вылякансем пур вĕсен йышĕнче. Çулла акă кил картишĕнчи илемлĕ те хăтлă беседкăра канма лайăх, юнашарах социаллă ĕçченсем ăсталанă пĕчĕк кÿлĕпе акăшсем.
- Эпĕ хам та, пирĕн коллективри кашни ĕçчен те ĕçе хаваспах килетпĕр, - тет Валентина Николаевна.
Ватă çынсемпе инвалидсене пăхма вара пĕртте çăмăл мар. Кашни çыннăн хăйĕн характерĕ, кăмăл-туйăмĕ. Çавăнпа та вĕсемпе кашнинпе калаçма кăна мар, мĕн килĕшнипе килĕшменнине те уйăрма пĕлмелле, кашнинех тивĕçтермелле. Малтанхи çулсенче ĕç условийĕсем хальхипе танлаштарсан йывăртарах пулнине калать ертÿçĕ. Халĕ акă, сăмахран, выртакансене гигиена хатĕрĕсемпе те çителĕклех тивĕçтереççĕ.
Кунти ĕç коллективĕ пĕр пысăк çуртра пурăнакан пысăк та ĕçчен çемье пекех - кашни ĕçченĕн хăйĕн ĕçĕ: сывлăха тĕрĕслекенсем те, тутлă пĕçерсе çитерекенсем те, кĕпе-йĕм çăвакан та, электричество хуçалăхне тытса тăракан та, ыттисем те пур. Çак "çемье" тăрăшнăран вара вĕсемшĕн пачах та ют çынсем кунта хăйсене лайăх туяççĕ.
Н. Николаева.