07 июня 2014 г.
Муркаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче наркотиксен саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешесси, профилактика ĕçĕсене туса пырасси яланах пысăк пĕлтерĕшре пулнă. Ку паян та çаплах. Районта çак енĕпе пулакан преступленисен хăйсен вăхăчĕ пурри куç кĕрет: мăкăнь шăтса тухнинчен тытăнса унăн тунисене пухса типĕтнĕ вăхăтчен пырать çак тапхăр. Хаçат вулакансем ăна çулсеренех "Мăкăнь" оперативлă асăрхаттару мероприятийĕ иртнипе пĕлеççĕ. Паянхи калаçăва хутшăнакан Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхне О. ПОТРЯКОВА çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
- Олег Николаевич, "Мăкăнь" мĕнле тапхăрта иртет? Унăн тĕп тĕллевĕ мĕнле?
- "Мăкăнь" ятпа иртекен ятарлă операци майăн 14-мĕшĕнче пуçланчĕ, вăл октябрĕн 31-мĕшĕчченех пырать. Çак операци Раççейри Шалти ĕçсен пайĕн министерствинче çирĕплетнĕ тăрăх тĕрлĕ вăй структурисемпе тачă çыхăнса иртет. Ÿсен-тăран наркотикĕсемпе тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшне хирĕç кĕрешесси, вĕсене саккунсăр майпа акса ÿстернине тупса палăртасси тата ăна пĕтересси, ку тĕлĕшпе йĕркене пăсакансене явап тыттарасси - операци тĕллевĕ.
- Хальхи вăхăтра хитре чечек нумай, мăкăнь вара çум курăкĕ пекех-çке, ăна кăкласа пăрахманнисем çук та пулĕ.
- Чăнах та мăкăнь çум курăкĕ пекех, анчах та пурте ăна кăкласа пăрахмаççĕ. Кăкласа пăрахманшăн вара саккунпа пăхса хунă явап пур. Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 10.5 статйинче çакăн пирки ăнланмалла çырса панă. Наркотик шутланакан ÿсен-тăрана, вĕсен йышне шăпах мăкăнь те, кантăр та кĕрет, çын кăкласа пăрахмасть пулсан ăна 1500 - 2000 тенкĕ штраф пама саккунлă ирĕк пур, должноçри çынсене - 3000 - 4000 тенкĕ чухлĕ, организацисене - 30000 - 40000 тенкĕ чухлĕ.
Полици сотрудникĕ пахчари мăкăне асăрхаса ăна хуçине пĕтерме ыйтса малтанах официаллă асăрхаттарать. Ĕçе пурнăçлама вăхăт палăртать, анчах та палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн та, калăпăр, мăкăне кăкласа пăрахман пулсан, çĕр хуçин асăннă кодексăн 10.5.1 статйипе килĕшÿллĕн явап тытмалла пулать. Ку статья наркотик е психотроп хутăшĕ пур ÿсен-тăрана е вĕсен прекурсорĕсене саккунсăр майпа акса туни пирки. Унпа килĕшÿллĕн граждансене явап тыттарма 1500 - 4000 тенкĕ штраф е 15 талăк таран административлă арест, организацисене - 10000 - 300000 тенкĕ штраф пăхса хунă.
- Ялта пурăнакансем тен мăкăнь пухса çÿрекенсене те асăрхама пултараççĕ. Ун пек чух çынсен мĕн тумалла?
- Çакăн пек çынсене ытларах чух мăкăнь пулса çитнĕ вăхăтра асăрхама пулать. Наркомансем ялсене пĕчченшерĕн те, иккĕн-виççĕн те килме пултараççĕ. Пĕлтĕр акă вĕсене Оринин, Ярапайкасси тата Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче асăрханăччĕ. Нумай чух вĕсем машинăпа çÿреççĕ, анчах та машинăна ял пуçне те, пĕр-пĕр кил умне те лартса хăварма пултараççĕ. Çавăнпа та тимлĕ пулмалла. Пахчасем таврашĕнче пăхкаласа çÿрекенсене асăрхасан чи малтанах вĕсен паллисене астуса юлма тăрăшмалла, машинине асăрхасан - номерне тата вăл ăçталла кайнине те. Тÿрех 02 е 62-6-67 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле, кĕсье телефонĕн номерĕ 8-908-306-42-61.
Административлă кодексри 6.9 статйипе врач çирĕплетмесĕр наркотик хутăшне е психотроп хутăшне йышăннăшăн явап тыттарассине пăхса хунă: 4000 - 5000 тенкĕ штраф е 15 талăк таран административлă арест.
Раççей Федерацийĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ тăрăх мăкăнь улăмĕ те наркотик пур хутăшсен йышне кĕрет. Уголовлă кодексăн 228 статйинче палăртнипе наркотик хутăшне туяннăшăн, усранăшăн, турттарнăшăн, туса хатĕрленĕшĕн, наркотик хутăшне сутас тĕллевсĕр пухса тирпейленĕ пулсан та уголовлă явап кĕтет.
- Çулла ачасене асăрхасси ашшĕ-амăшĕнчен татах та ытларах тимлĕх ыйтать. Çак вăхăтра вара хулари çамрăксем яла килеççĕ. Наркотик хутăшне йышăнакана мĕнрен уйăрса илме пулать?
- Наркотика йышăнаканăн симĕсрех тĕслĕ пĕчĕк хутаçсем пулма пултараççĕ, курăк тултарса туртмалли хăйсем тĕллĕн тунă трубкăсем те. Наркотик йышăннăран çыннăн куç шăрçи пысăк пулать, вăл хăй мĕн тунине те пĕлмест, мĕн калаçнине те ăнланмасть. Тимлĕн пăхсан кун пек çыннăн чĕлхи шурă тĕслĕ пулать. Наркотик йышăннăран çынна япăх пулса каять, ун пек чухне те пирĕн пата шăнкăравламалла, çыннине вара медицина пулăшăвĕ кирлĕ.
- Кил хуçи хăйĕн айванлăхне пула наркомансене вăхăтлăх хăйĕн килне "арендăна пама" та пултарать. Кун пек чух саккун мĕн калать?
- Çакăн пек лару-тăрăва тупса палăртсан кил хуçине малтанах асăрхаттаратпăр. Иккĕмĕш хут килсен те кунта наркомансем пулсан вара кил хуçине те уголовлă явап кĕтет - 232 статья: наркотик хутăшне, психотроп хутăшне е вĕсен аналогĕсене йышăнма притон йĕркелени е ăна тытса тăма пÿлĕмпе тивĕçтерни. Ку статья ирĕкрен хăтарнипе çыхăннă. Каласа хăвармалла, ытларах чух наркомансем ватăрах çынсене ÿкĕте кĕртсе вĕсен пÿртне йышăнаççĕ. Çавăнпа та айван пулмалла мар.
Н. ДИМИТРИЕВА.