07 июня 2014 г.
Пурнăç улшăнса пыни хаксене те пĕр вырăнта лартмасть. Ку хутĕнче çак юхăм çут çанталăк газне пырса тиврĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ялсене баллонпа илсе пыракан газ пĕр килограмшăн 30,41 тенкĕ пулать (НДСпа пĕрле). Потребитель патнех çитермен чухне - 29,18 тенкĕ. Газ резервуарĕсенчен илнĕ чух НДСпа пĕрле кашни килограмĕшĕн 25 тенкĕ те 72 пус тÿлеме тивĕ.
Килти хуçалăхсене пăрăхпа пыракан çут çанталăк газĕн хакĕ те улшăнать. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пин кубла метр газ хакĕ НДСпа пĕрле 4688,54 тенкĕне çитет.
Хамăр инф.