04 июня 2014 г.
Майăн 30-мĕшĕнче Муркаш райповĕ республикăри сумлă хăнасене йышăнчĕ. Пĕрлехи черетлĕ семинар-канашлăва Чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи Валерий Павлов, асăннă системăри ытти ĕçчен, район-хуласенчи хаçатсен тĕп редакторĕсемпе представителĕсем хутшăнчĕç. Делегацие Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев йышăнчĕ, пухăннисене пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Çак организацие суйласа илни ахаль мар, вăл Чăваш Республикинче, Раççей шайĕнче те - ырă тĕслĕхре. Ун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ, çавăнпа та тепĕр хут асăнмăп.
Ĕçлĕ çул çÿрев район центрне хăтлăх кÿрекен объектсенчен пĕринчен - "Бриз" ресторантан пуçланчĕ. Кунта - йăлтах паянхи кун ыйтăвĕпе килĕшÿллĕ. Хăтлă зала кĕрсе лармалла çеç, клиента автоматизаци мелĕпе тивĕçтереççĕ. Официант сĕтел патне ручкăпа блокнотпа пырса тăнине хăнăхнă-ха, ку майĕпен ĕнерхи куна куçрĕ пулĕ. Халĕ вăл апатланакан патне планшетпа пырать. Çак сĕтел саккасĕ хатĕрлев пÿлĕмне кайнине унта илтĕнекен сасă çирĕплетет. Çапла вара унта-кунта утас вăхăт перекетленчĕ. Йышăнакан туянакана пĕрремĕш чек парать, каярах тепĕр чек тухать, çакă каллех клиентшăн меллĕ. Кунта ятарлă программа ĕçленĕрен склада мĕн чухлĕ продукци кÿрсе килнине, саппас шайне, саккас памалли вăхăтне тата калăпăшне пĕлме пулать. Çапла вара кунти ĕç-хĕле йĕркелекен пĕтĕм информацие туллин пĕлсе тăрать. Калăпăр, инвентаризаци, тĕрлĕ тĕрĕслев ирттерме сахал мар вăхăт иртет, çак мелпе усă курни ĕçе ансатлатать. Ятарлă программа яланхи клиентсене çăмăллăхпа (накопительная система) тивĕçтерет. Автоматизаци мелĕ мĕнле ĕçленине вара "Бриз" ресторана килсен курăр, вăл чăннипех сирĕншĕн пулнине ĕненĕр.
Борис Васильевич асăннă райпо ĕç-хĕлне йĕркелеме пуçланăранпа вăхăчĕ самай иртрĕ. Халĕ кунти лару-тăру ырă еннелле тĕпрен улшăнса пырать, çĕнĕрен те çĕнĕ объект хута каять, туянакан ыйтăвне тивĕçтерес шай та ÿссе пырать.
- Туянакана эрех-сăрапа илĕртесси пирĕн тĕллев мар. Эпир паян ытти таварпа татах та туллинрех тивĕçтерме тăрăшатпăр. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче апат-çимĕç продукчĕн пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕнче эрех-сăра изделийĕ 40 процент йышăннă, хальхи вăхăтра вăл 18 процент йышăнать, - каласа парать Борис Васильевич иртнĕ çулсене аса илнĕ май.
Уйрăмах юлашки вăхăтра строительство материалне туянакан питĕ йышлă. Шăнкăравласа е килсе пĕлтермелле кăна - кĕске вăхăтра тавара кирлĕ вырăна çитерсе параççĕ. Вăхăчĕ те перекетленĕ, хакĕ те пысăк мар.
- Рынок условийĕсенче ура çинче çирĕппĕн тăма çăмăл мар. Райпо системинчи хăш-пĕр лавккана тытса тăма вара тăкаклă та. Апла пулин те эпир уйрăмах ял çыннин ыйтăвне тĕпе хурса ĕçлетпĕр, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Чĕр тавар йышăнатпăр, ку енĕпе уйрăмах ватă çынсемпе ачасем активлă тимлеççĕ, 25 - 30 пин тенкĕ хушма укçа ĕçлесе илеççĕ. Çапла вара райпо системи хăй тĕллевне туллин пурнăçлама тăрăшать, - паллаштарать Чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи Валерий Павлов.
Çул çÿрев "Ача-пăча таварĕсем" лавккана илсе çитерчĕ. Кунти ĕç-хĕл тĕрлĕ район-хула представителĕн кăмăлне кайрĕ. Пĕр çуртра тĕрлĕ тум юсама* çĕçĕ, çава çивĕчлетме* çăра уççи ăсталама* атă-пушмак, ача-пăча тумĕ, кану инвентарĕ туянма* сăн-пите илем кĕртме* медицина тата ветеринари аптекисенче пулма* ача-пăча кафетерийĕнче сăйланма май пур.
Тĕрлĕ объектра пулнă хыççăн район администрацийĕнче "çавра сĕтел" иртрĕ. Çÿлерех асăннисемсĕр пуçне çак ĕçе Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев, Чăваш Ен журналисчĕсен союзĕн ертÿçи Валерий Комиссаров хутшăнчĕç.
- Ваккăн тавар сутассин районти иртнĕ çулхи пĕтĕмĕшле шайĕ 977 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакăнта Муркаш райповĕн тÿпи 63 процент ытла. Пĕр çын пуçне вăтамран 51 пин тенкĕлĕх тавар сутнă, - паллаштарать район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Кириллович.
Асăннă райпосен ĕçĕ-хĕлĕ "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра тăтăшах кун çути курать. Унăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов асăннă сферăпа хаçат хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва çутатрĕ. Çакă тивĕçлĕ шайра пурнăçланнине Чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи Валерий Павлов Анатолий Ивановича чысланă Хисеп грамоти те çирĕплетет.
- Чăвашпотребсоюз ĕçĕ çÿллĕ шайра. Вăл уйрăмах ял çыннин чылай социаллă ыйтăвне татса парать. Малашне вара сирĕн ĕçпе пирĕн ĕç татах та тачăрах пуласса, çапла вара çыннăн ыйтăвне ытларах тивĕçтерессе шанас килет, - терĕ Валентина Андреева çак ĕçе пĕтĕмлетнĕ май.
Р. Илларионова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.