Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вера Соколова - çĕнтерÿçĕ

07 июня 2014 г.

Раççейри хăвăрт утакансен чемпионачĕ ĕнер Шупашкарти залив хĕрринче хĕрарăмсен 20 çухрăмлă дистанцине 8 сехетре старт панипе пуçланчĕ. Старта 29 спортсмен хутшăннă, вĕсенчен 11-шĕ - тĕнче класлă спорт маçтăрĕ.

Çак стартра пирĕн ентеш - Вера Соколова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕшĕ) 1:28:05 кăтартупа мала  тухнă. Тупăшу хыççăнхи пресс-конференцире вăл çак çĕнтерÿ Китайри 4-мĕш вырăн хыççăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Раççейри çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командăсен тĕп тренерĕн çумĕ А. Мельников В. Соколовăна Европа чемпионатне хутшăнма судьясен тĕп коллегине сĕнессине пĕлтернĕ.

Раççей чемпионатне вара савăнăçлă лару-тăрура 10 сехетре уçнă. Хыççăн тепĕр çур сехетрен старта çав дистанциех арçынсем тухнă.

Кăнтăрла иртсен "Олимпийский" стадионта çĕр-шывра мала тухассишĕн çамрăксен тата юниорсен старчĕсем иртнĕ.

Паян вара залив хĕрринче ирхи 7 сехетре арçынсем 50 çухрăмлă дистанцие парăнтарма старта тухрĕç.

Н. Николаева хатĕрленĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика