Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виç ипостаçлă Таса Турă праçникĕ

07 июня 2014 г.

 

Иисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсе каяс умĕн апостолсене лăплантарса каланă: "Атте Турăран ыйтса эпĕ сирĕн çине Святой Сывлăш ярăп. Вăл эпĕ сире мĕн каланине пурне те ăсăра илтерĕ", - тенĕ. Çак лăплантаракан святой сывлăша вĕсем темĕн пек кĕтсе тăнă. Çапла аллăмĕш кун тăвакан праçник та çитнĕ. Апостолсем вăл кун пурте пĕр çĕрте пулнă. Ирхине сасартăк вăйлă çил-тăвăл сасси пек пĕлĕтрен сасă шавласа аннă та апостолсем ларакан пÿрте кĕрсе тулнă. Çавăн чухне вут чĕлхесем пек курăнса апостолсем çине Святой Сывлăш аннă. Вĕсем вара Святой Сывлăшпа хăватланса халиччен пĕлмен тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçма пуçланă. Праçник ячĕпе ун чухне Иерусалимра тĕрлĕ енчен нумай халăх пуçтарăннă. Çав пĕлĕт çинчен аннă сасса илтсен вĕсем апостолсем ларакан çурт патне пынă. Апостолсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçнине курсан вĕсем пурте тĕлĕнсе кайнă. Петр апостол халăх умне тухса вĕсене çапла каланă: "Ку тĕрлĕ чĕлхепе калаçмалли хăвата эпир Святой Сывлăшран илтĕмĕр. Святой Сывлăша пирĕн çине Иисус Христос антарчĕ. Иисус Христоса иудейсем пăталаса вĕлерчĕç те, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăчĕ, пĕлĕт çине çĕкленчĕ те Атте Турăран пирĕн çине святой Сывлăш ячĕ". Çапла каласан итлесе тăракансем апостолсенчен ыйтнă: "Мĕн тăвас эппин пирĕн;" - тенĕ. Петр апостол вĕсене çапла каланă: "Çылăхăрсенчен ÿкĕнĕр, Христос ячĕпе тĕне кĕрĕр, вара Святой Сывлăша эсир те илĕр", - тенĕ. Çав кун вара Христоса ĕненсе 3000 яхăн çын тĕне кĕнĕ. Святой Сывлăш хăвачĕпе апостолсем Христос тĕнне сарма пĕтĕм тĕнче тăрăх саланнă. Вĕсем халăхсене тĕне кĕртнĕ, чиркÿсем уçнă, тĕрлĕ хăватсем тунă.

Апостолсем çине Святой Сывлăш аннине чиркÿре Мăн кун иртсен аллăмĕш кунне асăнаççĕ. Çавăнпа вăл куна аллăмĕш кунхи праçник (Пятидесятница) теççĕ. Çак кунтан Христос çыннисем чăн таса Виç ипоçтаçлă Турра мухтаса пуççапса пурăнма вĕреннĕ. Çавăнпа та çак куна вырăсла Троица теççĕ. Çак кун чиркĕве шалтан та, тултан та тĕрлĕ йывăç турачĕсемпе илемлетеççĕ, чиркÿ урайне курăкпа сараççĕ. Çак праçник умĕнхи шăмат кун вилнисене асăнмалли ятарлă кун шутланать (Троицкая родительская суббота). Çак шăмат кун чиркÿсенче вилнисемшĕн панихида кĕлли ирттереççĕ, çынсем çăва çине тухса вилнĕ тăванĕсене асăнаççĕ.

Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика